Пăрланнă куççуль
«Упăшки çĕре кĕрсе выртать, вăл вара пĕр куççуль те кăлармарĕ. Чĕресĕр пуль...» — çак сăмахсем чĕререн çĕçĕпе чикнĕн илтĕнчĕç çурăм хыçĕнче. Çамрăк хĕрарăм çаврăнса пăхмарĕ, аллинчи сăмса тутрине çеç пĕтĕм вăйран чăмăртарĕ, куçне шăлчĕ. «Петя вилĕмĕшĕн вăл айăплă», — каллех çак сасă унăн хăлхине кĕчĕ. Акă, тупăк хуппине витрĕç, масар çине пухăннă халăх ахлатрĕ, хĕрарăмсем вара уласах йĕрсе ячĕç.
Тоня вара юпа пек хытса тăрать. Шурса кайнă пичĕ çинче пĕр юн тумламĕ те палăрмасть тейĕн, тăп тытнă тути те кĕл пек кăвакарса кайнă. Юлашкинчен те пулин тупăкра выртакан мăшăрне «каçар» тесе калама вăй çитереймерĕ. Чĕлхи те çаврăнмасть, чĕри çеç юнпа çăвăнать.
Каллех сăмса тутрине куçĕ патне илсе пычĕ çамрăк хĕрарăм, анчах та куççуль тухмарĕ. «Айăплă мар эпĕ, айăплă мар», — пĕтĕм халăх илтмелле кăшкăрса ярасшăнччĕ вăл, анчах та сасси тухмарĕ. Пуçĕ çаврăнса кайрĕ, ӳкес мар тесе тăватă çулхи Катюшăна йăтнă Соня аппăшĕ çумне тĕршĕнчĕ. Тупăкне шăтăка антарчĕç, тăпра ывăтма тытăнчĕç, масар çинче çаплах çынсен хӳхлевĕ тăрать. Тоньăна пуçĕнче вара пĕтĕм кĕске пурнăçĕ тата юлашки виçĕ кун арăш та пирĕш çăврăнчĕ.
...Укăлчана тухичченех ăсатма пычĕ кĕçĕн хĕрне амăшĕ. «Çитсенех çыру çырса яр мĕнле вырнаçни çинчен», — терĕ те пит çăмартинчен ăшшăн чуп турĕ. Тоня пысăках мар чăматанне аллине çирĕппĕн тытрĕ те васкаса утса кайрĕ. Асфальтлă çул çине тухиччен виçĕ çухрăм утмалла-ха унăн, апла пулин те кăмăлĕ хавас. Мĕнле савăнмăн-ха? Тоня ĕнтĕ шкул ачи мар паянтан, студентка. Медучилищĕне кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса пысăк конкурс витĕр тухрĕ. Умра — çĕнĕ пурнăç, ĕмĕт-тĕллевсем. Пуласлăх çинчен ĕмĕтленсе утакан хĕре трактор кĕрлевĕ шартах сиктерчĕ. Колхоз хирĕнче çĕртме тăвакан кӳршĕ кас каччи Петя иккен. Тоньăна курсан чарăнчĕ, пуçне чӳречерен кăларчĕ. «Хулана кайсан ял каччисене манса ан кайăр унта», — терĕ вăл те шӳтлесе, те чăнласа. Хĕр пĕр сăмах та чĕнмерĕ, малалла утса кайрĕ. «Ăçтан тĕл пулчĕ-ха ку? Юри сыхласа тăнă пекех», — кăмăлсăрланчĕ вăл. Темшĕн килĕштермест вăл хусаха. Тен, клубра темиçе хутчен те юнашар пырса ларса йăлăхтарнипе, тен, ял каччисем çимĕк каçхине клубрах çапăçу пуçарсан Петя автан пек сикнипе. Кăра çилĕллĕ Сахрун Петин кĕпи те, костюмĕ те çурăк та касăк çеçчĕ. Килте нихăçан та хирĕçӳ, çапăçу таврашне курманскер, хăранăччĕ ун чухне Тоня, чĕтренех ернĕччĕ. Клубран çил пек тухса вĕçрĕç вĕсем тантăшĕпе.
Петяна курнипе кăмăлĕ пăсăлни тепĕртакран иртрĕ хĕрĕн, çапах та пурнăç çулĕ çине тухса пĕрремĕш хут хулана тухса каякан хĕре çакăн пек сăмахсемпе ăсатса яни хирте курак кранклатнă пекех туйăнчĕ.
Хулара Тоньăшăн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Общежитире те йĕркеллĕ вырнаçрĕ вăл, пӳлĕмри хĕрсемпе çывăх туслашрĕ. Пĕтĕм вăй-халне парса вĕренчĕ Тоня. Юратнă амăшĕшĕн тунсăхлать. Лешĕ те кĕçĕн хĕрне килне килсен хăйĕнчен пĕр минут та уйăрасшăн мар. Клуба та сайра хутра çеç тухкалать вăл. Уншăн амăшĕпе шăкăл-шăкăл калаçни, тăван килте вĕри мунча кĕни темрен те хаклă. Соня аппăшĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, район центрĕнче вăтам шкулта ĕçлет. Мăшăрĕ те учитель, вĕсем институтра пĕрле вĕреннĕ. Шел пулин те, ашшĕ кураймарĕ Тоня хĕр пулса çитнине. Вăл çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне йывăр чирпе çĕре кĕчĕ, рак терĕç тухтăрсем. Çемçе те ырă кăмăллăччĕ ашшĕ, икĕ хĕрне пĕчĕк чухне пукане пек йăтса çӳретчĕ, Тоня вара ашшĕ вилнĕ хыççăн медицина енĕпе кайма шутларĕ. Шкул хыççăн тӳрех медучилищĕне кĕчĕ, аякри хулари института амăшĕ ямарĕ. Унăн та ашшĕ вилнĕ хыççăн чĕри хавшарĕ. Тоньăна колхоз стипендиат туса ячĕ, вĕренсе пĕтерсен пенсионерка-фельдшерица вырăнне тăван яла таврăнмалла унăн.
Виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Диплом илнĕ çамрăк медсестра тăван яла таврăнчĕ, медпунктра ĕçлеме тытăнчĕ. Амăшĕ ниста кайса кĕрейми савăнчĕ кĕçĕн хĕрĕ яла таврăннăшăн. Тус-тантăшĕсене пухса диплом та «çурĕç». Соня аппăшĕ çеç каçхине йăмăк пăшăрханăвне туйса илчĕ. Пĕлет-çке вăл Тоньăн чĕрери ыратăвне, хулара унăн килĕштерекен каччи юлнине. Сĕтел хушшинчи хăнасемпе кăмăллăн шăкăлтатрĕ вăл, клубран пуçтарăнса килнĕ çамрăксене те хаваспах сăйларĕ. Вĕсен хушшинче Сахрун Пети те пурччĕ.
Çапла пуçланчĕ ялта Тоньăн ĕç биографийĕ. Ялĕ пĕчĕк пулин те тухтăршăн ир те, каç та канăç çук темелле. Камăн ачи чирлет, ваттисен хушшинче те тĕрлĕ чирпе аптракансем сахал мар. Пур çĕре те çитмелле, пурне те пулăшмалла. Темиçе хутчен те медпункта Сахрун Пети те кĕркелесе тухкаларĕ, калаçу пуçарма хăтланчĕ. Пĕринче вара, йывăр чирленĕ Кулине аппа патĕнчен таврăннă чухне, киле çити ăсатса ячĕ. «Юлташсемпе клубра доминолла çапрăмăр», — терĕ вăл Тоньăна. Тен, сыхласа тăнă, кам пĕлет? Хĕр унпа юлташла çеç калаçкалать, вăл вара çӳресшĕн пулмалла. Анчах та Тоня урăххине кăмăллать-çке, чун-чĕререн юратать хула каччине. Саша — политехника институчĕн студенчĕ, диплом иличчен тата икĕ çул вĕренмелле-ха унăн. Тоня диплом илсен яла кайнăшăн кăмăлсăрланчĕ каччă. «Йĕркепе палăртнă виçĕ çула ĕçлесе пĕтеретĕн те кунтах килетĕн», — терĕ вăл хăйне хăй лăплантарса.
Саша кашни эрнерех çыру çыратчĕ, Тоня та çийĕнчех хуравлатчĕ, хăй те хулана кайсах çӳретчĕ. Çулталăка яхăн ĕçлесен, çуллахи экзаменсем пуçланиччен, вĕсен ялне хăнана килсе кайрĕ. Ялта вара сас-хура тухрĕ, Тоньăн хулара каччи пур тесе. Ватă çынсем вăл хулана каясран, тухтăрсăр тăрса юласран кулянса ӳкрĕç.
Çапла çулталăк та вĕçсе иртрĕ. Саша диплом ĕçĕ çырать. Хӳтĕлемелли те икĕ уйăха яхăн çеç юлнă. Тем, юлашки вăхăтра çыру килме пăрахрĕ. «Диплом илнĕ çĕре каятăпах», — ĕмĕтленчĕ хĕр. Çак тапхăрта амăшĕ те чирлекелесех тăчĕ, кил-çуртра та ĕç нумай, медпункта та хупса каяймастăн. Июнь уйăхĕнче, утта тухиччен хулана кайрĕ Тоня, теме сиснĕн чĕри вăркарĕ. Вокзалтан тӳрех Сашăсен килне шăнкăравларĕ, трубкăна амăшĕ тытрĕ. Сассинчен палларĕ вăл хĕре, тăхтаса тăнă хыççăн çапла каласа хучĕ: «Текех ан шăнкăравла, Саша çулçӳреве тухса кайрĕ, мăшăрĕпе». Уяр кунта аслати кĕрлесе кайнăн туйăнчĕ хĕршĕн, аллинчи трубки тухса ӳкрĕ. Мăн аккăшсем патне тĕлĕкри пек çитрĕ, çĕрĕпе куççульпе çăвăнчĕ. Черчен чунлă хĕрĕн чĕри çĕçĕпе чикнĕн ыратрĕ.
Тепĕр кун, яла тухса кайиччен, Сашăпа юнашар подъездра пурăнакан юлташне шăнкăравларĕ. Алик вара ăна пĕтĕмпех каласа пачĕ. Сашăн туйĕ эрне каялла пулнине, мăшăрĕ çар полковникĕн хĕрĕ пулнине те пĕлтерчĕ. Нумай çул хушши ют çĕршывра службăра тăнăскер, хĕрĕпе кĕрӳшне туйра çăмăл машина тата çĕнĕ хваттер уççи парнеленĕ иккен. Паллашасса вĕсем виçĕ уйăх каялла паллашнă. Ял хĕрĕн мĕн пур, пуян арăм тупнă иккен Саша...
Пысăк юратупа тулнă чĕрене çакăн пек амантса хăварнă хыççăн Тоня тĕлĕкри пек çӳрерĕ. Чунри ыратăвне амăшне те кăтартмасть, ял çыннисемпе те яланхи пекех кăмăллă калаçать. Чĕре суранне Соня аппăшне çеç каласа пама вăй çитерчĕ. Хăйне çирĕп тытма пĕлни те пулăшрĕ пулас, вăл пурин умĕнче те унчченхи пекех лăпкă. та кăмăллă пулчĕ.
Вăхăт майĕпен сурана сиплет теççĕ, Тоня та майĕпен чĕре ыратăвне манма тăрăшрĕ. Октябрь праçникĕ каçхине пĕрремĕш хут (тăватă уйăх иртнĕ хыççăн) клуба тухрĕ. Каллех Сахрун Пети пырса ларчĕ калаçу пуçарчĕ. Унăн кĕçĕн шăллĕ çартан таврăннă иккен, килте хăна пухнă.
Петя та самаях хĕрĕнкĕччĕ. Ялта çакнашкал йăла пур: кам çара каять е салтакран таврăнать, çамрăксем савăнăçлă каç йĕркелеççĕ. Сахрунсем патне уттарчĕ çамрăк йыш. Тоньăн кăмăлĕ çук пулин те ыттисенчен уйрăлмарĕ, пĕрле кайрĕ. Чылайччен савăнчĕç çамрăксем, каччăсем эрех черккисене пушатрĕç кăна. Сахрунсем аван пурăнаççĕ, пысăк пӳрчĕпе юнашар тепĕр çурт туса лартнă, пуян сад вĕсен. Уçăлма тухнă Тоньăна Петя «пĕр сăмах каламалли пур» тесе аллинчен çатăрласа тытрĕ. Куçран вĕçертмест иккен вăл хĕре, йĕрленĕ пекех çӳрет.
Тоня хирĕçлемерĕ, тăрса юлчĕ. Ун-кун çинчен перкелешрĕç вĕсем, каччă хĕре юнашар пӳрте кĕрсе курма сĕнчĕ. Петя тĕрлĕ тĕспе çутатакан музыка центрĕ хăех ăсталанă иккен. Çемçе пукан çинче ларакан хĕр умне пырса тăчĕ каччă, чĕркуçленсе ларчĕ, аллинчен тытрĕ. Эрех ĕçнипе ытлашшипех хăюлланнă-çке вăл кĕçĕр. «Тоня, эпĕ сана пĕр сăмах каласшăн. Тух мана качча, эпĕ сана пилĕк çул ытла юратса пурăнатăп. Эсĕ кăна туймастăн çакна», — терĕ вăл такăна-такăна. Хĕр чĕлхине çăтса янăн чĕнеймерĕ. Лешĕ вара хăйле ăнланчĕ пулас, хĕре ыталаса илчĕ, хăюллансах чуп тума пуçларĕ. Самантлăха пуçĕ çаврăнса кайнăнах туйăнчĕ хĕре, хăй ăçтине те манса кайрĕ. Петя вара çак самантпа усă курчĕ тейĕн, хĕре хăйĕн çумне хытăран та хытă чăмăртарĕ, аллисемпе турткалашаканскере сывлама памасăр антăхса кайса чуп турĕ... Çак каç Тоньăн пурнăçне тепĕр май çавăрса лартрĕ. Тăна кĕрсен Тоня Петяна мĕнпур вăйран тĕртсе ячĕ, кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Пуçĕнче вара пĕр сăмах çеç мăлатукпа шакканăн янăрарĕ: «Юратусăрах-и?» Пĕтрĕ, пĕтĕмпех пĕтрĕ, савнă çынни çук унăн, Саша тахçанах ăна сутнă, урăххине мăшăр тунă. Петя, нихăçан чунĕ выртман çын, хĕрĕн чун-чĕрине кăна мар, пĕтĕм ӳт-пĕвне пылчăк çине ӳкнĕ чечеке таптанă пек таптарĕ...
Хăйĕн шăпипе килĕшме тиврĕ Тоньăн. Петя кашни кун медпункта пырса çӳрет, хăй юратăвĕ çинчен калаçу пуçарма хăтланать. Ял çинче сăмах тухасран хăранипе Тоня ăна качча тухма килĕшрĕ. Çĕнĕ çулта туй кĕрлерĕ. Тоня пĕтĕм вăй-халне пухса кăмăллă курăнма тăрăшрĕ темелле. Пĕр майлă пурăнчĕç çамрăксем. Тоня ĕçре чун канăçлăхне тупатчĕ. Майĕпен Петяна та хăнăхса пычĕ, анчах та упăшки час-часах сăлтавсăрах çилленни, кăралăхĕ хăратмаллипех хăратрĕ. Ĕçкелеме юратни те сисĕнет. Ара, трактористăн сăлтавĕ тупăнсах тăрать мар-и? Арăмĕн сăмахĕсене хăлхине те чикесшĕн мар. Такам улăштарса янă тейĕн. Тоня пĕлмесĕрех качча тухрĕ-çке ăна. Тен, ача çуралсан улшăнĕ тесе шутларĕ çамрăк хĕрарăм.
Çемьене çĕнĕ кайăк хутшăнчĕ, Тоня хĕр çуратрĕ. Ывăл кĕтнĕ Петя хăй кăмăлсăр пулнине палăртрĕ-палăртрех. Çулталăкран çамрăк мăшăр çĕнĕ пӳрте уйрăлса тухрĕ. Пысăках мар çурт лартрĕç, лупас-сарай тавраш та çавăрчĕç. Тоня пĕчĕккипе ларать пулсан та ĕçлерĕ. Ара ялĕнче пĕртен-пĕр тухтăр-çке. Упăшкине ку килĕшмест, уйрăмах чирлисем киле пырсан. Мăшăрĕ кампа-тăр нумай калаçать тесе çĕтĕлет. Тоня хăйне юратманнине туять ĕнтĕ вăл. Темле сивĕлĕх тапса тăрать вĕсен хушшинче. Арăмĕ пĕчĕк хĕрĕпе чĕвĕл-чĕвĕл калаçнине тӳркессĕн татса хурать Петя, уйрăмах мухмăрлă чух. Тоньăшăн чун тĕпренчĕкĕнчен хаклăраххи никам та çук çĕр çинче, вăл уншăн çăлăнăç, пурнăç тĕллевĕ.
Катюша иккĕ те тултарманччĕ-ха, Тоня тепĕр хĕр çуратрĕ. Кăкăр ĕмĕртнипе пулас вăл çие юлнине сиссе те юлаймарĕ. Çемьере лăпкă мар лару-тăру пулнипе çуратасшăн марччĕ вăл, анчах та тĕвĕленнĕ чуна пурнăç пама шутларĕ. Упăшки вара, хĕр çуралнине пĕлсен, пульницана пырса та курмарĕ. Юрать-ха аппăшĕпе йыснăшĕ хăйсен машинипе леçсе ячĕç. Киле таврăннă чух Петя килте çукчĕ, хирте ĕçлет терĕç. Каçхине ĕçрен таврăнсан (хăй каллех хĕрĕнкĕ), кипке ăшĕнчи ачине куç хурипе те пăхмарĕ. «Мĕн, пăру кĕтĕвĕ тăвасшăн-и? Ман йăха пĕтересшĕн-и?» — терĕ урмăшнă сасăпа. Тоня пĕр сăмах та чĕнмерĕ, пепкине çеç чĕри çумне чăмăртарĕ.
Çемье пурнăçĕ йывăрланнăçемĕн йывăрланса пычĕ. Кашни кун тенĕ пекех ӳсĕр таврăнакан упăшки ирхине, мухмăрлăскер, пĕр сăмах чĕнмесĕр апат ларса çиет те ĕçе тухса каять. Катюшăпа вылякалатчĕ-ха, Ксюша çуралсан вара ун çине те пăхми пулчĕ. Ахаль те час çилленекенскер, арăмĕ кил таврашри ĕç çинчен аса илтерсен урсах каять. Пĕринче тата Тоньăна çупса ячĕ. Ун хыççăн çамрăк хĕрарăм пушшех те сивĕнчĕ упăшкинчен. Мĕн чухлĕ ылханман-ши вăл Петясен килне кĕнĕ каçа? Хăй те, çӳлти Турă çеç пĕлет унăн ыратăвне. Малашлăх çинчен шутласа куçне вĕри куççуль тулать. Ачасемшĕн пурăнмалла, çĕнĕ куна пуçламалла тесе хăйне хăй лăплантарма тăрăшать вăл, анчах та чĕре ыратăвĕ кунсерен ӳснĕçемĕн ӳсет.
Ял çыннисемпе, медпункта пыракансемпе Тоня яланхи пекех кăмăллă та тарават. Килте мĕн тери йывăр лару-тăру пулсан та никампа та чунне уçса калаçмасть. Амăшне те пăшăрхантарас килмест, ахаль те чĕри хавшак унăн. Икĕ чун тĕпренчĕкне ыталаса çеç пĕр самантлăха лăпланать вăл. Петя ӳсĕр килсе кĕрсен каллех хирĕçӳ пуçланать. Пуласлăха хура чатăр карса илнĕнех туйăнать.
Ксюшăн çуралнă кунне Соня аппăшĕпе йыснăшĕ килчĕç, амăшĕ те парнепе каçрĕ. Петян ашшĕпе амăшĕ, шăллĕ те пулин килмерĕç. Пукане пек хĕрачана йыснăшĕ утьăкка сиктерчĕ, Петя вара черкке хыççăн черкке пушатрĕ, ӳсĕрĕлсех кайрĕ. Хăнасем кайсанах «допрос» тума тытăнчĕ. «Мĕн, аппуна шалăп патăн-им?» Пурăнса пулмасть тенине хам илтрĕм тĕпелте. Мĕн урăххине тупрăн-им? — терĕ вăл урса. Упăшки ӳсĕр чух чĕнмесĕр тăма хăнăхнă Тоня тӳсеймерĕ: «Тупрăм çав», — терĕ. Петяна вара çак сăмах уртарсах ячĕ, вăл хулăн сассипе кăшкăрма тытăнчĕ: «Сан хулара еркĕнӳ пур, яла та килсе çӳретчĕ», — терĕ. Хĕрĕсене çывăрма вырттарма хатĕрленнĕ Тоньăна стена çумне тĕксе ячĕ, пуçĕнчен чăмăрккипе тăрăнтарчĕ. Хĕрĕсем çари çухăрса йĕрсе ячĕç.
Çак кунран пуçласа Петя пушшех те хаярланчĕ тейĕн. Нимĕн сăлтавсăрах арăмне хĕнеме пуçлать, питрен мар, пуçран тăрăнтарать. Кăвакарнă пит-куçа ял çыннисем асăрхаççĕ-çке, кĕлеткене вара çын курмасть. Çамрăк хĕрарăм пуç ыратнипе аптăра пуçларĕ, хĕрĕсем те ашшĕне курсан чĕтреме пуçлаççĕ. Вăл ӳсĕр чух кукамăшĕ патне леçсе ярать вĕсене, хăй каллех киле таврăнать. Амăшне пĕлтересшĕн мар хăйĕн тамăкри пек пурнăçĕ çинчен. Хĕрĕсене те кукамăра нимĕн те ан калăр тесе асăрхаттарать. Вĕри куççульне никама та кăтартмасть Тоня. Куççуль тенĕрен, типрĕ пуль вăл çак юлашки уйăхсенче Чун-чĕререн курайми пулса çитрĕ çамрăк хĕрарăм упăшкине. Пилĕк çул хушши унăн хаярлăхĕпе чунсăрлăхĕ пĕтĕмпех вăйран ӳкерчĕ. Тоня Петяран уйрăлма шутларĕ, анчах та унăн кăра çиллине пĕлсе çитнипе, урса кайсан тем туса пăрахасран хăранипе хальлĕхе нимĕн те каламарĕ.
Район центрне ĕçпе кайсан Соня аппăшне йăлтах каласа пачĕ Тоня Аппăшĕ аллине сарса пăрахсах тĕлĕнчĕ йăмăкĕн чăтăмлăхĕнчен тӳсĕмлĕхĕнчен. Унтан тӳсеймерĕ, ыталаса илсе йĕрсе ячĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те пулăшма пулчĕç.
Çимĕк каçхине Петя хăйĕн ашшĕ-амăшĕсем патĕнчен таврăннă чух пăралукра арăмне тапа-тапа хĕнерĕ. Ирхине Тоня ура çине те тăраймарĕ. Соня аппăшĕ тӳрех ăнланчĕ йăмăкĕн асапне, хăйпе пĕрле райцентра илсе кайрĕ. Вăл ун валли пульницара ĕç тупса хунă, хваттер пирки те калаçса татăлнă. Малтанлăха вĕсем патĕнче пурăнаççĕ, каярах тĕп врач хваттер пама шантарнă. Нивушлĕ çак тамăкран хăтăлăп-ши тесе хăйне хăй ыйту пачĕ Тоня, мăшлатса çывăракан хĕрĕсем çине пăхсан пĕрремĕш хут чĕри канлĕн тапрĕ.
Тепĕр кунне упăшки персе те çитрĕ, хăй каллех ӳсĕр. Тоня ăна: «Эпĕ сан патна таврăнмастăп. Мĕнле килнĕ, çаплах кай», — терĕ те тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Петя каллех аллине çĕклерĕ, анчах та Соня чарчĕ, хăваласа кăларса ячĕ. Хĕрĕсем те ашшĕ килнине курсанах тепĕр пӳлĕме сасăсăр çеç кĕрсе пытанчĕç.
Каçхине Соня аппăшĕн хваттерĕнчи телефон вăрăммăн шăнкăртатрĕ. Тоня хĕрĕсене ăшшăн ыталаса çывăрма выртнăччĕ ĕнтĕ. Кĕлетки, пуçĕ ыратнипе асапланса енчен-енне çаврăнкаларĕ, темиçе каç йĕркеллĕ çывăрманскер, ыйха путрĕ. Аппăшĕ хул пуççинчен тытнипе вăранса кайрĕ. «Петя çакăнса вилнĕ», — çак сăмахсем çеç чукмарпа çапнăн пуçне кĕрсе юлчĕç. Ытти вара тĕлĕкри пекех. Пуçĕ танлатса ыратнипе пулас, унăн нимĕн çинчен те шутлама вăйĕ çук, умра шурă тĕтре кăна. Яла çитрĕç пулас, Петя сак çинче выртать. Йĕрес тесен те пĕр куççуль те тухмасть. «Мĕн туса хутăн эсĕ?» — теме çеç пултарчĕ вăл. Хунямăшĕ каланинчен çакна ăнланчĕ: Петя райцентртан килсен вĕсем патне пынă, ăш çунать тесе эрех ярса пама ыйтнă. Унтан килне каçнă... Амăшĕ тем пуласса сиснĕн кăштахран каçнă иккен, анчах та...
«Мĕншĕн хăв çине алă хутăн, Петя?» — миçе хутчен ыйтмарĕ-ши унран Тоня, анчах та хурав çук. Халĕ тин хуравлаймĕ ĕнтĕ. Пурнăçра уйрăлса каякан мăшăрсем сахал мар, анчах та Петя çакна ăнланасшăн пулмарĕ. Хăйĕн айăпĕпе çемье арканнине те ăса хываймарĕ. Кăра çилĕллĕ пулнипе, эрех сĕрĕмĕ пуçĕнче çаврăннипех хăйне вилĕм аллине пачĕ... Çилленсе кайнă вăхăтра тем туса пăрахма хатĕр пулнине пĕлетчĕ-ха Тоня, анчах та пӳкле вилĕм аллипе хăйĕн пурнăçне татать тесе шутлама та пултарайман...
Çемье пурнăçĕ шĕкĕ пекех кăшланă çамрăк хĕрарăмăн тупăкра выртакан упăшкине шелленипе чĕри çĕçĕпе каснăн ыратать, анчах та куççулĕ тухмасть. Тоньăпа икĕ пĕчĕк хĕрне, çылăхсăр чунсене шелленĕ-ши хăçан та пулин Петя? Çук, паллах. Çавăнпах пулĕ çирĕм ултă çултах Тоньăн куççулĕ типнĕ. Сывă чух Петя мăшăрĕпе хăйĕн чун тĕпренчĕкĕсен куççульне курмарĕ-çке, ытла та кăра çилĕллĕччĕ çав.
Эх, шăпа... Черчен те çемçе чунлă çамрăк хĕрарăмшăн ытла та шеллевсĕр-çке эсĕ, ытла та шеллевсĕр. Петя Тоньăна арăм тунă чух телейлĕ пулма ĕмĕтленнĕччĕ пулĕ, анчах та çак çĕр çинче телей çăлтăрне, çемье вучахне хăех сӳнтерчĕ вăл, пĕр шеллевсĕр сӳнтерчĕ. Ял çыннисем Тоньăна айăплĕç унăн вилĕмĕшĕн, анчах та çӳлти Турă пĕлет унăн пĕр чĕптĕм те айăп çуккине. Икĕ печĕк хĕрĕн ячĕпе вăл пĕтĕм çут тĕнче илтмелле кăшкăрса яма хатĕр çак сăмахсене: «Айăплă мар эпĕ, айăплă мар...»
... Масар çинче çĕнĕ вил тăпри ӳссе те ларчĕ. Юпа пек хытнă Тоня темиçе утăм турĕ те вил тăпри çинчи хĕресе ыталаса илчĕ. Пичĕ çинче тем туртăнса илнĕн туйăнчĕ ăна, куçĕнчен пĕр куççуль тумламĕ йăр юхса анчĕ те пит çăмарти çинчех пăрланчĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...