Сергей Есенина асăнса


Раççей-аннемĕр! Аслă сăвăç

Миçе ӳстертĕн юп курса?

Ĕмĕрлĕхе вĕсем çул хыврĕç

Кашни хăйне йĕр хăварса.

 

Ума тухса тăрать Есенин,

Çĕршыв мухтавĕ, куç кĕрет

Тĕтре яр-уçăлчĕ ял çийĕн,

Хумханчĕ тырă уй-хирте!

 

Кăвак тӳпе сан куçу евĕр,

Сап-сар ыраш - чат çӳçӳ пек...

Хăçан çав евĕклĕ яш ĕмĕр

Иртсе çухалчĕ чуппипе?

 

Эппин, иртни халь чун-чĕрешĕн

Асра çеç юлчĕ. Çут тĕнче

Ытла ир, вăхăтсăр мĕскершĕн

Сана уйăрчĕ хăйĕнчен?

 

Тăван çĕршывсăр урăх саншăн

Пулман хакли те çывăххи.

Пĕр унăн туртăмĕ - çут шанчăк

Сана сунатчĕ кун çути.

 

Раççей ирĕкĕпе çĕршывшăн

Сассу, чăн, юхрĕ шăранса!

Кама-ха ал парар сан хыççăн

Поэзи çӳл тӳпинчен пăхсан?

 

Тулли, хĕрӳллĕ çут талант,

Çак çут çанталăк пек виçесĕр

Мухтавлă сăвăç çак самант

Аçта кайса çухалтăн эсĕ?

 

Каллех, ак, килтĕн куç умнех

Хĕвел пек çуттăн, чун пек çывăх.

Анчах çăвар уçса чёнме

Сана ытла та халĕ йывăр.

 

Салхуллă кăмăл-туйăмран

Хальхи кунсен çул-йĕрĕ урлă,

Çĕн кĕвĕ шăратан тăмра

Хускатрĕ чĕрере сатурлăх.

 

Çĕкленӳпе уй-хир куç хыврĕ,

Хум пек ăрша сиксе ташлать.

Ĕç кĕввипе пĕрлешрĕ юрă —

Сассу янрарĕ чăвашла!

 

Эппин, юх çепĕççĕн, асамлăн

Поэт кĕвви вĕçрен-вĕçе.

Пур халăха эс тус-тăваннăн

Юп куртăн аслă çĕр çинче!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Наçтук (2010-10-01 17:17:53):

Эпе хам питĕ юрататăп Сергей Есенинăн сăввисене, çапах уйламан та кунпек сăвăсем пур иккенне

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Рита.. (2015-02-22 21:36:10):

Аттен тарăн шухашлă саввисене яланах вулама хатĕр.. Шел пулин те, пиртен уйрăлса кайрĕ.. Хăйĕн сăввисене çĕкленуллĕ кăмăлпа вулатчĕ.. Пушкина, Лермонтова, Есенина, Митта Ваçлейĕпе Николай Исмукова питĕ юрататчĕ..

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: