Тăмсай е тăмпай
Пĕр ятлă-сумлă çыравçăпа калаçса кайрăмăр. Вăл вун-вун кĕнеке авторĕ, нумай çырать, хаçат-журналта тăтăшах пичетленет. Кĕтмен çĕртен хайхискер:
— Хăш-пĕр редакцире хайлавсене тӳрлетме, улăштарма хăтланни килĕшмест, — тесе хучĕ.
Тӳрех ним хуравлама та аптрарăм. Юлташăм — чĕлхе, стиль ăсти, унăн япалисене чăнах та мĕн тĕкĕнмелли пултăр? Çапах та асăрхануллăн хуравлатăп:
— Редакторсен текста лайăхлатма тăрăшмалла-çке...
— Вăт, вăт! Лайăхлатма. Тепĕр чух вара ăна-кăна пăхса тăмаççĕ... Итле-ха, "тăмпай" тата "тăмсай" сăмахсен хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур?
— Уйрăмлăх? Ман шутпа, иккĕшĕ те пĕр пĕлтерĕшлĕ: ухмах тенине пĕлтереççĕ.
— Ман калавра вара "тăмпай" сăмаха "тăмсай" тесе тӳрлетнĕ. Чăвашсен "тăмпай" сăмах та пуррине пĕлмеççĕ-ши? Словаре уçса пăхасчĕ хăть...
Ай-уй, мĕн пулнă паян юлташăма? Кунашкалах чăркăшакан марччĕ-çке.
Хăш-пĕр вулаканшăн ку калаçу ăнланмаллах та мар-и, тен: тупнă, тейĕç, калаçмалли! Анчах тăван чĕлхе пуянлăхĕпе" туллин усă курма тăрăшакансем манпа килĕшесси пирки иккĕленместĕп. Хайхи çыравçăпа та паллах. Унпа калаçăва малалла тăсрăмăр. Ку хутĕнче хаçат-журналта пичетленнĕ /редакцилесе, якатса çитернĕ!/ хайлавсенчи уйрăм йăнăшсене шĕкĕлчеме тапратрăмăр. Акă, пĕр хаçатра çапла çырнă: "Иванов арăмĕпе уйрăлнă". Чим-ха, чăвашсем "арăмĕнчен уйрăлнă" темеççĕ-и-ха? Тепĕр тĕслĕх: "Çамрăк çара кайиччен больницăра сипленнĕ". Мĕнле "çамрăк çара"? Тен, "çамрăк" хыççăн "çын" хушса хумалла пулнă? Е тата: "Чипер юл! — çирĕп алă хĕре хул пуççинчен чăмăртарĕ, ун куçĕнчĕн пăхрĕ, вара çаврăнса уттарчĕ". Ну, мĕнле пек? Куçран пăхакан, утакан алă!
Юрĕ, хальлĕхе çитĕ.
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...