Сутнă пӳртри юлашки каç


Степан хăйне ун чухне мĕншĕн çĕлĕк кирлĕ пулнине аса илчĕ те çак пĕчĕк ачаран вăтанса хĕрелсе кайрĕ. Çав вăхăталла вăл юнашар ушкăнра веренекен пĕр херачана килĕштерсе пăрахнăччĕ. Хитреччĕ хăй. Питĕ яту тумланса çӳретчĕ. Мăн кăмăллăччĕ те ĕнтĕ. Мĕнле хăйнă Степан ăна савма? Тата, çитменнине, хĕрачине тахăшĕ ун чун тĕпĕнчи туйăмĕсене сиссе пĕлтернĕ, лешĕ вара Степан пирки «путлĕ çĕлĕк те илсе тăхăнаймасть» тенĕ пулать. Те чăнах та çапла каланă, тен, Степанран шӳтлесе кулнă çеç юлташĕсем, — апла-и, капла-и — вăл ун чухне хăйĕн мĕскĕнлĕхĕнчен вăтанса, çитмен пурнăçа тарăхса, чутах пĕтĕм тĕнчене курайми пулса тăратчĕ. Шăпах çавăн чухне ашшĕнчен укçа тархасланă та пуле.

— Халь ăçта вăл сан çав çĕлĕкӳ? — Степан асилĕвне татрĕ ача.

«Чăнах та, ăçта вăл? Хитреччĕ çĕлĕкĕ. Сарă йытă тирĕнчен çĕленĕскер».

— Пурччĕ. Астăватăп.

— Шел. Мана халь вăл шăпах питĕ кирлĕччĕ. Кĕçех хĕл. Ман вара çĕлĕк те сук. Ачасем пурте урамра. Çунашкапа ярăнаç. Вĕсем хаваслă. Манăн та вĕсемпе выляс килет. Э-эх, каллех чӳречерен кăна пăхса ларас пулать ĕнтĕ. Шел, эс вăл çĕлĕке çухатман пулсассăн, мĕнлерех лайăх пулатчĕ халь. Тупăнмасть-ши? Эс тĕплĕрех шыраса пăх-ха, юрать-и?

— Эп сана вĕр-çĕнни илсе парăп. Пурте сана пăхса ăмсанччăр.

— Вĕр-çĕнни? Çу-у-ук, кирлĕ мар çĕнни. Вăл хаклă вĕт. Ун чухлĕ укçа ăçтан тупан? Сан купăс та сук вĕт сутма.

— Чи хаклине туянатпăр эпир санпа. Йăм-хура тĕслине.

— Çук, çук. Мана çĕнни кирлĕ мар. Эп ăна тăхăнма та вăтанăп. Мана эс луччă киввине илсе пар, эп ăна тирпейлĕн тыткалăп. Эп тирпейлĕ ача. Мана, вăн, анне хăй пурăннă чухнех улача кĕпе çĕлесе панăччĕ. Эп ăна уявсенче кăна тăхăнатăп. Çĕнĕ пекех вăл. Çунăран çеç кăштах шупкаланнă. Атте, ак, вырма иртсен, тырă лайăх тухсан, шăлавар туянса парăп терĕ. Чăн-чăннине-е! Тăхăннă хыççăн эп ăна кашнийĕнчех тӳшек айне хурăп. Вара вăл якатнă пекех пулать. Тырри çеç лайăх тухтăрччĕ. Çавăнпа эп вырнă чухне пĕр пучахне те ӳкерсе хăвармастăп. Эсĕ те, ырă пиччем, мана пулăшса вырас пулсан, пĕр пĕрчине те, пĕр пучахне те ан хăвар пăрахса. Юрать-и? Мана шăлавар питĕ кирлĕ. Ман кĕçех шкула каймалла пулать вĕт. Унта, пĕлетĕн-и, кĕнеке параççĕ. Кĕнеке вара çынна питĕ ăслă тăвать. Ман та ăслă пулас килет. Атте калать: «Тăрăш, ачам, верен, — тет. — Çутта тух, çынна тух, — тет. — Пирĕн пек нуша курса пурăнмалла ан пултăр, — тет. — Эс çын пулсан, пире те çăмăлрах пулĕччĕ», — тет. Ман çавăнпа питĕ тăрăшса вĕренмелле. Çынна тухмалла. Эп çавăнпа шкула каяссине пи-итĕ-питĕ чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

— Çутта тухăн та, пĕчĕкскерĕм, çын пулăн та, çак çутă ĕмĕтӳсем те, шухăшусем те манăçа тухмĕç-ши? Чуну сĕвĕрĕлсе пĕтмĕ-ши? Ун пекки тăтăшах пулкалать вăл. Лайăх, пуян пурăнма пуçлăн та...

— Мĕн эс, ыр пиччем. Эп уп пек пулмастăп. Эп аттепе аннене саватăп вĕт. Тата пи-и-тĕ-питĕ шеллетĕп. Весем те мана питĕ-питĕ хĕрхенеççĕ. Атте, пĕрре хулана кайсан, пĕремĕк те илсе килнĕччĕ. Уййй! Мĕнле тутлăччĕ вăл. Эп ăна тӳрех çисе ямарăм. Пĕчĕккĕн, пĕчĕккĕн. Атте калать: «Çынна тухсан, кашни кун пĕремĕк çиме пултарăн»,— тет. Вă-ă-ăт! Сана пĕр вăрттăнлăх пĕлтерем-и? Эс тулĕк никама та ан кала, юрать-и? Çынна тухсан, эпĕ икĕ ещĕк пĕремĕк туянатăп. Пĕрне — атте вăлли, тепĕрне — Кампурпа иксĕмĕре. Кампура та питĕ килĕшет вăл. Пĕремĕкпе варланнă алла, пĕлетни, мĕнлерех çуларĕ? Çулать те шăршлать, çулать те шăршлать. Аттуш тутлă апат пĕрре те сисе кураймасть вăл. Ялан — апат юлашки. Эпĕ ăна та питĕ хĕрхенетĕп.

— Эх, ачам, каярахпа йăлт манăçаççĕ çав кусем...

— Çук, çук, пичче. Эп манмастăп. Эп вĕт тупа тунă. Хура тăпра çыртса; манас пулсан, эп курăк пек типеп, йывăç пек хăратăп. Ман вара питĕ-пи-и-тĕ пурăнас килет. Ман пурăнас килет. Аттуш аттене ватлăхра та пулин кам ырлăх курса пурăнмалла тăвать-ха? Ман ăна Карсук пек намăс кăтартас килмест. Ӑна вăн ачисем хĕнеççĕ. Атте калать: «Хăй айăплă, — тет. — Ачисене ытла иртĕхтерсе ӳстерчĕ, пĕчĕклех янтине хăнăхрĕç, — тет. — Ача хыççăн кайса вакка сикнĕ, теç, çавă пулчĕ ĕнтĕ ку, — тет». Эп вĕсене малтанласа пи-и-тĕ ăмсанаттăм. Хĕлле вĕсем, ман пек, кантăкран пăхса лармаççĕ. Йĕлтĕр те пур вĕсен. Иккĕ те. Чăн-чăнни. Пӳрчĕ те вĕсен нихăçан та сивĕ пулмасть пуль; мăрйинчен пĕр вĕçĕм тĕтĕм тухать. Тырă та вырмаççĕ — пилĕкĕсем те сурмаççĕ-тĕр. «Ун вырăнне, — тет атте, — эсĕ чăн-чăн çын пулатан, — тет. — Ку вара чи кирли, чи пысăк мул», — тет. Эп те çаплах шутлатап. Эп — Карсук ачисем пек пулмастăп.

— Карсук... Карсук...

— Мĕнле? — ялтах сикрĕ ача. — Эс ăна та манса кайна-и? Карсук Ваççи! Вăн, пĕр вĕçĕм сăран пиншакпа çӳретчĕ. Кирза атăпа. Пĕррехинче, ав, вĕсем виççĕн килчĕç те, — аса илтĕн-и? — ĕнене çавăтса тухса кайрĕç. Картишĕнченех. Анне шăпах ĕне суса ларатчĕ. Астумастăн-и? Анне питĕ макăрчĕ ун чух. Йăлăнса та пăхрĕ: «Ман ача пĕчĕк-ха, сĕтсĕр мĕнле усрас-ха? Тепĕр хĕл каçсанах хамăрах пырса леçĕпĕр»,— терĕ. Карсук Ваççи урине сĕт чашкине лектерчĕ те, — ятарласах çавăн пек туре вăл, эп пĕлеп ăна, — сĕт тăкăнса кайре. Вăхăтра çуратма пелес пулать тесе, лĕх-лĕх кулчĕ. Унтан хĕвĕнчен хут кăларчĕ. «Эсир, мĕн, постановление хирĕç-им?» — терĕ. Атте çенĕкрен сиксе тухрĕ. Эп аттене нихăçан та ун пек хаяр пулнине курман. Аллинче — мăлатук. Карсук Ваççипе килнисенчен пери: «Влаç çине алă çĕклен, манса кайран-им аçу ăçта çĕрнине?» — терĕ те, атте вара текех шарламарĕ. Унтан лешĕ Карсук Ваççине: «Мĕнле йĕрке кунта сирĕн? Воспитани ĕçне япăх туса пыратăр»,— терĕ. Карсук Ваççи атте сине пăхса илчĕ те хĕрелсе кайрĕ. Эп ăна намăс пулнишĕн питĕ савăнтăм. «Çавă кирле-ха сана, аттуш пĕрмай хуçа пулса çӳрен»,— терĕм ăшра. Ĕнине пĕрех çавăтса кайрĕç. Вăл та вĕсемпе пырасшăн марччĕ. Пирĕн пекех макăрчĕ пуль, ялтан тухичченех мĕкĕрчĕ. Лайăхчĕ ĕни. Анне калатчĕ: «Сĕтне лайăх антарать,— тетчĕ. — Вăл пулман пулсан, ыйткалакана тухмалли çеç», — тесе хаш сывлатчĕ.

— Шурă ĕнеччĕ вăл.

— Ӑхă, ăхă. Асилтĕн-и? Малти урисем...

— ...хура пушмаклăччĕ.

— Калап вĕт, асилен тесе. Тата вăл сана, пĕчĕкскере, мăйракипе кĕпӳнтен çаклататчĕ те картиш тăрах йăтса çӳретчĕ.

— Уйрăмах эп хура кĕпе тăхăнсан.

— Аха, аха. Анне вара сана вĕçертсе илетчĕ те ыталаса çав каска çине ларса макăратчĕ.

— Аса илтĕм. Аса илтĕм, — ачалла хĕпĕртесе ӳкрĕ Степан. — Эп çавăн чухне хăранипех пуль тытăнчăклăрах калаçма пуçланăччĕ.

— Уншăн мар.

— Тата мĕншĕн?

— Астăватна, пĕр вăхăтра аттепе анне района стройкăна çӳретчĕç. Пирĕн пӳрт питĕ юхăнса кайнăччĕ, тăм сĕрсен те, ăшă тытми пулчĕ. Вара аттепе анне урăх çурт туянас пирки шут турĕç. Çĕнни лартма вăй çитереймесрен шикленчĕç. Колхозра ун чух укçа памастчĕç. Стройкара туса пулмасть-ши терĕç. Эс вара яра куна тăр-пĕчченех тăрса юлаттăн килте. Анне калатчĕ: «Çавăнтанах тытăнчăклă калаçма пуçларĕ», — тетчĕ.

Степан тĕтрелĕх витĕр пек çав вăхăта пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аса илме пуçларĕ. Малтанласа пасарса ларнă турăш кĕтесĕ килчĕ асне. Унтан кăштах уçăмлăраххăн — шăннă кантăксем. Степан хай кантăкпа сĕтел хушшинчи вăрăм сак сине хăпарса тăнă та урамалла пăхасшăн: кĕçех килмелле пек ĕнтĕ ашшĕпе амăшĕ те. Шăн витĕр нимĕн те курăнмасть ăна. Вара вăл кăкăр туллин сывласа илет те антăхса кайиччен вĕрет. Çапла тăрмашсан-тăрмашсан, пăр ирĕлет, турат куçĕ пек пĕчĕк кăна уçлăх пулать. Пурпĕрех нимĕн те курăнмасть: кантăкăн урам енчи хучĕ те йăлтах пăрланса ларнă. Куляннипе чунĕ кӳтсе килет. Шăрçаланма пуçланă куççульне фуфайка çаннипе шăлса типĕтет те шăн çине чĕрне вĕçĕпе чĕрмелеме пуçлать. Вăл яланах пĕр япала ӳкерет — пӳрт. Пы-ы-сăк. Шĕвĕр тăрăллăскер. Ашшĕпе амăшĕ тĕв тунă çурт шăпах çапла пулассăн туйăнать ăна. Пӳрт çамкине вĕтĕ-вĕтĕ чечексемпе эрешлет. Ялта кун пекки, хитрескер, пысăкскер, никамăн та çук-ха. Карсук Ваççисен те Степанăнне çитеймест. Чылайччен пăхса киленет унпа Степан. Пĕлет, кăмака хутсанах вăл ирĕлет. Пултăрин. Ыран вăл каллех ӳкерме пултарать. Тен, ыран тата та хитререх тухать. Шăнма пуçланă шĕвĕр пӳрнине вĕре-вĕре ăшăтать те мăрйинчен тĕтĕм тухнине ӳкерет. Малтан йăсăрланнă пек çеç пулса тухнăччĕ тĕтĕмĕ, вара çăралатать. Питĕ—питĕ ăшă тăвас килет унăн çĕнĕ çуртне. Турăш кĕтесĕ нихăçан та ан пасартăр: ун çине пăхмассерен Сте­пана хăй питĕ-питĕ шăнса ĕнтĕркенĕ пек туйăнать. Урайĕ те сивĕ ан пултăр, атту ура пĕрмаях шăнать. Ак халĕ те кӳтсе кайнăпа пĕрех. Степан сак çинчен шуса анать те алăкăн-тĕпелĕн чупкалама, сиккелеме пикенет. Амăшĕпе ашшĕ çапла верентсе хăварнă ăна: шăнсан, пĕр вырăнта хытса тăмалла мар. Унтан ташлама пуçлать. Тăрăшсах тăрăс! тăрăс! сикет вăл, йăкăш-йăкăш шукалать. Çулла çамрăксем улăха вăййа тухсан — мĕнле хăтланнисене аса илсе, весем пек тума пăхăть. «Купăссăр ăнăçлах тухмасть çав», — ассăн-ассăн сывлать вăл сывлăш çавăрса яма чарăннă май. Вара, хăй пĕлнĕ пек, кĕвĕ евĕр ĕнĕрлеме тытăнать:

Кăнтăр—кăнтăр—кăнтăри—ри—ри

тăртари—ри—ри тăрта—ри

кăнтăр—кăнтăр—кăнтăри—ри—ри

кăнтăр—кăнтăр—тăрта—ри

Илес тенĕ тутрине

çын илмесен юринччĕ

Ман чун савни мĕнлине

çып пĕлмесен юринччĕ

ак ĕнтĕ пăх ĕнтĕ

калама та çук ĕнтĕ

сылтăм ура хĕрсе кайре

чарăнма та çук ĕнтĕ

атте те вăрçать мана

анне те вăрçать мана

вĕсем вăрçни ним те мар

савни юратать мана.

Урăх нимĕнле сăмахсем те асне килмеççĕ. Вара хăй сăвăлама пуçлать:

Кĕçех атте те килет

анне те кĕçех килет

вĕсем кмака хутса яраç

вĕсем яшка пĕçереç

вара пӳрт те ăшăнать

вара эп те савăнап

ăнна-тăр-тăр-тăр-тăр-и

ăнна-тăр-тăр-тăр-тăр-и...

Ташласа ĕшенет те Степан, йăлт ăшша пиçнĕскер, кравать пуçне купаласа хунă вырăн çумне сĕвĕнет. Темĕнччен пехлетсе выртать. «Ах! Ах! Вилетĕп! Ах! Вилетĕп!» текелет. Хăй çавнашкал аташкаласа, ашкăнса выртни ăна тата та астарса ярать. Чунне каçăхтарсах. Сасăсăр антăха-антăха кайса кулать вăл. Ку самантра унран савăнăçли те, унран телейлĕреххи те никам та çук пек туйăнать ăна. Савăнăçĕ, телейĕ хăйĕнчен темиçе хут, темиçе çĕр хут пысăк пек, вĕрсе хăпартнă хăмпă евĕр хăйне таçта-таçта куç курми çӳле йăтса хăпарса каяссăн туйăнать.

— Лайăх ташлаттăн çав эсĕ. Çавăн чухнех вĕрентĕн пуль. Икĕ кил урлă пурăнакан Вирук аппа сана вĕçĕмех пĕрер ывăç кантăр вăрри парса ташлаттаратчĕ. «Лекçи, — тетчĕ вăл аттене. — Çӳппине артиса ярас пулать, артист пулмах çуралнă вăл, талайĕ пур, каларĕ тейĕн Вирук, эп витĕр курап, турри çаплах çырнă ун раскалне, артис пулма çуралнă вăл»,— тетчĕ. Атте шарламастчĕ хирĕç. Сан çине çеç шеллесерех пăхса илетчĕ те: «Халăха хамран култарни те çитет», — тетчĕ.

— Мĕншĕн кулнă вара пирĕн аттерен? Вăл усал çын пулман-çке...

— Эс манса кайнă пуль çав. Пĕрре Кулькка тете килсе ларчĕ. «Атя, — терĕ, — Элекçей, платнике, сан Аллу-уру пырать, стройкинче пĕрех укçа ытлашши ӳкес çук унта, сан çурт лартас пулать, мана юлташ кирлĕ», — терĕ. Атте шутласа ларчĕ-ларчĕ те килĕшрĕ. Вара весем Чĕмпĕр енне тухса кайрĕç. Шăп çавăн чухне хаçатра çапса кăларчĕç те ун çинчен. Укерчĕкпе. Аттен хăрах аллинче — пуртă, тепринче — пăчкă. Хăй хутаç çакнă. Пы-ы-сăк хутаç. Укерчĕкĕ айĕнче сăвă пекки те пурччĕ.

Степан вăл кун Кĕрлевукра ешĕл вĕлтĕрен пуçтарса çӳретчĕ. Амăшĕ ăна каçхине çăмах яшки пĕçерсе парас пек калаçнăччĕ. Чăтăмсăррăн кĕтетчĕ вăл амăшĕ ĕçрен таврăнасса. Укăлчара çуйхашнă сасăсем илтĕнчĕç. Степан пуçне çĕклерĕ — ун енне пĕр кĕтӳ ача чупать. Сухăрашаççĕ хăйсем, аллисемпе хăлаçланаç. Амăшне тем пулман-ши тесе хăрасах ӳкнĕччĕ. Чи малтан Карсук Санькки вĕçтерсе çитрĕ. Пашкать. Сывлăш çавăрса илем пек пулчĕ те патлаттарса хучĕ: «Сан аçуна хаçата кăларнă. Сăвăласах», — терĕ. Мĕнпе тивĕç пулнă вара Степан ашшĕ çавăн пек чапа тухма? Вăл, мĕн, пĕр-пĕр паттăрла ĕç тунă-им? Ыттисем те чупса çитрĕç. Санькка тетĕшĕ — Гури — васкамасăр хаçатне сарчĕ, хыттăн кăшкăрса вулама пуçларĕ:

Сурнă эп колхоз сине,

Илес пысăк хутаçне,

Тухса каяс çын çине,

Çапса килес укçипе.

Унтан хаçатне Степан еннелле тăсрĕ. «Курса савăн аçуна, чылайранпа курман вĕт. Аçу килсен, пĕр аллă пус паран вуласа панăшăн. Ав, мĕн чухлĕ укçа йăтса килет вăл»,— терĕ. Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Степан аптраса вырăнтах шак хытса тăчĕ. Мĕн тумаллачче халĕ унăн? Макăрса ямаллаччĕ-и? Хăвăртрах кунтан пăрахса тармаллаччĕ-и? Хаçатне çĕтсе тăкмаллаччĕ-и? Тăчĕ те тăчĕ вăл çапла ахăракан ушкăн варринче. Шăлĕсене йĕрсе пăрахнă ачасем çине тĕлĕннипе, аптраса ӳкнипе чарăлса кайнă куçĕпе пăхса.

— Астăватна, Ванюк тетесен Манькки сан патна таплаттарса пычĕ те: «Эпир санпа тек вылямастпăр. Эсир пирĕн ĕрет ятне яратăр. Анне те çаплах калать: «Çын умĕнче хамăр тăван теме намăс, кĕлмĕçсем тет», — тесе хучĕ. Манькка сăмахĕсем, уйрăмах «кĕлмеçсем» тени, пĕчĕк Степан чĕрине чăтма çук ыраттармалла пырса тиврĕ. Самантлăха вăл хаçат çинчен те манчĕ. Чунĕ кӳтсе килчĕ. Пырне темен капланчĕ. Шăлне çыртса, тухас куççульне чарса тăчĕ. Ачасем чылай аяккалла пăрахса кайсан тин кукленсе ларчĕ те ӳлесе макăрса ячĕ. Мĕншĕн çав териех телейсĕр-ши вăл? Мĕншĕн çавăн пек чухăн пурăнаççĕ-ши вĕсем? Мĕншĕн тетĕш çук-ши унăн, вăл пулсанах ăна çапла кӳрентереймен пулĕччĕç. Хăçан çĕнĕ çурт туса лартĕç-ши вĕсем? Вара ун чух тăванĕсем те ютшăнмĕччĕç. Хăçан пысăк пулĕ-ши вăл? Ун чухне вăл çынна тухĕччĕ. Чи ырă, чи лайăх çын пулĕччĕ. Пурте тĕлĕнĕччĕç, кам ачи ку тесен, çавăн ачи тейĕччĕç. Хăçан пысăкланĕ-ши вăл? Ун чух кăтартĕччĕ хăйне. Учитель пулĕччĕ. Ун чухне Манькка та, Карсук Гурийĕ те унран каçару ыйтĕччĕç. Ма телейсĕр-ши вăл? Мĕншĕн çапла çырнă-ши турри? Çук, вăл телейлĕ пулать. Чи телейли пулать.

Степан аллисемпе курăка тымарĕнченех çатăрласа тытрĕ, пуçне çĕклерĕ, куççуль витĕр тӳпенелле пăхса тинкерчĕ.

Эй, эс, Тура! Ырă пӳлĕхçĕм! Илтетĕн-и эс ăпа?

Çук, вăл телейлĕ пулать! Чи телейли пулать! Уссе çитсен, чи ырă, чи лайăх çын пулать! Амăшне те, ашшĕне те чи телейли тăвать! Ĕçлеме пуçлать те çурт лартать. Чи çӳллĕ, чи пысăк, ,чи хитре çурт. Вĕсене пурте пăхса ăмсанĕç ун чух. Ӑна хăйне те пурте ăмсанĕç! Ашшĕпе амăшне ăмсанĕç! Вăл телейлĕ пулать! Чи телейли!

Килне вăл чылай каç пулсан çеç çитрĕ. Амăшĕ яшка антарчĕ. Çăмах яшки. Качака сĕчĕпе юрчĕ. Степан пĕр-ик кашăк хыпрĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Амăшĕ нимĕн те шарламарĕ. Çывăрма выртсан кăна: «Аçуна ан çиллен, курайми ан пул. Аçу мар айăпли — пурнăç. Лайăх çын вăл, айăпĕ çук ун. Пурнăçĕ çапла килсе тухрĕ ĕнтĕ пирĕн. Çурт тăвас хуйхă пулмасанах намăса кĕрес çук та...» — терĕ.

— Анне, эпир мĕншĕп çавнашкалах чухăп пурăнатпăр? — шăппăн ыйтрĕ Степан.

Амăшĕ тӳрех хуравламарĕ. Кăштахран тин:

— Кам пĕлет ĕнтĕ ăна... Шăпи çапла çырнă-тăр пире. Вăрçăчченех çуртне лартнă пулсан, нушине унашкалах кураяс çукчĕ-и, тен? Ĕлкĕреймерĕç. Кайран ĕнтĕ аçу вăрçăран йывăрланса таврăнчĕ. Пĕччен вăй çитереймерĕм курăнать. Аслаçупа чипер, тĕрĕс-тĕкел пулнă пулсан, чиперех майлашăнса каяттăмăр пуле те...

Степан пĕлет, аслашшĕне Çĕпĕре пуç янă.

— Анне, асаттене мĕншĕн тытса кайнă пирĕнне? Атте калать: «Питĕ ăслă, вĕреннĕ çын пулнă», — тет.

— Лайăх çынччĕ аслаçу. Чунĕ ырăччĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах. Çын сăмахĕ айне турĕç пулинех ăна. Пăтрашуллăччĕ çав вăхăчĕ, пăтрашуллăччĕ. Турă пек таса çынна халăх тăшманĕ турĕç те...— юлашки сăмахĕсене питĕ шăппăн каларĕ амăшĕ, — пăтрашуллă пулмасăр... Çын ăмсанăвĕ, курайманлăхĕ тĕп турĕ пулинех. Йывăр тăпри çăмăл пултăр ĕнте. Кăмăллă çынччĕ пит. Калхуссем тума пуçласан, пĕтĕм пурлăхне калхуса кайса пачĕ те... Хăйсене валли нимех те хăварман тесе калаçкалатчĕç. Пурăнма та çак çурта куçрĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ЯрМаТ (2023-03-22 04:11:55):

Чылай пулманччĕ капла шухăшлаттаракан, куççуль кăларттаракан произведени вулани. Ачалла астăвап, 1990-мĕш çулсен вĕçнелле Çилçунат журнал анне çырăнса илетчĕ. Çавăнта ун чух Денис Гордеевăн "Çич çунатлă курак" повеçĕ пичетленсе тухнăччĕ. Хальхи пек астăвап мĕнле чунра тарăн туйăмсем çуратнине.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: