Шăрпăк
Юмах ярса суптарма ытла ăстах мар пулин те, хам куçăмпа курни-илтнине каласа парам-ха сире. Ăçта чăнни, ăçта суййи пулнине хăвăрах тавçăрса илĕр вара. Тен, хăш-пĕрисем хăйсен сăнне те курĕç ман халапра — ним каласа та сивлеймĕп сире. Çак пурнăçра кашниех хăй мĕн курас тенине курать.
Çапла вăхăтăн пĕр паллă мар тапхăрĕнче, пирĕн мăнуксем çуралма ĕлкĕреймен çулсенче, пĕр пысăках мар учреждени-патшалăхра пĕр тăсланкă пуçлăх-патша çемçе пукан йышăнса ларнă. Пуканĕ чăннипех çемçе пулнине çирĕплетсе калаймастăп — хам ларса курман ун çине, анчах сăмахĕ çапларах çӳрет. Кăмăлне кура ячĕ те Шăрпăк ятлă пулнă çак тăсланкăн. Ах, мĕн чул служищисен чунĕсене шăрпăк тирмен-ши вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче! Миçе çын куçĕнчен вĕри куççуль юхтарнă тата!? Кăна никам та шутламан. Чăтнă ĕнтĕ леш мĕскĕнĕсем, Шăрпăкра çынлăх вăранасса кĕтнĕ.
Кашкăр тутă пулсан та вăрманаллах пăхать тенĕ евĕр çак Шăрпăкăн та выçă пырĕпе шăрпăклă чунĕ ниепле те чарак тĕлне пĕлеймен. Кунран-кун вăйлăран та вăйлăрах чашкăрнă вăл. Юлашкинчен вара служищийĕсене сывлама та хăйĕн кăмăлĕ пур чухне çеç ирĕк пара пуçланă.
Пĕрре çапла Шăрпăкăн май çук ăслă пуçне ун служищийĕсем нимле нуша курмасăр пурăнаççĕ текен шухăш таçтан пырса кĕнĕ. Çухатнă вара тăсланкă пуçлăх хăйĕн канăçне: çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр асапланнă, кунĕ-хулĕпе лара-тăма вырăн тупайман. Кăшт вăхăт иртсен шутласа тупнă-тупнах çакă служищисем валли ĕç. Иртен пуçласа каçчен, пĕр самант чарăнса тăмасăр, пĕр тĕлтен тепĕр тĕле хут йăттара пуçланă вăл çакскерсене. Тинех шăрпăклă чунĕнче телей юрри янăра пуçланă унăн. Ара, Шăрпăк хăйĕнчен пултаруллăрах служищисенчен вутран хăранă пек хăранă-çке. Капла вара вĕсене тĕллевсĕр ĕç айне туса пултарулăх çулĕнчен тинех пăрма пултарнă вăл.
Кун хыççăн кун, пĕр çулталăк, иккĕ, тата темиçе çул иртнĕ. Тем те пĕр чăтса пĕтнĕ мĕскĕн служищисем çак вăхăтра. Пĕррехинче вара пĕтĕм йышĕпе кӳршĕри учреждени-патшалăхра тухса тарма сăмах татнă вĕсем. Анчах такам систернипе таçтан пĕлнĕ çакăн пирки Шăрпăк. Кăвайт тивертмесĕр тивсе илнĕ сакскер.
— Мĕнле хăйнă?! Кам ирĕк панипе?! — кăвакарса кайса çухрашнă вăл. Унталла-кунталла чупа пуçланă Шăрпăк. Хăй патшалăхĕнче çын юлмасран хăрамаллипех хăранă çав вăл. Тахçан хăй хĕсĕнсе-хирĕлсе кĕрсе ларнă пуканне çухатасран шарт сикнĕ. Çавăнпа та васкавлăн кăна мĕн-пур служищисене пуканлă пӳлĕме пуçтарнă.
— Эсир пурте пĕлетĕр ĕнтĕ, — хăй хаярлăхне аран-аран чарса сăмаха инçетрен пуçланă вăл, калаçнă май шĕвĕр пӳрнипе ялан маччаналла тĕлле-тĕлле кăтартнă. — Çӳлте ларакансем пирĕнтен çирĕп утăмсем кĕтеççĕ. Паян пирĕн пурин те çӳлтине хамăр ăна ним хирĕçлемесĕр пăхăнса тăнине кăтартса памалла.
Пуканлă пӳлĕме пуçтарăннă служищисем Шăрпăк сăмахĕсене чĕмсĕррĕн итленĕ. Тата мĕн шутласа кăларнă-ши ку ĕнтĕ тесе пĕр-пĕрин çине шиклĕн пăхнă вĕсем. Лешĕ вара хăйĕн пуш сăмахне малалла тăснă:
— Çапла, çӳлтин патшалăхĕнче ĕçлесе пурăнма тивĕçлине кăтартса памалла пирĕн паян. Çавăнпа, — калаçнă май хăйĕн чура вырăнĕнче пурăнакан тусĕсене (служищисен хушшинче те пулнă иккен пуш Хăмпăсем!) куç хĕррипе çеç тем хушнă çакскер. — Çавăнпа пирĕн çӳлтине хамăрăн пурнăçа пама та хатĕр пулмалла.
Çак вăхăтра Шăрпăк тарçисем пӳлĕме пысăк хуран йăтса кĕнĕ. Ăна Шăрпăк умне лартнă.
— Çӳлтине хирĕç каймастпăр ĕнтĕ эпир, — тинех сас панă служищисенчен пĕри. — Эпир яланах унпа пĕрле утнă.
Никам та хирĕç каламаннине кура Шăрпăк хăйĕн путсĕр ĕçне хăвăртрах вĕçне çитерме васканă. Служищисем çапла айван пулнинчен те пĕртте тĕлĕнмен: ара, вăл хăй кунран-кун, çулран-çул вĕсене çакăн патне илсе çитерме петĕм вăйне панă-çке. Мĕскĕн служищисем вара пĕрин хыççăн тепри хуран патне пырса хăйсен юн тумламне унта тумлата пуçланă. Хурана ӳкекен кашни тумлам хыççăн вĕсен кĕлеткинче чĕрĕлĕх сывлăшĕ чакса, пуçĕсем минресе пынă. Çавăнпа ахаль те вăйсăр служищисенчен хăшĕсем тăнне çухатса хуран айнех ӳкнĕ. Ыттисен вара вĕсене пулăшма та вăй çитеймен.
Çапах та ура çинче юлнисенчен хăшĕсем хуран умĕнчен пăрăнса çак тамăкран хăтăлма та пăхнă. Кăлăхах. Ĕнте хăйĕн чикĕсĕр влаçне туйса илнĕ. Шăрпăк вĕсене хуран çумĕнчен пăрăнма ирĕк паман. Вăл служищисене тĕке-тĕке вĕсен юлашки юнне сăрхăнтарнă.
Мĕнпе вĕсленнĕ пулĕччĕ-ши çак ĕç-пуç, енчен те служищисенчен пĕри çăткăн Шăрпăка хирĕç тăма хал çитереймен пулсан?
— Чарăнăр! Мĕн хăтланатпăр эпир! — юлашки вăйне пухса кăшкăрнă вăл. Анчах сасси хăйăл-хăйăл сеç тухнă унăн. — Чарăнăр! Çӳлтине пирĕн вилĕм кирлĕ тесе ĕнентересшĕн мар-и-ха Шăрпăк! Эпир пурри пирки те пĕлмесг пулĕ лешĕ. Пирĕн вилĕм мар, пурнăç пулăшма пултарать ăна. Пирĕн ĕç, пирĕн пултарулăх кăна унăн ĕçне, сăмахне вăйлатĕ. Эпир... — тата темĕн каласшăн пулнă çак хăюллă служищи, анчах урса кайнă Шăрпăк ăна хурана тĕксе яма ĕлкернĕ.
Çапах Хăюлли хăй тавçăрулăхĕшĕн хуранти юнпа чыхăнни харама кайман. Ыттисем те пуçĕсене çĕкленĕ. Пурте пĕр харăс хăйсен юли-юлми вăйне пухса чĕрĕ юнпа туп-тулли тулса ларнă хурана çавăрса çапнă. Ĕнтĕ юлашки сывлăшне кăларма хатĕр служищисенчен çакна пачах кĕтмен Шăрпăк хăраса ӳкнĕ. Каялла чака-чака кĕтесри çӳп-çап купине хĕсĕнсе ларнă вăл. Унталла-кунталла пăхнă, хăйне валли çăлăнăç шыранă. Шанăçне çухатман-ха вăл, хăйĕн Хăмпă юлташĕсене шаннă. Анчах та лешсем, вăй кам енче пулнине туйса илме ĕлкĕрнĕскерсем, служищисем умĕнче йăпăлтата пуçланă та ĕнтĕ:
— Эпир мар, Шăрпăк сире нуша кăтартнă. Шăрпăка тĕп тумалла. Тинех шалчи тулать ĕмĕтсĕрĕн.
Хăйсен хăюлăхĕнчен хăйсем тĕлĕнсе тăракан служищисем çаксене текех сăмах та калаттарман. Пĕрин хыççăн теприне чӳречерен кăларса вăркăнтарнă. Çĕре ӳксе çурăлнă Хăмпăсенчен вара сывлăша пӳтсĕр шăршă сарăлнă. Йăпăлтату, выçă куçлăх, тăранманлăх шывĕ юхса тухнă вĕсенчен.
Çакна курса тăнă Шăрпăк текех чĕрĕ юлас çуккине лайăх ăнланса илнĕ. Служищисем хăй пирки аса иличчен тухса тарас тенĕ вăл. Чăнласах та служищисем часах Шăрпăк пирки те аса илнĕ, анчах хăйне ниçта та тупайман.
— Авă вăл! — тăрук кăшкăрса ярать служащисенчен пĕри. — Авă! — уçă чӳречерен тĕллесе кăтартать вăл.
Тепĕр хут пăлханса кайнă служищисем чӳрече патнелле ыткăнаççĕ. Вĕсем кăн-кăвак тӳпере хĕвел хăй шевлипе вылянине, çак тӳпере Кайăк, хăйĕн сарлака çуначĕсене мăнаçлăн сарса, васкамасăр вĕçнине асăрхаççĕ. Хăйĕн çирĕп чĕрнисем хушшине Шăрпăка хĕстернĕ иккен вăл. Çӳлтен-çӳле çĕкленет Кайăк, унтан чĕрнисене тӳрлетсе кăвакарса кайнă Шăрпăка çĕр çинелле вăркăнтарать. Вăл ăçта ӳксе ăçта çухалнине никам та курса юлаймасть. Тепĕр тесен ку никама та кирлех те пулман. Тинех кăкăр тулли уççăн сывласа янă служищисем ун пир çав самантрах манса кайнă.
Пуçланса каять вара çак учреждени-патшалăхра тĕнчене тĕлентермелли ĕçкĕ. Виçĕ кун та виçĕ çĕр чăваш юрри юрласа, сим-пыл савăнаççĕ служищисем. Çак ĕçкĕре манăн пулма тӳр килмен те, çапах ун пирки таврари халăх паянхи кун та аса илсе калаçнине хам хăлхапа хам илтнĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...