Çеçпĕл
Хура вăрман уçланкинче
Çилпе выля-выля ир кӳлĕм,
Çеçке çурать тĕм айĕнче
Ем-ешĕл çеçпĕл илĕртӳллĕн.
Юра сирсе, çĕр айĕнчен
Вăл ĕнер çеç тухса хăпарнă.
Çурхи хĕвелĕн ăшшине
Çеçкеллĕ шӳлкеме хăй сарнă.
Сывлать вăл уçă сывлăшпа,
Пăра ирĕлтерет тымарĕ.
Чи çепĕç, ăшă кăмăлпа
Мана паян вăл саламларĕ.
Шухăшсем
Мама ак çак произведени килешрĕ
Пĕчĕк калаврах пĕтĕм пурнăç ...
Шухăшсем уйрăма спамсем те тултараççĕ ку...
Чылай пулманччĕ капла шухăшлаттаракан, к...
Хыçалтан вулама пуçласа пăх-ха тепринче
Вĕсем вăхăтлăха кăна...
Тĕрĕс калатăр Галина З...
Кунта реклама кĕрсе кайнă, укçа туса илм...
Митюк, куçне автан çинчен илмесĕр, ашшĕ ...
Пĕрремĕш йĕркесенченех паллă пулчĕ калав...