Касмак


1

Пĕррехинче, ир-ирех, сар хĕвел Пĕрçырлан варĕнчен шуса тухса Вăрăм сăрт урлă каçиччен, Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ шари! çухăрни ял тăрăх сарăлчĕ.

Тем пулнă ĕнтĕ?

Çак хăрушă сасса илтсенех кашта çинче лăпкăн ларакан чăхсем пăрçа пек çĕре тăкăнчĕç, тарăхнипе пĕр ушкăна пуçтарăнса канаш турĕç те, ял çыннисене виçĕ кун çăмартасăр хăварас терĕç. Автансем вара, виççĕмĕш хут авăтма хатĕрленнĕскерсем, сассăр пулса тăчĕç.

Нума та вăхăт иртмерĕ, урам урлă, хул хушшине купăс хĕстернĕ кӳршĕ, Хăнтăр Юрки чупса каçрĕ.

Кам пĕлет: ялта те туй кĕрлет, те вăрçă пуçланнă?

Кая юласран хăрарĕ пулас, мăнтарăн.

 

2

— Эсĕ, мĕн, тĕлĕкрен тухса ӳкрĕн-и? — терĕ ăна курсан Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ.

Сăра курки илчĕ те Хăнтăр Юрккине çамкинчен çат! тутарчĕ.

Юрки, кил карти варринчи шăналăк çине сарса хунă, темĕнле симĕс тĕслĕ, хӳреллĕ, пулă е çĕлен-калта евĕр тăсăлса выртакан чĕр чуна, ват йăмра тавра тем кăшкăрса чупакан Кашкăр Йăванне, тăнне çухатиччен курса юлма ĕлкĕрчĕ.

Ку ĕç-пуç ăнсăртран пулса иртнĕрен Хăнтăр Юркки алăран тухса ӳкнĕ купăс çине лач! ларчĕ. Купăсĕ сысна çури евĕр нăрик! турĕ те шăпланчĕ. Хуçи вара, сиксе тăрса, пуçĕпе хапхана çапăнчĕ те çĕре лаплатса ӳкрĕ.

 

3

Кашкăр Йăванĕ, тĕнчипе паллă пулăç, арăмне темшĕн суда паратăп тесе кăшкăрса йăмра тавра çиччĕ çаврăнчĕ. Юратнă арăмĕ ăна ура лартать те, лешĕ шăналăк çинчи тĕлĕнтермĕш çумне кĕрсе ӳкет.

— Итле-ха, Кашкăр! — терĕ арăмĕ упăшки енне çаврăнса.

— Эсĕ ху Кашкăр! — çухăрчĕ çинçе саспа Йăван. — Вĕри çĕлен!

— Каллех пуçларăн-и? — пĕр утăм турĕ арăмĕ (упăшкин сылтăм куçĕ айне чӳлмекпе çапса кăвак лартма ĕлкĕрнĕскер). — Çак юххана, - тĕллерĕ вăл тăсăлса выртакан чĕр чун çине сăра куркипе. — Зоопарка кайса кăтартмалла е тирне сӳсе хĕрарăм сумки çĕлеттермелле. Кунтан пĕр çирĕм штук тухать пулĕ. Мĕнле шутлатăн?

— Эх-х! Пуйса каятпăр ĕнтĕ! — хĕрӳленсе каларĕ Йăван. — Пĕр пин тенкĕ тупăш тăватпăрах!

Çав хушăра Хăнтăр Юркки тăна кĕчĕ те калаçăва хутшăнасшăн пулчĕ.

— Камăн тирне сĕвесшĕн эсир, кӳршĕсем?

 

4

— Ĕнер сĕрекепе Сăр çумĕнчи кӳлĕре икĕ хут сĕртĕмĕр. Иккĕшĕнче те çĕлен купи йăтăнса тухрĕ. Виççĕмĕшĕнче вара çак тĕлĕнтермĕше туртса кăлартăмăр, - ăнлантарма пикенчĕ Йăван. — Вăт тамаша! Кун пек пула халиччен те курман!

Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ сăмах тĕкмесĕр чăтаймарĕ:

— Эсир хакне парăр! — кăшкăрчĕ вăл арçынсене. (Вăт чарусăр арăм!) — Манн шутпа, унăн тирĕ икĕ пине каять, - вăл витĕмлĕ сăмаха каласа çитереймерĕ.

 

5

Шăналăк çинче пĕр хускалмасăр выртакан чĕр чун пуçне йăтрĕ те хыттăн каларĕ:

— Виçĕ пине маар-и тата? Ылтăн укçапа? Э?

Шанк! хытса тăчĕç çынсем.

Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ каллех çари! çухăрса ячĕ те сиккипе чупса кайса кĕлет айне чăмрĕ (ĕлĕкхи чăваш йăлипе, хăрама вĕренсе çитнипе ĕнтĕ). Унтан упăшкипе Хăнтăр Юркки те юлмарĕç.

— А-и! Сире-и?! — хăратрĕ Юхха кĕлет айне шуса пырса. Çут çанталăка хисеплеместĕр?

— Кам эсĕ? — харăссăн ыйтрĕç кĕлет айĕнчен тир сутакансем.

— Сăр крокодилĕ! — терĕ те лешĕ хӳрипе çĕре çатлаттарчĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: