Тусăма


Шурсенче хĕрелчĕ те кĕтмел,

Сар тĕс çапрĕ хурăн çулçине.

Ăсатмашкăн савнă йĕкĕте

Эсĕ тухрăн аслă çул çине.

 

Юлашки хут пăхрăмăр куçран:

Ал памашкăн тиврĕ пĕр-пĕрне.

Тупа турăн: «Йывăр пурнăçра

Пулăп терĕн санпала пĕрле».

 

Вăхăт иртрĕ, тепле ăнсăртран

Янкăр çутă-çутă ир çинче

Куртăм эп: караттăн пĕр сăртран

Телефон эс вăрçă хирĕнче.

 

Витнĕччĕ сан, тусăм, витĕрех

Салтак тумĕ витĕр йӳçĕ тар.

Чупрăм-пытăм, пăхрăм вирлĕрех:

Эсĕ пек те, тусăм, эсĕ мар.

 

Вăхăт иртрĕ. Миус хĕрринче

Йывăр килчĕ питĕ пĕринче.

Самолет вĕçейрĕ пĕр пĕччен

Ман пуç çийĕн вут-хĕм хирĕнче.

 

Асăрхарăм: эсĕ тытнă руль.

Летчик тумĕ санăн яланхи.

Хĕпĕртерĕм, тусăм, эсĕ пуль.

Вĕçсе кайрĕ. Пулчĕ урăххи.

 

Вăхăт иртрĕ. Сивĕ-сивĕ кун,

Асăнма та йывăр, тусăмçăм.

Эп амантăм, ӳкрĕм. Юхрĕ юн:

Тĕксĕмленчĕç куçăмсем.

 

Чупса пытăм. Манăн юнăма

Юхма чартăн, тусăм. Пархатар!

Хĕпĕртерĕм: тупрăм тусăма.

Сăмах хушрăм: «Тусăм!» Эсĕ мар.

 

Вăхăт иртрĕ. Икĕ çул шăпах

Эп çӳретĕп вутлă вăрçăра.

Эсĕ, тусăм, — тивĕçлĕ шăпам,

Хăть хăçан та манăн пуçăмра.

 

Вăрçăра ман санăн ятупа

Тата çирĕп çыхăнчĕ чĕре.

Нихăçан та манăçмĕ тума.

Пĕртен-пĕр çут ĕмĕтĕм хĕрет.

 

Ĕмĕт çитрĕ. Пиçĕ ак кĕтмел,

Сар тĕс çапрĕ хурăн çулçине.

Эсĕ, тусăм, савнă йĕкĕте

Хирĕç тухăн аслă çул çине.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: