Тăри юрлать-и янкăр тӳпере...


Тăри юрлать-и янкăр тӳпере,

Садсем те шап-шурах-и çуркунне —

Эп савăнмастăп: чуншăн пурпĕрех

Салхуллă кĕркунне — эс çук чухне.

 

Ан тив, чашлатăр çумăр час-часах,

Хура кĕр тăтăр сивĕ, ăшă мар.

Хĕвел ан пăхтăр! Маншăн çав-çавах

Вăл сарă çур — пур чух эс юнашар.

 

Çапла, санпа паллашнăран вара,

Çупа хĕле çухатрĕ çут тĕнче:

Пурнатăп эпĕ икĕ вăхăтра —

Хавас çурпа кичем кĕр кунĕнче.

 

Ан пултăр хĕл, кĕр пăлтĕр тăхтама,

Çур килтĕр те юлайтăр çу каçмах.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


alians005 (2009-08-11 20:25:09):

вырасларан чавшла дословно кущарна пекех... тен нумайрах вуласан анланма пулать те пуль... ниче!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: