Ĕненӳ
«Турăçăм, манăн аннене паян киле урă илсе килсемччĕ. Хутса хунă, пулса çитнĕ тутлă шăршлă мунчара пире киленсе çăвăнма хăвăн ирĕке парсамччĕ. Турăçăм, паян анне урă килсен Эсĕ тĕнчере пуррине чăнахах та ĕненĕп, санăн хăвату пысăк пулнине те туйăп», — çапла шухăшласа, ăшĕнче кĕлтуса майĕпен çурĕ мунча урайне Рита. Хăмасене курăс мунчалипе сап-сарă пуличчен хăшканă хыççăн «йӳççи тула — тутли шала» тесе тепĕр хут ăшшине пачĕ те мунча алăкне шатлаттарса хупрĕ.
Рита ача пулин те ват çын пекех ĕçленине ялта пурте пĕлеççĕ. Ĕçре çеç мар, вĕренӳре те чи пултаруллисенчен пĕри вăл, çавăнпа та ăна учительсем те юратаççĕ. Мĕнле веçех ĕлкĕрет çак пăрчăкан пек хĕр пĕрчи? Амăшĕ ĕçсе выртнă вăхăтра хуçалăхри пур ĕçе туса пыма, кил-çуртне тап-таса та тирпейлĕ тытма, çав вăхăтрах вĕренме мĕнле хăвачĕ çитет-ши тесе тĕлĕнет ял-йыш. Çемьере ывăлсем ӳстерекенсем ун çине ăмсанарах пăхаççĕ, кашниех Рита пек хĕре хăйĕн кинĕ вырăнĕнче курма ĕмĕтленет.
Мунча хатĕр. Амăшĕ ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ хĕр. Вăхăт ирттермелле çĕр улми пахчине тухса йăрансене пăхса çаврăнчĕ. «Пурте йĕркеллех, йăлăхтарса çитернĕ колорада нăррисем те курăнмаççĕ. Пахчари курăка вара ыран ирех çулмалла, аннене асăрхаттарма манас марччĕ. Ав, кӳршĕсем паянах çулма хатĕрленеççĕ», — пысăк çын пек шухăшларĕ Рита.
Ашшĕ пулнă пулсан, тен, Ритăн амăшĕ те ĕçкĕпе иртĕхместчĕ. Анчах мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн малтан хуйхăпа ĕçрĕ, кайран мухмăр чĕртре. Çапла, пĕр мухмăр çичĕ çула тăсăлнă тейĕн, амăшĕ ĕçме вĕренчĕ. Мĕнле ӳкĕтлесен те хĕрне итлемерĕ вăл. Çитменнине, амăшĕн пур тăванĕ те вĕсенчен пăрăнчĕ: килсе те пăхмарĕç, пулăшма та шутламарĕç. Кашнин хăйĕн шăпи тесе лăпланса пурăнчĕç. Рита вĕсене çилленмерĕ, çав вăхăтрах текех тăван вырăнне те хумарĕ. Вĕсемсĕрех пурăнма пултарасса çирĕплетессишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшрĕ.
«Вăхăт мĕн чухлĕ-ши? Анне ĕçрен анмасть-ши?» — тесе хĕр пӳрте чупса кĕчĕ. Шăп та 18 сехет, кĕçех çынсем хиртен çум çумласа таврăнмалла. Рита урамалла вăркăнчĕ.
Урам вĕçĕнче шурă тутăр çыхнă, аякран шурă чăхсем пек курăнакан пĕр ушкăн хĕрарăм курăнса кайрĕ. Инçетренех палласа илчĕ Рита амăшне. «Мухтав Турра, никам патне те кĕмен, çынсемпе пĕрлех ĕçрен таврăнать», — шухăшĕпе хăй çине хĕрес хыврĕ вăл.
Ушкăн çывхарнă майăн çывхарса пычĕ. Хĕрача чăтса тăраймарĕ, ушкăна хирĕç чупрĕ. Çитсен пĕр сăмах чĕниччен амăшне ыталаса илчĕ. «Анне, аннеçĕм, пĕлетĕн-и эпĕ сана паян мĕнле хытă кĕтнине?» — аран сывлăшне çавăрса ячĕ хĕр. — Анне, эсĕ паян ывăнтăн пулĕ. Пĕлетĕн-и, эпĕ мунча хутса хутăм, мунчи тутлă пулчĕ те ĕнтĕ», — пĕр вĕçĕмсĕр чĕвĕлтетрĕ вăл.
Ĕçрен таврăнакан хĕрарăмсем Рита çине савăнса та кăмăллăн пăхрĕç. Амăшĕ те хĕрĕ çапла маттур пулнипе ыттисем умĕнче мăн кăмăлланчĕ, ăшĕнче хăйĕн пепкине мухтаса тав сăмахĕсем каларĕ.
«Анне, — терĕ шăппăн Рита хăйсен килĕ умне çитсен. — Манăн паян ĕненӳ çуралчĕ, паянтан çут тĕнчере Турă пуррине ĕнентĕм. Эпĕ унран паян сана киле урă илсе килме ыйтрăм, вара Ăна ĕненетĕп терĕм. Вăл хăйĕн хăватне мана кăтартса пачĕ. Анне, урăх ан ĕç-ха çав усал шĕвеке. Эсĕ урă чухне мĕнле телейлĕ эпĕ, мĕнле лайăх пире пĕрле», — амăшне сăмах хушма памасăр чĕвĕлтетрĕ хĕр. «Хĕрĕм, атя ĕнесем кĕтӳрен киличчен мунчара çăвăнса тухар», — терĕ амăшĕ хĕрне ыталаса. «Эпĕ хам та ĕçесшĕн мар, хĕрĕм, темле пĕрре ĕçме пуçласассăн хама тытса чараймастăп», — шухăшларĕ амăшĕ.
Вĕсем мунчаран тухнă çĕре таврана тĕттĕм сăн çапнăччĕ. Амăшĕпе хĕрĕ ĕнисене суса шăварчĕç те каçхи апат çинĕ хыççăн çывăрма выртрĕç. Рита пек телейлĕ те савăнăçлă çын паян тĕнчере пулмарĕ. Савăнăç туйăмĕ чĕрере тулса пĕтĕм тĕнчене çупăрласа илнĕн туйăнчĕ ăна. Чĕри хыттăн тапнине хăй çеç мар, амăшĕ те илтнĕн туйăнчĕ. Унăн ташласа юрлас, пĕтĕм тĕнчене хăйĕн ытамне çупăрласа илес килчĕ. Ĕненӳ, мĕн пысăкăш ĕненӳ çуралчĕ паян унăн чунĕнче. Çавăн пек ырă туйăмсемпе вал амăшĕ çумне тĕршĕнсе выртрĕ те лăпкăн çывăрса кайрĕ.
Ир пулчĕ, каç пулчĕ. Темле Турра тархасласа ыйтсан та тепĕр каç амăшĕ ӳсĕр килчĕ, тепĕр кун та, тата тепĕр кун та. Амăшĕ хĕрне ăнланмарĕ, унăн ĕненĕвне таптарĕ.
Çӳлти Турă та хăй тĕнчере пуррине темиçе хут ĕнентерме шутламарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...