Шурă тӳпери шурă çурт
I
Темĕн явăнать. Тĕтĕм-и ку, сĕрĕм-и? Мачча çумне çыпçăна-çыпçăна, асаплăн, лӳпперрĕн темĕн явăнать.
Варнер пĕр-пĕччен пӳлĕмре. Маччаналла пăхать. Аллисем çӳлелле тăсăлаççĕ. Маччанах перĕнеççĕ. Тĕтĕм-ши ку, сĕрĕм-щи? Тытса пăхасшăн. Алă туймасть. Шупка, тĕллĕн-тĕллĕн хура явăнчăк алла лекмест.
Ача сасси хăлхара. Чыхăнса кайса йĕрет чĕрĕ чун. Кăкăр пама ыйтакан сасă мар ку. Йĕрмĕшет темшĕн пепке. Пӳлĕм варринчи пĕчĕк кравать çинче ларать вăл. Кĕп-кĕрен ӳтлĕ ача Варнер çине пăхса йĕрет.
Пӳлĕмре çаплах темĕн явăнать. Хупă чӳречесенчен тухасшăн çӳрет. Халĕ лӳпперрĕн мар, васкаса çаврăнать пӳлĕмре. Хытăрах та хытăрах пĕтĕрĕнет вăл, Варнер çӳçне арпаштармалăхах çил кăларса пăтранать.
Акă çухалчĕ. Маччаран пĕчĕк шыв тумламĕсем патлатса ӳкме пуçларĕç, кĕçех çумăра куçрĕç. Шарлаттарса çумăр çăвать пӳлĕмре. Ача тĕлĕнче кăна çук.
Варнер тăрăх шыв юхать. Ырă, уçă.
Ача уласа йĕрет.
Унтан тăруках пӳлĕм çуталса кайрĕ. Варнер ыйхăран вăранчĕ.
Картишне тухрĕ.
Каç. Тӳпере уйăх çутатать. Сăвă йĕркисем аса килчĕç:
Утатăп, утатăп, утатăп,
Ах, вăрăм та çакă урам!
Ырхан ман ура — ывăнатăп,
Сурать тата çĕнĕ суран...
Суран... Варнер ăнланчĕ: Аля. Чуна ыраттараканни, ăша хыптараканни, пурнăçа тĕксĕмлетекенни — çавă. Миçе кун, миçе çĕр асапланать-ши Варнер? Çапла иккен вăл юрату! Кĕнекери мар, чăн-чăн пурнăçри юрату.
Аля... Çывăхра пекех вăл, таçта инçетре те пек. Варнерăн пек те, Варнерăн та мар пек. Пĕрре Варнерпа юнашарах утнăн туйăнать, тепре аллипе сулса аяккалла чупса кайнăн курăнать.
Варнер пахчана тухрĕ. Улма йывăççисем хушшипе çӳрерĕ. Уйăх çине пăхрĕ те Альăн çутă сăнĕ тухса тăчĕ ун умне. Хаш та хаш сывларĕ хăй.
«Аля, Аля... — пăшăлтатрĕ Варнер. — Сипле манăн сурана. Хытăрах та хытăрах ыратать вăл, эсĕ манпа пулсан кăна йăш-йăш чикме пăрахĕ...»
Варнер, çĕрĕпе те куç хупманскер, шурăмпуç çутипе киленчĕ. Тухăçа пăхса каларĕ: «Нимĕнле йывăрлăх та мана Альăпа пулма чараймĕ. Вăл — манăн пурнăç. Çакă çутă тĕнчере унтан хакли те, çывăхраххи те урăх çук».
Варнер ир-ирех хулана пуçтарăнса тухса кайрĕ.
II
Тĕлĕнмелле шурă тӳпе. Чăнах та, епле шап-шурă. Поэтсем темĕншĕн ăна яланах кăвак сăрăпа сăрлаççĕ. Варнер хăй те паянччен яланах кăвак тесе шутланă ăна. Тӳпийĕ вара ытла та шурă, ытла та шурă. Шурă хут татки пек, кăмакаран тин çеç кăларнă шурă чăкăт пек... Урăхла танлаштарма хал та çитмест Варнерăн.
Çынсем пĕр-пĕрне перĕне-перĕне, çапăна-çапăна иртеççĕ. Таçта васкаççĕ.
Варнер темĕн çухатнă, темĕн тупасшăн хыпкаланакан халăх çине пăхса хула урамĕпе утрĕ. Çакçынсем çинчи пин-пин тĕсе хакласа утрĕ. Тĕлĕнмелле, тĕлĕнмелле... Ӑçтан тупăннă-ши çавăн чухлĕ тĕс, хăйне евĕрлĕх? Ăçтан тупăннă çавăн чухлĕ тĕрлĕрен кăмăл-туйăм, куç вăйĕсем? Варнерăн чунĕ ыратрĕ. Çак хĕвĕшекен, явăнакан, пăтранакан çынсем галактикăри çăлтăрсем пек туйăнчĕç ăна, вĕсем хушшинче вăл яланлăхах çĕтсе, арпашăнса каясран шикленсе илчĕ.
Пĕр çурт кĕтессинче хытса тăнăскер, каллех тӳпенелле сăнарĕ. Чăн та, епле шурă вăя, епле шурă! Варнер халиччен те пĕлмен иккен унăн чăн тĕсне. Анлă уçлăхра пĕччен самолет иртсен ун хыçĕнче юлакан тĕсе кăна вăл шурă вырăнне хунă. Каçхине çутатакан çăлтăрсем те шурă тĕслехчĕ. Кăнтăрла — самолет вĕçсе иртнĕ йĕр, каçхине — çăлтăрсем, уйăх... Тӳпийĕ вара пĕтĕмпех çутă иккен, çутă. Çук, çутă мар, шурă, шурă...
Ун умĕнчен шурă тумтирлĕ хĕрсемпе каччăсем иртсе кайрĕç. Хăшĕсем шавласа утаççĕ, теприсем пуçĕсене пĕкнĕ. Тен, Варнертан та ытларах тĕрлĕ шухăш канăç памасть пуль вĕсене?
Шурă тумтирлĕ çынсем. Варнер хăй хăçан юлашки хут шурă кĕпе тăхăннине аса илесшĕн пулчĕ. Пултараймарĕ. Кивелнĕ хура пиншакĕ, лӳчĕркеленнĕ джинсĕ, тӳмесĕр кăвак кĕпийĕ çине пăхрĕ. Çук, пултараймасть Варнер шурă кĕпе тăхăнма. Шурă тĕс — таса тĕс. Унпа витĕнтĕн пулсан, чуну та ун пекех таса пултăр. Каччă хăйне шанмасть. Унăн чунĕ çавăн чухлĕ таса пулма пултарассине ĕненмест вăл.
Акă, ку çамрăксем вара чăлт шурă... Ăмсанмалла-ши вĕсене Варнерăн, е... — Çӳреччĕрех, — пăхрĕ вĕсем хыççăн. — Мода...
Шурă тĕс. Варнер халĕ хăйĕн пурнăçĕнче вăл епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине майĕпен туйма пуçларĕ. Ачаранах, мĕн пĕчĕкренех çакă тĕс ăна парăнман. Тытса пăхайми, пахалайми тĕс иккен вăл. Çакна Варнер тинех ăнланчĕ. Темĕнле таса ĕмĕт йăва çавăрнă унăн ăшĕнче, темĕнле çепĕçлĕх, ачашлăх, телейлĕх...
Иртнĕ çу Варнер Шупашкарта Атăл хĕрне анса тăнăччĕ. Кун каçа вĕри хĕвел айĕнче шурă пăрахутсене пăхса киленнĕччĕ. Пĕри тепринчен хитре, пĕри тепринчен шурăрах, тасарах. Епле мăнаçлă вĕсем, шыв çийĕн шурă акăшсем пек ярăнса иртеççĕ. Вĕсем — мăнаç, вĕсем — шывра, Варнер — шыв хĕрринче пуçне уснă.
Астăвать Варнер, паянхи пек астăвать çав куна: сар хĕвел кăвак шыва хĕретсе ту хыçне анса ларатчĕ. Таçтан вăйлă çил килчĕ, Атăла хумхантара пуçларĕ. Атăл та ытларах шавларĕ. Каярахпа уйрăм шыв пĕрчисем Варнерăн питне йĕпетрĕç, ун тăрăх вылянса, ачашланса плащ çине тумларĕç.
Çынсем васкарĕç, капланса килекен пысăк çумăртан тарса ӳкме хыпаланчĕç. Варнер вырăнтан хускалмарĕ, кĕрлекен, шавлакан, тулхăракан Атăл çине пăхса тăчĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн кĕлетки çине чашлаттарсах шыв пĕрĕхрĕ, пит-куçа çӳçентерчĕ. Варнер шыври шурă пăрахутсене сăнарĕ. Лешсем чӳхенни те, силленни те пачах палăрмасть пулин те, каччă вĕсене малтанласа хĕрхенчĕ. Каярахпа кăна çакă тулхăру, арпашу, тепĕр тесен, хирĕçӳ шурă пăрахутсене ырлăх, саванăç, хĕпĕртӳ илсе килнине ăнланса илчĕ, ăнланса илчĕ те, чунтан савăнса кайрӗ, вĕсемпе пĕрле хăй те хумсем çинче ташласшăн пулчĕ.
...Варнер çĕр çинче мар, уçлăхра тейĕн. Вĕçет, вĕçет... Вăл çакă çутă тĕнчере хăине хура курак пек хуп-хура курчĕ. Анлă алă çанни лăпăс-лăпăс тăвать, çил кăларса пырать. Варнер тумтирĕнчен çĕр çине хура сухăр юхать...
...Варнер Альăн шурă сăнне куçкĕски çинче курать. Алăк уçăлать, каччă пӳлĕмрен тухма тăнă. Альăн сăнĕ — куçкĕски çинче. Çапла, çапла. Куçĕсем йăл-тăр-р! туса илнĕн туйăнаççĕ. Вăрăм çивĕчĕ хулпуççи çине ӳкнĕ. Янахĕ çӳлелле çĕкленнĕ. Аля ку, Аля... Астăвать çак саманта Варнер, хальхи пек астăвать...
Е тата пĕрремĕш хут тĕл пулни. Шурă кĕпепеччĕ хĕр, çиелтен кăвак пиншак тăхăннăччĕ. Сăнĕ каллех шурăччĕ. Варнер ăна курсан çӳçенсе илчĕ, вăрттăн тăшман юнашарах тăнăн, вăл вĕсене иккĕшне те çĕр айне çак самантрах чиксе хурассăн туйăнчĕ. Çапла, çăва çинче тĕл пулнăччĕ вĕсем. Аля шурăччĕ... «Шурă Аля, — терĕ халĕ Варнер. — Шурă хĕр». Шурă акăш пек хула çийĕн вĕçсе çӳрет пуль паянхи кун Аля, уçă сассипе юрă юрлать пуль, тен, вичкĕн куçĕсемпе тавралăха сăнаса ӳкерчĕк тăвать... Вăл шурă пулнине ăнланни те, туйни те çителĕклех каччăна.
Çурт кĕтессинче хытса тăнăскер, шухăшсенчен сирĕлсе малалла утса каяс тенĕччĕ кăна, унăн асне тата тепĕр иртнĕ ĕç аса килчĕ. Вара вăл каллех хытса тăчĕ. Хальхинче унăн сăнĕ малтанхинчен те хытăрах тĕксĕмленчĕ.
Пĕрремĕш класри Варнер татăлса йĕрет: «Çĕлесе парăр мана шăлавар, пичченни пек хуп-хура тĕслĕ шăлавар», — йăлăнать вăл ашшĕне. Ашшĕ, çĕвĕ машини умĕнче лараканскер, нимĕн калама пĕлмест. Амăшĕ, кăмакаран кăвар туртаканскер, турчкине шыв çине чиксе кăларать те, ăна кĕтессе таянтарса хăварса, çарамасах сивĕ картишне тухса каять. Варнер йĕрет, йăлăна-йăлăна йĕрет, хура, пиччĕшĕнни пек хуп-хура шăлавар çĕлесе пама ыйтса йĕрет. Ашшĕпе амăшĕ, кунашкал асаплăха курманла, Варнертан пăрăнаççĕ. Шăлавар çĕлеме çитсă илме укçа çуккине ачана ăнлантармасăрах, хăйсен тарăн шухăшне путаççĕ. Варнер йĕрсех çывăрса каять. Ирхине тăрсан та унăн чунĕ йĕрет. Анчах хальхинче куççульне кăтартмарĕ ача. Хăçан та пулсан унăн та пиччĕшĕнни пек хуп-хура шăлавар пуласса ĕмĕтленсе шкула утрĕ.
Çук, çĕлесе параймарĕ ашшĕ Варнера хура шăлавар. Тепрер çултан кăна амăшĕ тунти пасарĕнче çăмарта сутса тунă укçапа кĕçĕн ывăлне хура шăлавар лавккаран илсе пачĕ. Пиччĕшĕнни пекех хура марччĕ вăл, анчах класри ачасен унăнне çитейместчĕç.
...Хура кĕркунне. Çумăрĕ те хура, тавралăхĕ те, çыннисем те. Уйра ĕç пĕтмен. Кĕçех хĕл лармалла.
Варнер эрнипех шкула кайман. Вăл кăна мар, ытти тусĕсем те ашшĕ-амăшне колхоз ĕçĕсене пуçтарса пĕтерме пулăшатчĕç.
Ытти чух пĕр кун та иртмен Варнерăн юратнă асламашĕ патне кĕменни. Лешĕ вара çуллахи кунсенче хапха умне тухса ларатчĕ те чупса выляса çӳрекен ачасем хушшинче мăнукне шыратчĕ. Кĕр кунĕсем çитсен вăл урамра сайраран сайра кăна курăнса илетчĕ. Ку вăхăтра Варнер ун патне килмессине пĕлетчĕ пуль çав вăл.
Çапла, Варнер пĕр эрне хушши асламăшĕ патне кĕменччĕ. Урăх урамра пурăнатчĕ асламăшĕ, çавăнпа та ĕç хыççăн унта çитмелĕх вăхăчĕ те юлмастчĕ унăн.
Пĕр кунхине Варнер асламăшĕ патне васкарĕ. Çитрĕ те, алăк хупă пулчĕ. Шаккарĕ. Сас-чĕв çук. Ӑçта кайнă асламăшĕ? Пĕчĕк чӳречерен пăхрĕ. Ансăр вырăн çинче асламăшĕ çывăрать. Чӳречерен шаккарĕ. Лешĕ илтмест. Варнер татах шаккарĕ. Лешĕ çаплипех тăмарĕ. Варнер туйса илчӗ: вилнĕ унăн асламăшĕ, вилнĕ! Варнер хăраса, шикленсе ӳкрĕ малтанах, хăвăртрах ку вырăнтан уялла чупас терĕ. Анчах тепĕр самантранах чĕри нимĕн те туйми пулса ларчĕ те, Варнер шăппăн йĕрсе ячĕ. Чӳречерен уртăнса йĕчĕ. Асламăшĕн вилĕмĕ пĕр унтан кăна килнĕн туйрĕ ача, вăл вилнишĕн Варнер хăйне кăна айăпларĕ.
Шап-шурă пир кĕпепе, шурă йĕмпе, шурă тутăрпа вырттарнă асламăшне. Уринче те шурă тăлаччĕ. Тупăка шурă пирпех антарчĕç. Кайран виле пытарма пынă çынсене шурă çип парса тухрĕç. Варнера та пачĕç ăна. Шăлаварĕ çумне ункăласа çыхса хучĕ Варнер çавă çипе. Хура шăлаварпаччĕ тата... Чăн-чăн хура шăлаварпаччĕ Варнер. Кĕрхи çил куртка аркине çĕклесе шурă çипе вĕлкĕштеретчĕ. Асламăшĕпе ăна малашне çакă шурă çип çыхăнтарса тăрасса тарăннăн ăнланса илчĕ те ача каллех куççулĕпе витĕнчĕ...
...Варнер тек пĕр вырăнта тăма юраманни çинчен шухăшларĕ. Татах та татах нумай-нумай аса илӳсем капланса килесрен шикленсе малалла утса кайрĕ. Халĕ çеç курăннă ӳкерчĕксене манас тесе урăх сăнарсене аса илесшĕн пулчĕ.
III
Чĕринче тунсăх. Альăна курасшăн епле çунать Варнер! Лешĕ вара... Кăнттамрах, типпĕнрех тытрĕ хăйне юлашки хут тĕл пулнă каçра. Мĕн пулнă Альăна? Тату, шăкăл-шăкăл калаçса çӳреместчĕç-и-ха вĕсем? Варнер сăвă вулатчĕ, Аля - юрă юрлатчĕ. Чăнахах та пулман-и вăл каçсем? Чăнах та пулман, нихăçан та пулман тесе улталамалла-и чĕрене, хамăра? Çыннăн икĕ питлĕхĕ кунтан ытла пулма пултарĕ-ши? Пĕлмеççĕ-шим çынсем çакăн çинчен? Ахăртнех, пĕлеççĕ. Каллех, каллех пĕлместпĕр тесе улталаççĕ-тĕр. Хăйсене улталаççĕ.
Пулас юрату çинчен те, чунпа, ăшпа такама хăйне парнелессине те нихăçан та шутламан Варнер. Кĕнекесенче çырса кăтартнă юрату саманчĕсем çӳлте, пĕлĕтсем хушшинче кумса çӳрекен ĕмĕтсем те мар, шухăшсем те мар, шухăшласа кăларнă ăста суя калаçусем кăначчĕ уншăн. Юратăвĕ вăл — ахаль, çĕр çинче çукки. Çĕр çинче — воспитани, арçынпа хĕрарăм хушшинче пĕр-пĕрне хисеплени, сума суни, чунри йывăрлăхсене пула, ыратăва çиеле кăларса каласа пани. Тĕрĕс, çавă, çавă кăна, урăх нимĕн те мар. Юратăвĕ — пĕлĕтсем çийĕн чупса çӳрекен суя калаçу.
Анчах Аля сиксе тухрĕ те ума, тĕнче пачах улшăнчĕ. Варнер хăй те улшăнчĕ, унăн сăнĕ те улшăнчĕ. Пичĕ çинчи тур палли те урăх çĕре куçса ларчĕ тейĕн.
Хула аслă художника пытаратчĕ. Лешĕн кун-çулĕн вĕçĕ тахçанах çитнĕ пулин те, чылайччен парăнман ватă художник вилĕме. Тарăн куçĕсем, хăш чухне çуккине пур, пуррине çук туса ӳкерме пултарнă куçĕсем сӳннĕччĕ унăн, анчах тапса тăракан харсăр ĕмĕчĕ вилейменнине çынсем ăнланаççĕ çав. Çавăнпа йĕретчĕç вĕсем.
Варнер юрататчĕ ватă художника. Халăха ăнланнăн, унăн шухăшне пĕлнĕн туйăнатчĕ çав художник ăна. Çавăнпа та çăва çине кайрĕ. Темиçе çул пĕр çăва çинче те пулма тӳр килменскерĕн, чĕрийĕ йăшах турĕ унта кĕрсен. Сăнĕ шуралчĕ. Мĕн чухлĕ хĕрес! Мĕн чухлĕ хурлăх! Çĕр çинчи пĕтĕм асапа çак çĕр айне килсе хунăн туйăнчĕ. Сывлăшĕ те кунта асаплă, нӳрĕ, сулхăн. Мрамор юпасенчен çын кусĕсем иртен урасем çине тĕлленĕ. Çамрăккисем те пăхаççĕ, ваттисем те сăнаççĕ. Вĕсем урасене сӑнаççĕ. Утакан урасене сăнаççĕ...
Ҫакăн пек кичеммĕн çӳренĕ вăхăтра Варнер Альăна пĕрремĕш хут курчĕ. Кĕпĕрленсе утакан, нăшăклакан, вил тăприсем çинче ларакан чул юпасем хушшинче, чулланнă, аран-аран хускалакан çынсем хушшинче пĕртен-пĕр чĕрĕ, нимрен те шикленмен, хăраман, пăлханман хĕре курсан каччă вăтанса ӳкрĕ. Ялан хӑйне вăйлă чун-чĕреллĕ, паттăр çынг вырăнне хурса пурăнаканскер, чăннипе вара сисмесĕрех хăрушă пӳлĕхсен чури пулса тăнине асăрхарĕ. Хĕр, çӳçенсе илĕртме пултаракан хĕр, çак самантра Варнера куçĕсемпе ăшăтрĕ, сивĕ, тунсăх, кичем вăхăтра таса та сиплĕ сывлăшпа ун кĕлеткине вĕркĕштерчĕ. Каччă пуçне пĕксе çăва çинчен тухрĕ. Тухрĕ те, хĕре те çав хăрушă та тискер çĕртен тухма йыхăрчĕ. Лешĕ халăхпа пĕрлех курăнчĕ. Ун куçĕсенче çаплипех нихçан вилми чĕрĕлĕх, харсăрлăх, хăюлăх асăрхарĕ Варнер. Çакă Варнера каллех çӳçентерчĕ. Каччă ун патне пычĕ те пĕр сăмах чĕнмесĕрех тăчĕ. Хĕр те чĕнмерĕ. Халăхран уйрăлчĕç те, тепĕр самант пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç.
Аля художество училищинче вĕренет-мĕн, картинăсем ӳкерет. Паян вăл тус-тантăшĕсемпе аслă учителе юлашки çула ăсатма килнĕ. Çук, Варнер шухăшланă пек мар, урăхла, пачах урăхла иккен Альăн кăмăлĕ паянхи кун. Хĕр ача халь-халь йĕрсе ярасла художник пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн калаçăвĕнче суя мар хурлăх палăрса тăчĕ. Варнер чунтан ăнланса итлерĕ Альăна. Аля калаçрĕ. Вăл ĕнтĕ тупăка выртнă пысăк художник çинчен кăна мар, пĕтĕм тĕнче искусстви çинчен сăмах пуçарчĕ.
Çуранах Аля пурăнакан общежитие кайрĕç. Хĕр унта хăйĕн ӳкерчĕкĕсене кăтартрĕ. Пĕрне тĕсет Варнер, теприне... Малтанах темех курмарĕ вĕсенче каччă, анчах пĕрре, тепре, татах тепре сăнарĕ те вĕсене ăшĕнче темĕн хускалса илнине туйрĕ. Епле çăмăллăх ӳкерчĕксенче! Епле хаваслăх, епле тунсăх, епле пысăк романтика вĕсенче! Кĕтме пултарайман туйăмсем çуратаççĕ вĕсем. Тата... Тата пысăкран та пысăк юрату тапса тăрать Альăн чипертен те чипер аллисемпе тунă ӳкерчĕксенче.
Çук, хăть мĕн каласан та, Варнер хăш-пĕр ӳкерчĕксене ăнланма пултараймасть. Хăш чухне, сайра-хутран, тепререн-тепле пĕр ӳкерчĕк килĕшет те ăна, çавăнпа вара çулталăк тăршшĕпех йăпанса пурăнать. Выставкăсене вăл чупса çаврăнать. Ăна килĕшекен картина çук пулсан пĕр самантлăх та тăхтаса тăмасть. Тата темиçе уйăх вара пĕр выставкăна та кĕмест.
Астăвать-ха вăл, пĕр картина ун куçĕ умĕнче халĕ те тăрать. Пысăк пир çинче чӳрече ӳкерсе хунă. Чӳречийĕ тусанлă, кĕтессинче эрешмен картисем курнаççĕ. Аялти кĕтесре пĕртен-пĕр шăна ларать. Чӳречерен кăшт кăна пĕлĕт татки курăнать. Мĕн каласшăн пулнă-ши художник? Нумайччен пăхса тăчĕ Варнер. Тĕрлĕ шухăш пулчĕ унăн. Художникăн шухăшĕ, тен, çапла-тăр: пăхăр, хуçисĕр кил сирĕн умăрта. Епле чуна тивекен сăн! Трагеди... Тен, тата урăхла: сирĕн умăрта — паттăрлăх! Шăна хăйĕн тăшманĕсенчен хăрамасăрах, авă, ăçта çӳрет! Тен, тепĕр тĕрлĕ каласшăн-и вăл: асăрханăр, эсир те, енчен те çак шăна пек айван та суккăр пулсан, серепене лекетĕр!
— Искусство, чăн-чăн искусство çын кăмăлне улăштаракан, унăн чун-сипетне пуянлатакан çăлкуç пултăр, — тенĕччĕ профессор. — Унăн тивĕçĕ — çын патне тĕрĕслĕх илсе çитересси.
Чăн та, çаплах. Анчах кашни искусствăн хăйĕн майĕсем-çке. Çав аслă искусствăра — сăмах, хускану, ӳкерчĕк. Çыравçăсен аллинче сăмах кăна, театр ăстисен сăмах та, хускану та пур, кино ӳкерекенсен татах та авантарах — сăмахĕ те, хусканăвĕ те, ӳкерчĕкĕ те ал айĕнчех. Художниксен вара? Художниксем чи чухăннисем. Вĕсем ӳкерчĕксем кăна тăваççĕ. Ӳкерчĕкĕсем вара — чĕнмеççĕ, вĕсене «чĕлхеллĕ» тăвас тесен ай-яй пысăк ăста пулмалла! Варнер çакна ăнланса илнĕ хыççăн Альăна пĕрре шеллесе, тепре мухтаса пăхса тăчĕ. Пултарĕ-ши вăл хăйĕн ӳкерчĕкĕсене «калаçтарма», çитĕ-ши унăн пултарулăхĕ, ăсталăхĕ, чун тасалăхĕ? Йăсăрланаççĕ-ши вĕсем унăн чĕринче? Пур пулсан, вăл Варнертан та, çавă ватă художникран та телейлĕ. Çынсем патне тĕрĕслĕх илсе çитерме пултарайсан, пĕр тĕрĕслĕх те пулсан илсе çитерсен, Аля телейлĕ пулать...
Ытла хавасах пулмарĕ çавă кун. Ӑçтан-ха ара! Каччă чĕринче темиçе çул пухăннă хĕмленӳ, çынсемпе чуна уçса калаçасси, хăвна пĕлтересси капланчĕ те, вăтанса, асăрханса, унтан, тăруках вĕри юн витĕр кассăн-кассăн сăрхăнса, çиеле, чĕлхе вĕçне, çумра пыракан хĕр умне, хула урамне тухрĕ. Варнер, Альăпа алла-ал çавтăнса пыраканскер, вăтану çинчен те майĕпен манчĕ, мĕн калас тенине каларĕ те каларĕ. Хальхинче хĕрĕн итлесе пыма тиврĕ. Калаçу юхăмĕ шавланă май Варнер хăй сисмесĕрех тĕрлĕ шухăшсем патне, унтан та ытларах, чун ыйтнă çĕре çите-çите лекрĕ, туйăм хусканăвĕсене те асăрхама ĕлкĕрчĕ. Паянхи кун вăл хăйне, хăй пултарнине, вăйне, чунне çумри çамрăк пикене яланлăхах, ытахальлĕнех пама хатĕр пулчĕ. Илтĕрччĕ вăл, вăтанса та, пуçа каçăртса та ан тăтăрччĕ. Пур, пур Варнер чунĕнче пуянни, çутти, халиччен çын курманни, тĕнче асăрхаманни, Варнер хăй те туйманни. Илтĕрччĕ, хирĕç ан пултăрччĕ! Шалти «хам» тенине вуçех çапса аркатса, «эпĕ» тенине манса, Варнер хăйĕнчен хăй уйрăлма хатĕр тăчĕ. Çакă шухăш, тен, шухăш та мар, сисĕм кăна-и, каччăна çĕклентерчĕ, унăн çакă йăрăс пӳллĕ хĕршĕн сарă ылтăн, чĕрĕ кĕмĕл, е, тӳртентерех каласан, пурнăçра чи хакли пуласшăн пулчĕ. Çакă каялла нимĕн те нихçан та ыйтман парăм Варнерăн таса кăмăлĕнчен тухрĕ. Вăл парăм тепĕр майлă юрату пулнине кăна ăнланас килмерĕ Варнерăн...
...Шарлаттарса çумăр çурĕ. Çуркуннехи пĕрремĕш аслатиллĕ çумăр. Çиçĕмĕ, çиçĕмĕ тата! Куçа кĕрет, шартарса ярать. Кăмăлĕ, çут çанталăк пекех, уçăлчĕ унăн. Вара...урам тăрăх чупса кайрĕ. Аля патне васкарĕ вăл, ăна курма, унăн таса куçĕсенчен пăхма, усал-и, аван-и, мĕнле унта, калаçăвне итлеме васкарĕ. Нихçанхинчен те ытларах хыпаланчĕ, хула урамĕпе шыв сирпĕтсе чупрĕ.
IV
Çумăр чарăнчĕ, тӳпе шуралчĕ. Хĕвел тухрĕ.
Варнер Аля пурăнакан çурт умне çитрĕ те нумайччен пăхса тăчĕ. Акă юнашарах вăл халĕ савнипе, вăл сывлакан сывлăшпах сывлать, вăл куракан, юратакан тавралăхпа киленет. Епле вăл хаклă юрату! Епле лайăх вăл пурри! Анчах мĕншĕн-ха хăв юратнине тепĕр çынна ĕнентерме çав тери йывăр? Мĕншĕн çынсем ялан иккĕленеççĕ, ĕненмеççĕ, асăрханаççĕ?.. Мĕншĕн тесен Çĕр çинче ытла та нумай таса марри: чунра та, ĕмĕтре те, ĕçсенче те.
Варнер хăй пирки шухăшларĕ. Ĕненет-ши Аля унăн тасалăхне? Çук пулĕ. Вăл хăй те хăйне ĕненмесен, ĕненĕ-ши тепĕр çын? Тен, Турă ĕненет? Унтан ытла пире тĕрĕс хаклаканни пур-ши?..
Кĕтмен çĕртен çурт кĕтессинче палланă çын курăнчĕ. Аля пулчĕ-тăчĕ вăл! Хитрескер, çепĕççĕн ярăнса утаканскер.
— Аля! — пĕр тăхтамасăр кăшкăрчĕ Варнер. — Аля, Аля!
Хĕр чарăнчĕ. Кĕтменлĕхе пула аптраса тăчĕ. Вара... Вара аллисене сарчĕ те Варнера хирĕç ыткăнчĕ. Варнер та аллисене сарчĕ, Аля ăнсăртран ун ытамне лекеймесрен хăранăн хĕр çинчен куçĕсене илмесĕр чупрĕ.
— Варнер, епле эсĕ маттур, Варнер! — янăратрĕ таврана Аля. — Епле телей паян, епле килме пĕлтĕн эсĕ!
Вĕсем пĕр-пĕрин ытамне кĕрсе ӳкрĕç. Куçĕсем шывланчĕç.
— Эпĕ пĕлнĕ, Варнер, питĕ пĕлнĕ: килетĕн халь-халь, нумай пулмастпăр уйрăмшарăн.
— Мана вара — намăс. Эпĕ иккĕленнĕ. Юратмастăн пулĕ тенĕ. Хама темшĕн-çке таса кураймастăп. Мĕн ачаран çапла...
— Айван мар-и эсĕ, Варнер! Асапланмасăр, чунри пăтрашăнчăка сирмесĕр тасалма пулĕ-ши вара? Кам асапланман — ĕненме вĕренеймен. Ӗнен халĕ, ĕнен, эпир — пĕрле!
Каччăпа хĕр тек чĕнмерĕç. Иккĕшĕ те шухăша путрĕç. Тӳпенелле тинкерчĕç.
Тӳпе — тап-таса. Тĕнче те таса çумăр хыççăн тасалнă. Сывлăш уçă.
Шурă тӳпере пĕртен-пĕр пĕлĕт татки çакăнса тăрать. Кăпăшкаскер. Пĕртен-пĕр пĕлĕт татки. Варнер кăна мар, Аля та асăрхарĕ ăна, куçа вĕçертмесĕр ун çине пăхса тем шухăшларĕ.
Варнер татах та тĕсерĕ. Халĕ çавă пĕлĕт татки ăна шурă тӳпери çурт пек курăнма пуçларĕ. Ача чухне ĕне çитерме кайсан ешĕл çерем çине месерле выртатчĕ те пĕлĕт таткисене сăнаса темĕн тĕрлĕ ӳкерчĕк те шухăшласа тупатчĕ вăл хăйне валли. Халĕ, ӳссе çитĕннĕскер, шухăшласа кăлармасăрах таçта уçлăхра, çынсем çӳремен çĕрте, шурă пӳрт ларнине курчĕ. Алăкĕ унăн уçă. Пӳрте кĕнĕ çĕрте пĕчĕк ача ларать. Аллисене малалла тăснă...
Варнер Аля пурăнакан пӳлĕме кĕчĕ. Тавраллах — ӳкерчĕксем. Çĕннисем те пур. Акă, мольберт, сăрăсем, ӳкерме пуçланă ӳкерчĕк. Анлă уй, ун варрине çынсем пухăннă. Малаллийĕ ӳкерĕнмен-ха.
Тăруках Варнер пулас ӳкерчĕке куçĕ умне туллин кăларса тăратрĕ. Хăй курнинчен хăй тĕлĕнчĕ, хыпаланма пуçларĕ. Аллине халех сăрă тытса ăна хут çине ӳкерсе хурас килчĕ. Художник мар пулин те, хăй курнине пĕтĕм тĕнче умне кăларасшăн пулчĕ. Аллине ачаран киçтĕк тытманскер, именчĕклĕн ăна сĕртĕнчĕ.
— Аля, — пăшăлтатрĕ вăл, — ирĕк парсамччĕ çак ӳкерчĕке малалла ӳкерме.
Хĕр тĕлĕнерех пăхрĕ. Чĕнмерĕ.
— Эсĕ... хăв ӳкерме пултарнине халиччен каламан-и?
— Мĕн эсĕ, Аля! Тытманччĕ алла эпĕ киçтĕк, халĕ вара — ӳкересшĕн!
Аля сăмах чĕнмесĕр пуçне сĕлтрĕ. Варнер мольберт умне вырнаçса ларчĕ. Хăюллăнрах та хăюллăнрах сăрăсем суйларĕ...
Акă вăл ӳкерчĕк! Варнер тӳпене пăхса курнă ӳкерчĕк!
...Çав тери тăрă тӳпе. Шап-шурă тӳпе. Шап-шурă тӳпере — шурă çурт. Шурă çуртра — пĕчĕк ача. Тӳпере Варнерпа Аля алла-аллăн тытăнса вĕçеççĕ. Çурт еннелле вĕçеççĕ. Шап-шурă тумпа халĕ вĕсем. Шурă çурт, таса чун — пĕчĕк ача кĕтеççĕ вĕсене. Çаннисенчен шурă тĕк пĕрчисем çĕр çинелле ӳкеççĕ... Аялта — анлă уй-хир. Нумай-нумай çын. Хура тумпа вĕсем.
— Пурăнасчĕ пирĕн иксĕмĕрĕн ĕмĕр-ĕмĕрĕпех çакăн пек тасан таса пурнăçра... — шăппăн каларĕ Аля.
— Пурăнасчĕ.... — пăшăлтатрĕ хирĕç Варнер. — Ĕмĕре таса чунпа пурăнса ирттересчĕ.
— Юрату пулсан пирĕн чунсем хура пулмĕç, — терĕ Аля. Шурă тӳпери шурă çурт вĕсене кĕтсе илме хатĕр пулчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...