Пăхатчĕç — çурхи кун пек çутă, янкăр...
Пăхатчĕç — çурхи кун пек çутă, янкăр.
Утатчĕç — çăмăлрах шур акăшран-тăр.
Чунĕсенче — эпир уçман тĕнче,
Мĕн чухлĕ мул пытаннă вĕсенче!
Мĕн чухлĕ ăшă туйăм, çепĕç кăмăл...
Халь йывăр асилмешкĕн — маннă çăмăл.
Ăсанчĕç çав хĕрсем хуллен, вăраххăн...
Шăпа, ултавçă пек, вăрă-хурахăн
Пире те, вĕсене те хĕснине
Туятăп эп, курсан хăшне-пĕрне.
Тăм ӳкнĕ хыççăн мăкăнь имшерленнĕн,
Мăн кăмăллă сăнсем халь тĕксĕмленнĕ.
Эпир те, ĕлĕк харсăр йĕкĕтсем,
Лăплантăмăр, теме чунтан кĕтсех.
Çапах хăш чух хыçа пăхса илетпĕр,
«Тепре килмест-ши, çамрăк ĕмĕр?» — тетпĕр,
Анчах... тăри юрлать, шавлать шыв-шур,
Тахçан мĕн пулнă, халĕ те йăлт пур, —
Пĕр канăçсăрлăх çук, хыпса çунни,
Çукран та пур, пуртан та çук туни.
Нумай пĕлетпĕр, тӳрĕ çул шыратпăр,
Апла пулин те, çу хыпма пăхатпăр.
Шанатпăр ăнсăртран, сайра, сахал —
Чунпа та сӳрĕк, ăспуçпа кахал.
Çынна савмастпăр — хамăра савмаççĕ,
Чĕр туйăм палăрмасть, кашни — сăмахçă.
Анчах, кĕр кунĕн сив кичемлĕхне
Сирсе шевле тĕрленнĕн çĕр çине,
Куçа ӳкет те иртнĕ кун сӳречĕ —
Каллех шур акăшсем вĕçсе çӳреççĕ,
Каллех чун ялкăшать, сикет чĕре,
Каллех, каллех эпир вунçиччĕре!
Çурхи шывсем капланнă евĕр тулăх
Çырмасенче те анлă улăхра,
Каллех чăн юрату та тӳрĕ туслăх
Туласшăн шултăрканă кăкăра.
Каллех пуласлăх илĕртӳллĕ, тăрă,
Пĕр тухнă çулпала ĕлĕкхиллех
Куçа хупсах утмашкăн пурнăç тăрăх
Халь пирĕнтен кашни хастар каллех.
Анчах епле-ха лăпкăн иртсе кайăн
Хăв умăнтан, хăвна сăнанă майăн?
Пĕрлех эсир те, ырă мĕлкесем —
«Савни» темесĕр тартнă пикесем.
Ун чух савма çитмерĕ-ши-мĕн евĕк?
Асра эсир ак халĕ — йӳç кĕвелĕк.
Ыйтатăр пирĕнтен юрату мар
(Халь тин сĕткен параймĕ ку тымар) —
Пуçа тайса хисеп тума ыйтатăр.
Эппин, телейлĕ кун сире,
Вăй патăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...