Пĕр каçрах çĕр те икĕ куян тытрăм
Хисеплĕ ачасем!
Хăвăрах пĕлетĕр, ман атте те, асаттен аслашшĕ те сунарçă пулман. Асаттен аслашшĕ кăна мар, пирĕн пĕтĕм йăхра та ĕмĕрне сунарçă пулман. Çавăнпа манран пурте çапла ыйтаççĕ:
— Çтаппан пичче, эс мĕнле майпа çав тери чаплă сунарçă пулнă-ха?
Тӳррипе каласан эпĕ чаплă та паллă сунарçă пулнинчен нимĕнех те тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен ман пек сунарçă пулма такам та пултарать. Чаплă сунарçă пулма пĕр япала çеç кирлĕ, вăл темĕн те пĕр шутлама пултаракан пуç пулать. Ун пек ăслă пуç пулсан вара такам та чаплă сунарçă пулма пултарать. Анчах манăнни пек ăслă пуç кирек камăн та çук çав. Акă мĕншĕн эпĕ тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулса тăтăм.
Ман пуç чăнах та питĕ ăслă. Вăл темĕнле тĕлĕнмелле япаласем те шухăшласа кăларать. Тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулмалли шухăша та вăлах шутласа кăларчĕ. Вăл акă мĕнле пулчĕ. Эпĕ ун чухне вунă çулхи ачаччĕ. Эпĕ ытти ачасем пек имшеркке те хăюсăр пулман, атте тăвакан пур ĕçе те хутшăнаттăм, пысăк ачасемпе пĕрле Ямаш вăрманне куянсем йĕрлеме те каяттăм. Тӳрех каламалла: ман пек паттăр ялта урăх пĕр ача та пулман.
Пĕрре мана пысăк ачасемпе пĕрле хамăр ял сунарçисем Ямаш вăрманне куянсем йĕрлеме илсе кайрĕç. Вăрмана çитеспе сунарçăсем пурте уй хĕрне тăрса юлчĕç, пире — ачасене — Вĕçкĕн Ваççан Пракухĕ вăрманалла илсе кĕчĕ те карталатса тăратса тухрĕ, хăй тепĕр хĕррине çитсе сас париччен пурне те шăп тăма хушса хăварчĕ.
— Ать-ать-ать! — кăшкăрса ячĕ Пракух леш хĕрринчен. Пракух сасси çумне самантрах темиçе тĕрлĕ сасă хутшăнса кайрĕ:
— Ать-ать-ать! Охо-охо-охо! Эхэ-эхэ-эхэ!
Эпир пĕринчен пĕри ирттерсе хытăрах кăшкăрса пыратпăр. Çапла кăшкăрса пĕр кĕтӳ куян хăваласа кăлартăмăр. Уй хĕрне тăрса юлнă сунарçăсем пăшалĕсемпе хӳплеттерме пуçларĕç. Эпир татах хавхаланса ĕçлетпĕр, тата хытăрах кăшкăрса уй хĕрнелле тухма васкатпăр.
— Охо-хо-хо!!! Эхе-хе-хе!!!
Вăрмантан пĕрхĕнсе тухсанах пурте пĕр çĕре пухăнтăмăр |
Вăрмантан пĕрхĕнсе тухсанах пурте пĕр çĕре пухăнтăмăр. Вĕçкĕн Ваççа пăшалне авăрларĕ те катăк шăлĕнчен сурчăкне сирпĕте-сирпĕте калаçма тытăнчĕ:
— Петĕм те, куян пакăлтах йăванса кайрĕ. Кунпа чарăнса тăмарăм, самантрах тепĕрне персе антартăм. Пăхатăп: ман паталла виççĕмĕш куянĕ сиксе пырать. Йăпăр-япăр пăшала тĕллесе тытрăм, анчах эпĕ икĕ кĕпçинчен те пенĕ иккен. Кăна тытасси пулмарĕ...
— Тытнисем ăçта вара санăн, Ваççа пичче? — ыйтрăмăр эпир.
Вĕçкĕн Ваççа пире илтмен пек пулса çаплах çаптарать сăмахне:
— Ну, иккĕпе те çитĕ-ха терĕм те персе ӳкернĕ куянсем патне чупрăм. Эпĕ вĕсенне иккĕшĕнне те урисене шалтăрах хуçса пăрахнă иккен.
— Куянсем ăçта санăн, çавна кала-ха эсĕ, Ваççа пичче? — ыйтрĕ сунарçăсенчен пĕри.
— Вĕçкĕн Ваççа сӳннĕ чĕлĕмне пĕр-икĕ хутчен ĕмсе илчĕ те хăйĕнчен ыйтакан сунарçă енне çаврăнса тăчĕ.
— Куянсем-и? — ыйтрĕ вăл унтан куçĕсене мăч-мăч хупа-хупа илсе.
— Ара, куянсем çав, ху персе ӳкернисем.
— Э-эй, вĕсем хам пынине курсанах пăшал пулькисем пек таçта тарса çухалчĕç.
Вĕçкĕн Ваççа чĕлĕмне тепĕр хут ĕмсе илчĕ те лач! сурса айккинелле пăрăнчĕ. Ун вырăнне Кусар Матви тухса тăчĕ.
— Манăн тата интереслĕрех пулчĕ, — терĕ вăл хăйĕн шĕвĕр сухалĕ вĕçне пĕтĕркелесе. — Эпĕ Тăмвар вĕçнерех тăраттăм. Пăхатăп: пысăк карсак ман паталлах çĕмĕрттерсе пырать. Меллĕрех лектĕр тесе хам патăмах çитертĕм çакна. Иксĕмĕр хушă пĕр-икĕ хăлаç çеç юлсан хайхине çамкинчен тĕллерĕм те кĕрĕслеттерсе ятăм, карсак мĕкĕлт — мекĕлт чикеленсе кайрĕ. Пырса пăхатăп — карсакăн икĕ куçне те шăтарса пăрахнă...
— Матви пичче, карсакна кăтарт-ха! — терĕмĕр эпир.
— Тăрса тарчĕ-çке, мур илесшĕ. Çамкаран мар, ураран пемеллеччĕ иккен тесе çеç кулянса юлтăм.
— Икĕ куçĕнчен те лекнĕ пулсан епле-ха вăл санран тарма пултарнă? — тет Вĕçкĕн Ваççа хăй пĕрре те суйман пек пулса.
— Тарсан та вăл манран хăтăлаймасть. Эпĕ ăна, суккăрскерне, хĕле кĕрсен те тытатăп, — тет Кусар Матви.
— Эсир пăшал персе те пĕр куян тытайман, эпĕ вăт нимĕн пемесĕрех икĕ куян тытаттăмччĕ, — тет Карсак Çтаппанĕ çав вăхăтра.
— Епле апла? — ыйтрăмăр эпир пĕр харăсах.
— Акă мĕнле. Пĕр куянĕ сиксе тухрĕ те ман паталла вĕçтерчĕ. Эпĕ тармакланса тăрса куяна тĕллерĕм, персе ӳкермелли çеç юлнăччĕ, манăн икĕ ура хушшинчен тепĕр куянĕ вăшт! тухса вĕçтерчĕ. Эпĕ шартах сиксе палтăрт çеç йăванса юлтăм, çапла вара иккĕрен пĕрне те тытаймарăм.
— Манăн икĕ ура хушшинчен тепĕр куянĕ вăшт! тухса вĕçтерчĕ. |
Сунарçăсем кашниех хăйсемпе мĕн пулни çинчен каласа пĕтернĕ хыççăн эпир каллех карталанса тухрăмăр. Каллех темиçе куян кăларса патăмăр. Анчах вĕсем пĕр куянне те тытаймарĕç. Çапла эпир кунĕпе Ямаш вăрманĕ тăрăх кăшкăрашса çӳрерĕмĕр. Каçа май ывăнсах çитрĕмĕр, пурин сассисем те тытăнса ларчĕç. Малтан пире кашнинех пилĕкшер пуç паратпăр тесе астарса тухнă сунарçăсем кайран куян тытайман тесе пĕри те пĕр пус памарĕç. Эпир вара суеçĕ сунарçăсене тем пекех çилленсе çитрĕмĕр.
— Мĕншĕн пĕр куянне те тытаймарăр? — ыйтрăм эпĕ Вĕçкĕн Ваççаран.
— Ха, йĕпе сăмса, мĕн ыйтать тата! — терĕ вăл манçине шур куçĕсемпе пăхса.
— Хӳрисем кĕске çав, çавăнпа тыттармарĕç. Ав манăн ура хушшинченех тухса кайрĕ пĕри, çапах та тытса пулмарĕ, — тет Карсак Çтаппанĕ.
Çакăн хыççăн эпир вĕсене пĕри те пĕр сăмах чĕнмесĕрех килелле утрăмăр. Пирĕн ял Ямаш вăрманĕнчен çывăхах мар, çавăнпа эпир киле тĕттĕм пулсан тин çитрĕмĕр.
Çак вăрăм çулта ĕнтĕ манăн пуç тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулмалли шухăша шухăшласа кăларчĕ, вăл шухăш вара мана хама та питĕ килĕшрĕ. Анчах манăн пĕрре те хамăр ялти суеçĕ сунарçăсем пек пулас килмерĕ, мĕншĕн тесен эпĕ хам тӳрĕ çынна юрататăп, суеçтерме пултараймастăп.
Киле таврăнсанах эпĕ аттене пăшал илсе пама ыйтрăм.
— Пăшал илсе пар тата ăна! — витлесе илчĕ атте. — Уруна çăпата та туса тăхăнаймастăн, çапах пăшал илсе пама ыйтатăн. Сунарçă пулма ĕмĕтлениччен малтан сăмсуна шăлма вĕренесчĕ, — ятларĕ вăл.
Сунарçă пулас шухăша эпĕ çапах та пăрахмарăм. Пăрахма мар, вăл шухăш кунсерен ӳссе пычĕ. Тĕлĕкре каçсерен уйсемпе вăрмансем тăрăх çӳрекен пултăм, пĕрре кайсах вуншар куянран кая мар тытса килеттĕм.
Çавнашкал тĕлĕксене хĕле кĕричченех курса пурăнтăм. Тĕлĕкре курнипех куянсен йĕрĕсене те паллакан пултăм. Çав йĕрсем тăрăх кайсан пĕр куянне те тытмасăр таврăнмастăмччĕ вара.
Пĕрре эпĕ темĕнле сăлтавпа Трихван мучисем патне кайрăм. Трихван мучи улмуççи пахчине тухнă та сура-сурах куянсене ятлаçать. Пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Трихван мучин улмуççи пахчине урлă-пирлĕ йĕр туса пĕтернĕ, улмуççисене кăшласа шап-шурă туса хăварнă.
— Сунарçисем питĕ япăх-çке пирĕн. Хăйсем шăши тытма пĕлмеççĕ, çапах та мухтанса çӳреççĕ, — тет Трихван мучи.
Эпĕ çавăнтах Трихван мучисен пахчине килекен куянсене тытса пĕтересси çинчен шутлама пуçларăм. Манăн пуç вĕсене мĕнле тытмалли меле часах шутласа тупрĕ. Матви пиччесен çулла нӳхрепе хăйма вăрлама кĕрекен кушакне атте мăйкăч лартса тытнăччĕ. Çавна аса илтĕм те эпĕ Трихван мучисен пахчине килекен куянсене мăйкăчпа тытма шутларăм. Тепĕр кун кунĕпе мăйкăчсем яврăм, пурĕ çĕр те икĕ мăйкăч явса хатĕрлерĕм. Каçпа, шăв-шав лăплансан, хайхи мăйкăчсене пурне те Трихван мучисен пахчине кайса улмуççисем çумне çыхрăм та сара-сара хăвартăм, ирпе аннене вăратма хушрăм.
Анчах çывăрасси пулмарĕ, çутăлассине кĕтсех çĕре ирттерсе ятăм. Кантăкран кăвак çутă кĕре пуçласанах эпĕ йăпăр-япăр тумлантăм та тӳрех Трихван мучисен пахчине чупрăм. Пуç мĕн шутлани тĕрĕсех пулчĕ. Куянсем мăйкăчсене çакланнă та унталла-кунталла çеç сиккелесе тăраççĕ.
Куянсем мăйкăчсене çакланнă та унталла-кунталла çеç сиккелесе тăраççĕ. |
Эпĕ çав тери савăнса кайрăм: Карсак Çтаппанĕ куянсен хӳрисем кĕске тенĕрен эпĕ чи малтан вĕсен хӳрисене пăхрăм. Вăл пĕрре те суйман иккен, куянсен хӳрисем чăнах та кĕске. Ку вара ман ĕçе чутах чăрмантарса хуратчĕ.
— Мĕнле илсе каяс-ха куянсене? — тетĕп.
Эпĕ вĕсене хӳрисенчен тытсах каясшăн пулнăччĕ. Аран-аран килте çунашка пурри çинчен аса илтĕм. Куянсене çаплипех хăваратăп та хам çунашка патне чупатăп.
Манăн кил ытла инçех пулманран çунашкана часах илсе килтĕм те куянсене кӳлме пуçларăм. Вĕсем калама çук савăнса кайрĕç. Мĕншĕн савăннине эпĕ часах чухласа илтĕм. Вĕсен текех шăнса тăрас килмен иккен, пурте ăшă пӳрте кайма васканă. Çакна пĕлсен эпĕ вĕсене самантрах кӳлсе лартрăм. Хам вăрăм çапă илтĕм те эхе-хех! тесе кăшкăрса ятăм. Ман куянсем çил пек çĕмĕрттерсе кайрĕç, хам килнĕ йĕр тăрăх тӳрех хамăр пата пырса кĕчĕç. Çапла эпĕ пĕр каçрах çĕр те икĕ куян тытрăм.
Манăн куянсем çил пек вĕçтерсе кайрĕç, хам килне йĕр тăрăх тӳрех хамăр пата пырса кĕчĕç. |
Эпĕ çĕр те икĕ куян тытнă хыпар часах пĕтĕм яла сарăлчĕ. Тул çутăлнă-çутăлман пирĕн пата халăх капланса килчĕ. Карта тулли куяна курсан çынсем пĕççисене çапсах тĕлĕнчĕç. Карсак Çтаппанĕ те хашкаса чупса çитрĕ.
— Тархасшăн, каласа пар-ха: мĕнле майпа тытрăн эсĕ çакăн чухлĕ куян? — тесе ыйтать манран.
— Каласа парсан та усси çук, эсĕ вĕт урусем хушшинчен тухса тарнă куяна та тытайман, — терĕм эпĕ ăна.
Карсак Çтаппанĕ помидор пекех хĕрелсе кайрĕ те сăмах чĕнмесĕрех тухса утрĕ. Ун хыççăнах пирĕн пата Трихван мучи пырса кĕчĕ. Вăл мана пуçран лăпкарĕ те пăшал илме тесе кĕсйинчен пилĕк тенкĕ укçа кăларса пачĕ.
Çакăн хыççăн эпĕ иккĕленмесĕрех тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулма шутларăм. Анчах ун пек чаплă сунарçă пуличчен ман пайтах тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем тытса хам çинчен пĕтĕм таврана мухтавлă ят сармалла пулчĕ. Çав мухтавлă ят хам вăтăр çул тултарнă тĕле тин сарăлса çитрĕ. Сире ĕнтĕ çав ят сарăлнă хыççăн темĕн тĕрлĕ тискер кайăксемпе вĕçен кайăксене хам тĕлĕнмелле мелсемпе тытни çинчен каласа парам.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...