Эс манăн халăхăм çинчен...


Эс манăн халăхăм çинчен,

Çĕршыв çинчен ыйтатăн, тусăм.

Пăх ман çине: мана пиччен,

Тӳнтер те пĕлтĕн кутăруçăн.

 

Супан этемлĕх несĕлне

Хунсем касса кĕнĕ тăваррăн,

Истори анисем çине

Шух варвăрсен ятне хăварнă.

 

Эп — çав тăвар. Пĕр пĕрчĕ пек.

Ман юн кайран нумай пăтраннă.

Пин çул ытла пăлхарччĕ эп,

Унтан мана чăваш ят панă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-09-23 16:10:33):

чаплă сăвă! Вуникĕ йĕркере чăваш историне çутатса пама пултарнă! Кĕскен ĕнтĕ. Çапах та...

Шухăшĕ: вăйлă

 

izachak1938 (2018-06-15 13:04:34):

 

Ты о народе, о моем,

И о стране спросил дружище;

Вглядись в лицо мое – прием,

Всмотревшись, сам ответ получишь.

 

В судьбу народа моего

Впитались гунны, белой солю;

Итогом этого всего -

Нам имя варварское долей...

 

Я та же соль, крупинка лишь,

Но кровь не раз у нас мешалась;

Булгары тыщи лет..., да вишь,

Мы вдруг чувашами прозвались...

 

Agabazar (2022-12-04 04:43:22):

Ку сăвăра Хусанкай арçынпа мар, хĕрарăмпа калаçать.

Шухăшĕ: вăйлă

 

Agabazar (2022-12-04 04:44:27):

Ну, калаçаканни Хусанкай темĕпĕр. Лирикăлла герой калаçать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: