Чун ыратăвĕ
Ах,епле хитре-çке пирĕн тавралăх! Кашни ешĕл тумла йывăçпа тĕмĕ:«Самантлăха та пулин чарăнса тăр-ха, хăв таврари илемĕлхе сăнаса пăх-ха», - тенĕн туйăнать. Чăн та, илемлĕхĕ халĕ те сахалах мар-ха. Пĕрре, темиçе çул каялла, Якур ăна паянхи кун пекех астăвать, вăрмансем тата çăрарахчĕ. Тем сарлакăш патмар юмансем пĕлĕтелле кармашса ларатчĕç. Шкултан таврăнсан пайтах чупнă унта йĕкеле. «Эсир пухнă йĕкел сыснасене çитерме çур хĕле çитет», - тетчĕ амăшĕ вĕсене савăнтарса та тав туса. Çултан çулах хăрса пырать çак йывăç халĕ. Ыраттарать ку Якурăн чунне. Вăрман хыçĕнчех газ уçлакан станци кунне-çĕрне пĕлмесĕр кĕрлесе ларать, хăй тăрăхĕнчи тӳпене сĕвĕрĕлми сарă чатăрпа карса тăрать. (Йывăç этемрен те ытларах туятъ пулас çав). Малалла утать вăрман тăрăх ватă. Ĕнесен кĕтĕвне ăсатса таврăнать вăл, темиçе çуркунне хăйсен касĕсем ăна ку тĕлĕшпе йĕркӳçе суйлаççĕ. Акă Якур куçĕ тĕлне лапăс ларакан хăмăртарах туратлă çăкасен, нихăçан хуçăлми пиçĕ хурамасем, сип-симĕс туналлă ăвăссем тĕл пулаççĕ. Тĕнче илемне тăраниччен пăхса килен!
Шухăшсем сисмесĕрех ачалăха ăнтăлчĕç. Ĕлĕкрех ялсене аякран вăрмансенчен уйăрма çукчĕ. Пӳртсем умне, урамсем хушшине йăмрасем лартнă, çырма-çатра çисе сарăласран йывăçсемех хăтарнă. Çут çанталăк илемлĕрех пултăр, çынсем сулхăнра канма пултарччăр тесе тăрăшнă кашни. Ахальен мар ĕнтĕ çак илемлĕхшĕн пĕтĕм чунне паракан, вăй-халне шеллемен çын ячĕпе ешĕл палăксем сыхланса юлнă. Платтун кати теççĕ халăхра ялăн сылтăм ешĕл вăрмана. Якурăн ашшĕ ячĕпе ку. Вăрман хуралçи пулнă вăхатра ларттарнăччĕ вăл ăна, кайран куç-пуçа сыхланă пек пăхса çитĕнтерчĕ. Çуллахи вăхатра килне çакланмасчĕ, вĕçĕмсĕрех вăрманта ирттеретчĕ вăхатне. Тен, çут çанталăка юратасси ывăлне унранах куçрĕ пулĕ. Ашшĕпе пĕрле пĕчĕкскер таврари вăрмансене пайтах калламалла утасланă. Сакăр вунна çывхарать Якур мучи, анчах вăрманта пулман кун сахал пулать унăн. Паян та яланхи йăлапа киле васкамасăр утать вăл. Акă пĕрисем, çултан нумаях та шалалла кĕмен, шашлăк пĕçернĕ пулас (вырăнне тасатса хăварман), йĕри-тавра хут татки, консерва банкисем, тутлă шĕвек савĕчесем - мĕн кăна йăваланмасть. Чун пăчăртанса ыратса килет. «Этемех тесе утаççĕ вĕт вĕсем çĕр пичĕ тăрăх, сулхăнра канасшăн, тутлă çиесшĕн!» - сасăпах вăрçа илчĕ Якур Петров ватăсен йăлипе, ăпăр-тапăра пĕр çĕре пуçтарнă май.
Çулçăсене чаштăртаттарса утать старик, пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш. Хăшĕ-пĕрисем çут çанталăк илемĕпе, унăн пуянлăхĕпе усă курма, хаклама та пĕлмеççĕ. Чĕрисем вырăнне чул катăкĕсем лартса паман-çке-ха вĕсенне.
Пули-пулми çĕре йывăç лартакана та кураймăн паянхи куна. Пачах урăхла - çуркунне килнĕ-килмен нумайăшĕсем выльăх-чĕрлехне урамалла хăвала кăларма васкаççĕ. . Пуçланать вара хуçасăр сыснасен, ĕне-пăру таврашĕн, кĕтӳçсĕр качакасен кĕтĕвĕ ял, çывăхри вăрман тăрăх ашкăнасси. Красноармейски урамĕсенче ешерекен йывăçсене кăна мар, çынсен пахчи-садне те тиркемеççĕ. Пĕлтĕр кăна-ха кӳршĕри Карас Петĕрĕсем улмуççисемсĕр тăрса юлчĕç. Юнашар пурăнакан Маруçăн качакисем лутра карта урлă ялт! сиксе каçнă курнать те çамрăк йывăçсен вуллисене пĕр шелсĕр шуратнă. Вăрçăнчĕç пускилсем... Уншăнах çамрăк улмуççисем чĕрĕлеймерĕç . Ял администрацийĕ те çавнашкал пуçтахсене нимех те тăваймасть.
Ура айĕнче патак шатăрт! туса хуçăлни шухăша татрĕ. Утать Якур малалла. Вăрмантан та тухнă ĕнтĕ вăл. Умра Красноармейски салин Чапаев ячĕллĕ урамĕ, леререхре авкаланакан, темиçе вĕçлĕ мăн пĕве урлă, газ уçлакан станцинче вăй хуракансен темиçе хутлă çурчĕсем, юнашарах - сиплĕ хырлăх...
Пĕве хĕрринче тăрать Якур. Чуна пăшăрхантараканни кунта та тем чухлех: çыран хĕрринчи ăшăх шывра путман консерва банкисем, шĕвексенчен пушаннă савăт-сапа, кирлĕ мара тухнă тимĕр-тăмăр, парниксенче усă курнă пленкăсем...
- Мĕнле шыв ĕçме пырас кунта выльăх-черлĕхĕн? Ачасен шыва кĕме те хăрамалла. Мĕнле чунсăрлăх! - сасăпах ятлаçать ватă. Темиçе хутлă çуртсенчен те пайтах таса мар шыв сăрхăнать кунта. Чунне ыраттарса, чылайччен шухăша кайса тăчĕ вăл. Çав йывăр тиевпех хăй пурăнакан урамалла утрĕ. Унта çитме çамрăк хурăнлăх урлă каçмалла. Тĕлĕнмелли, тарăхмалли чылай пулчĕ ку çуркунне кунта.
Çак хурăнсене Якурпа пĕр темиçе вунпилĕк-çирĕм çул каялла пĕчĕк хунавсенчен лартса хăварнăччĕ. Лайăх ӳсрĕ хурăнлăх, ирĕклĕн çӳрекен выльăхсем çукран, амантаканни, хуçаканни пулмарĕ. Пĕр тикĕссĕн кармашрĕç тӳпенелле йывăçсем, куç умĕнче çӳллĕ вăрман ӳссе ларчĕ. Пысăках мар лаптăк кăна йышăнать вăл, вăрмантан, уй-хиртен кĕрлесе анакан çурхи шыв çĕре çĕмĕрсе хăварасран упрать. Çăвĕпех халăх утать унта. Хăйне кура мар, хурăнлăх тĕрлĕ кăмпапа савăнтарать ял çыннисене. Кăçал вара çуркунне Якур аллипе лартса ӳстернĕ хурăнсем хĕп-хĕрлĕ куççулĕпе (тĕп-тĕрĕс сăмахах ку!) йĕрсе ларчĕç. Чарсăр ача-пăча хурăн сĕткенĕ ĕçме ĕнкĕртрĕ. Тен, йывăр лару-тăрура çемьесенче пылакне çитереймест ашшĕ-амăшĕ. Ĕлĕк, Якур ачалăхĕ вăхăтĕнче, хальхинчен нумай çăмăл пулнă-и ял халахне? Çăвар тулли ĕçсе-çимелли çук, анчах никам та капла вăрмана сăтăр туман, пĕр - пĕринчен именнĕ, хăранă, çут çанталăк çине алă çĕклемен. Халĕ вара мĕнле пулать-ха, выçса вилме пуçланă-и паянхи ача-пăча? Хăш-пĕр йывăçне тăватă-пилĕк çĕртен те шăтарнă, каснă, йĕри-тавра хĕп-хĕрлĕ лараççĕ. Каплах пулсан, вăрман хăрса пĕтес хăрушлăх куç умĕнчех. Ашшĕ-амăшĕсем курмаççĕ-ши çакна? Ачисене хыттăн асăрхаттарма йывăрах-ши ĕнтĕ вĕсене? Тарăхупа тулнă старик хурăнлăха темиçе те çитрĕ. Хăш-пĕр пуçтахне тытса çемçе çĕртен тивертме те хатĕрччĕ-ха вăл. Лешсем, çакна пĕллнĕ пекех, Якур урам вĕçĕнче курăнсанах йывăçсем çинчен сиксе анса çырма тăрăх шăвăнатчĕç пулас...
Шăплăхра пуртă сасси илтĕнчĕ. Шухăша путнă старик тапах чарăнчĕ. "Мĕн пулма пултарать ку?" - ыйтрĕ вăл хăйĕнчен-хăй. Акă хайхи сасă еннелле пырать. Инçех те мар икĕн тĕрмешни курăнчĕ. Лешсем ку çывхарнине сисмерĕç. Касса ӳкернĕ хурăн патĕнче айкашакансемпе юнашарах пырса тăчĕ старик. Якурăн кӳршисем, газ уçлакан станцинче ĕçлекен Иванов Тольăпа арăмĕ пулчĕç иккен кусем. Чунĕ тăвăнса килнĕрен кăшкăрсах ыйтрĕ Якур: «Ирех мĕн тăрмашатăр капла!». Акă Тольăпа арăмĕ шартах сикрĕç. Арçын çиĕнчех хурав пама васкарĕ: «Хăратсах пăрахрăн! Мĕн туса çӳретĕн ирех? Çынсем тапраниччен хĕл каçмалăх милĕк хатĕрлес терĕмĕр те. Юнашар пур чухне аякри вăрмана мĕн тесе каяс». «Ан тĕлĕнтер-ха, кутран касса ямасан май çукчĕ-и-мĕн? Аллăрсем мĕнле çĕкленчĕç сирĕн? Кам ирĕк пачĕ?» «Хăв пăх-ха, Якур пичче, пĕтĕм турачĕ çӳлелле хăпарса тарнă. Унта мĕнле çитмелле? Тата мĕншĕн ытлашши тертленес: вăрман сан ĕмĕре те, ман ĕмĕре те çитет, юлать. Çăхав памастăн пулĕ-ха, пирĕн пек кăна çаратаççĕ-и пурте? Мĕн, сана нумай кирлĕ-и тата?»
Сăмах тупăнмарĕ тарăхупа тулнă старикĕн. Лач сурчĕ те алне сулса пăрăнса иртрĕ. Янрашни мĕн усси, каснă йывăç тăрса ларас çук ĕнтĕ. Çитменнине ачасем мар вĕт, çитĕннĕ, ача-пăчаллă çемье пуçĕсем. Чунра тата сивĕрех пулса кайрĕ, пусăрăнчăк кăмăл ытларах хуçăлчĕ. Мĕн патне çитет-ха паянхи халăх. Мĕншĕн-ха вăл çут çанталăка хирĕç пырать. Паян пуранатпăр-ха, ыран мĕн кĕтет пирĕн мăнуксене? Малашне те кун пек пулсан, этемлĕх тарăн кӳлĕсемсĕр, ем-ешĕл вăрмансемсĕр, ешерсе ларакан тавралăхсăр, кăвак хуппиллĕ таса тӳпесĕр тăрса юлать. Экологи, экологи теççĕ, анчах сăмахланни кăна-ха ку, хут çыракансем, уншăн шалу илекенсем йышлă. Ыратакан, тăвăнакан чунне уçса пĕтĕм халăх илтмелле, мĕн пур вăйран кăшкăрас килчĕ Якур пиччен: «Ун пек тума юрамасть! Çут çанталăк пуянлăхĕшĕн, илемлĕхĕшĕн ваттин, веттин вăй хумалла! Кашни каснă йывăç вырăнне виççĕ мар вуннă лартса хăвармалла! Пурнан пурнăçра ыррине туса ĕлкĕрмелле. Тăван çут çанталăкăн иксĕлми пурлăхĕпе паян эпир, пирĕн ачасем, ыран ачасен ачисем, унтан вĕсенчен юлакансем ыр курччăр, пуянлатса пыччăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...