Пуç янисен юрри


Çăлтăр витĕр çул курăнать,

Куççуль витĕр кун курăнать...

 

Çунатăм, юлатăн. Ан макăр.

Салтак пек маттур уйрăлар.

Ман çул — çăлтăр витĕр — тап-такăр,

Ман кун — куççуль витĕр — уяр.

 

Пире çурçĕр çилĕ ыталĕ,

Ачашлĕ кăра шартлама.

Çуталĕ жандармăн медалĕ,

Вăл памĕ çулран аташма.

 

Спасибо! Савса ывăлларĕ

Мана Сармантей самани.

Юрлар-и, кулса уйрăлар-и?

Тен, ĕмĕрлĕхех... чун савни!..

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2015-08-28 21:26:15):

Кунта "спасибо" тени тавтапуçа пĕлтерет. Вырăс сăмахĕ шутланать. Кун пирки ятарласа çăлтăрпа палартса ăнлантарсан аван пулман. Сноскăра.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: