Караппăл
— Калаç-ха манпа! — Караппăл арăмне чарма тесе аллине тăсрĕ.
— Мĕ-ĕн? — Наçтук тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ. — Санпа калаçмалла-и? Çук, ан та кĕт. Ыран ирех тăмалла, ĕçе каймалла.
— Упăшкуна пăртак та пулин хĕрхенмелле ĕнтĕ. Кунĕ-кунĕпе килте пĕччен лар-ха. Никампа сăмах хушма çук.
Çывăрмалли пӳлĕм алăкĕн хăлăпне тытнăскер, Наçтук тăпах чарăнчĕ, каялла çаврăнса Караппăла тĕсесе пăхрĕ те сасартăк... ахăлтатса ячĕ.
— Ай, мĕскĕн! Тунсăхлать эппин кунĕ-кунĕпе ĕçсĕр ларнă май. Калаçакан çук унпа. Ха-ха-ха!
Пенсие тухнă хыççăн вăл килте ларас темерĕ, хăйсен çуртĕнче пурăнакан темиçе хĕрарăмпа пасарта тĕрлĕ япала сутма тытăнчĕ. Атту пенси пысăк мар. Хваттер укçи, ытти тӳлев çулсерен ӳсет — укçа ăçтан çитерĕн?
Малтанхи вăхăтра пасара Караппăл та тухкаланă. Тĕрĕссипе, ячĕ урăхла-ха ун — Куçук. "Караппăл" вара... Темиçе çул каялла. Куçук таçтан чăвашла кивĕ кĕнеке тупса таврăннă. Казах акынĕн Джамбул Джабаевăн пĕр сăввинчи "Эп хам та, караппăл пек ватăлнă çын, садпа пĕр танах ешереп" текен сăмахсем килĕшсе кайнă-ши ăна — ас туса юлнă вĕсене. Çынсен хушшинче те мăрла-мăрла çӳренĕ. Вăт çакланнă хайхи ят: Караппăл та Караппăл...
Çапла, пасара çӳрекеленĕ Куçук-Караппăл, анчах, ĕçкелеме юратаканскер, часах пăрахнă суту-илӳ ĕçне. Кунĕ-кунĕпе килте ларать. Картишне тухса хăйĕн йышши услапсемпе сăмах çаптарать. Укçа тупăнсан эрех, сăра ĕçеççĕ эртелпе. Арăмĕ килнĕ çĕре самаях шĕвет Караппăл. Паян, акă, упкелеме те пăхрĕ: калаçмалла иккен унпа. Кампа, мĕн чухлĕ ĕçрĕн тесе ыйтмаллаччĕ-ши?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...