Санпа вăййа пĕрле тухман эп...


Санпа вăййа пĕрле тухман эп,

Улахсенче пĕрле пулман.

Тĕрĕссипе калас пулсассăн,

Пĕрне-пĕри эпир курман.

 

Çавах, ирпе хĕвел тухсассăн,

Вĕри чĕрӳ аса килет.

Каçхи тӳпе çине пăхсассăн,

Шавах сана куратăп эп.

 

Хура юнсем пайтах эл курнă,

Вут пек чĕрем çавах таса.

Сана аса илсен, чăн пурнăç

Ума тухать йăлтăртатса.

 

Эс пĕччен мар — эс манăн халăх,

Çĕршывăм ман, хĕвелĕм ман!

Нихçан та чакмĕ ман вăй-халăм,

Ялан санпа пĕрле пулсан.

 

Сан çырăвна виç хут вуларăм,

Вун виçĕ хут вулас килет!

Йĕркесерен — вĕри сăмах-мĕн,

Вĕри сăмах чуна çĕклет.

 

«Шур çăм алса çыхса яратăп,

Кĕрхи каçсен парни ятне,

Хальччен курман-илтмен чăн хаклă

Юратнă тусăмçăм патне.

 

Аллу шăнсан, асна ил тетĕп,

Таса вăрçă хирне тухсан.

Çĕнтерӳпе килсем, кĕтетĕп,

Вара хăвах тупан тусна!»

 

Тав, тантăшăм! Сана асилĕп

Йăлкăшакан кăвар çинче.

Таса яту мана вăй кӳрĕ

Хура çĕлен пуçне çиме.

 

Таса яту хăмач ялав пек

Мана шавах мала чĕнет.

Итле те савăн: эс — ман халăх,

Эп халăхшăн — вута кĕреп!

 

Хура юнсем пайтах эп курнă,

Вут пек чĕрем çавах таса.

Сана аса илсен, чăн пурнăç

Ума тухать йăлтăртатса.

 

Çĕнтерӳсем инçе юлмарĕç,

Каç хыççăн ир килет çиçсе.

Эс хыттăн кĕт мана, хĕр-тантăш,

Тăс аллуна, кĕтсе илсем!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: