Хăрушлăхпа хаярлăх
Ула улăхра урнă тупă улать,
Уяр тӳпере çухăрать хурçă кайăк.
Эпир юратса тăнă лăпкă хула
Вутра ялкăшать-çке. Мĕнре-ши ун айăп?
Пĕр айăпсăр çын нăйкăшать тарăхса.
Çуртсем вăркăнаççĕ, ай-çийĕн çунаççĕ,
Ĕнсе хуралать симĕс тăрăллă сад...
Çаплах тӳпене хуплать вилĕм çуначĕ.
Хула варринче тамăк вучĕ улать.
Масар пек юлать эпир савнă хула.
Эл куртăм ем-ешĕл уяр кăнтăра.
Пуян-çке çав кăнтăрăн аслă уй-хирĕ!
Анчах сĕрĕшсе пулнă сарă тырра
Паян çурла мар, — вырать çулăмлă вирĕк.
Шыв шăлпăн юхать сарлака улăхпа.
Ун юхăмĕ хурлăхлă, йывăр ун çулĕ:
Вăл тăрă шыв мар — вăл хĕрелнĕ юнпа;
Вăл çумăр та мар — мĕскен тăлăх куççулĕ...
Халь куç виçейми çав çеçен хирте,
Тусан çĕклесе çавра çил çеç иртет.
Эл çитрĕм çил-тăвăллă сив Çурçĕре
Унти этемсем ытарма та çук харсăр.
Типтерлĕ çуртра, вăрманти ĕшнере,
Çын пураннă пулнă-çхе хурлăх курмасăр.
Çав харсăр этемĕн чипер йăвине
Эсрелĕ килсе хурчăка пек тустарнă;
Вăлах пушанса юлнă ялĕ çине
Салху çиле май усал çулăм кустарнă.
Кĕл çеç вĕçкелет халь ял вырăнĕнче,
Çăхан кранклатать ĕннĕ хыр тăрринче.
Эп куртăм ăна вăрçă çулĕ çинче.
Вăл — виçĕ герой çитĕнтернĕ хĕрарăм.
Телейлĕн канса ватăлас кунĕнче
Паян тăлăха тăрса юлнă, мăнтарăн!
Вăл йĕнĕ ӳксе, татăла-татăла,
Тăнне çухатса хăйшĕн вилĕм шыранă.
Куççульлĕ асап хытарать кăмăла,
Асаплă чуна курайманлăх вăй панă.
Мухтавлă аннемĕр сурса ылханать
Хуртланнă чĕреллĕ усал тăшмана.
Хитре хуласем ялкăшаççĕ вутра,
Ялсем çулăмра, улăхсем чĕрĕ юнлă...
Тăшман пуснă вырăн суранлă выртать,
Тăшман иртнĕ вырăн пуш хир пулса юлнă.
Шанатпăр эпир: çав çĕлен-калтана
Час нӳрлĕ çĕр çăтĕ, час нӳрлĕ юн витĕ,
Хаяр тавăру ярса тытнă ăна.
Пире Çĕнтеру курăнать çулăм витĕр,
Пире курăнать хĕвел сăнлă уяв,
Пире йыхăрать унта Пурнăç, Мухтав.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...