Телей çĕршывĕнче пулса иртнĕ инкек


Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр патша. Унăн арăмĕ тата пĕртен-пĕр хĕрĕ пулнă. Кермен йĕри-тавра улмуççисем ӳснĕ.

Çав улмуççисем çинче асамлă пан улмисем çитĕннĕ. Пан улмисен вăррисем вырăнĕнче пĕчĕк бриллиантсем пулнă. Чăнах та, çак çĕр-шыври халăхăн пурнăçĕ пыл та çу пулнă. Вĕсем хуйхă мĕнне пĕлмен, савăнса кăна пурăннă. Кунти чĕр чунсем те лайăх пурăннă, мĕншĕн тесен вĕсене никам та сиен кӳмен.

Анчах та пĕррехинче çак çĕр-шыва хуйхă пырса çапать, патшан пĕртен-пĕр хĕрĕ, Сарпи, çухалать. Патша хушу кăларать, «Кам та кам манăн хĕре тупать, çавна çур патшалăха тата хамăн хĕре качча паратăп». Патшалăхри пур каччă та Сарпие шырама тухса каять. Вĕсен хушшинче хресчен ывăлĕ Иван та пур. Иван, çула тухас умĕн, кутамкка хатĕрлет. Унта вăл апат-çимĕç, тĕрленĕ тутăр, çĕрĕ тата ал шăллипе супăнь чикет. Утсан-утсан Иван вăрмана çитет. Çав вăрманта юмăç карчăк пурăннă. Чи малтанах çакăнта кайма шутлать те хресчен ывăлĕ. Аран-аран унăн çуртне шыраса тупать. Анчах та çав çурт патне пыма май çук, мĕншĕн тесен йĕри-тавра шыв. Кĕтмен çĕртен Иван патне акăш ишсе килет. Çыран хĕрне тухсан вăл илемлĕ хĕр пулса тăрать. Хĕр Ивана калать, «Эпĕ сана çурт патне çитме пулăшăп. Эпĕ каллех акăш пулса тăрăп, эсĕ вара ман çине хăпарса лар, çирĕп тытăн, анчах та мана мăйран ан тыт, мĕншĕн тесе эпĕ каллех хĕр пулса тăрăп». Çак хĕр ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçлать Иван. Вăл хĕр-акăша тав тăвать, ăна тĕрленĕ тутăр парнелет. Иван пӳрте кĕрет. Унта вăл карчăка курать. Юмăç, Ивана курсанах, калать, «Эпĕ пĕлетĕп эсĕ мĕншĕн ман пата килнине. Эсĕ патша хĕрне шыратăн. Сарпие шуйттан хăй шăтăкне илсе кайрĕ. Вăл ăна хăйĕн арăмĕ тăвасшăн. Анчах та çав шуйттанăн арăмĕ пур. Эсĕ ăна çĕрĕ парнеле, вара вăл сана пулăшĕ». Çапла вĕрентсе ярать юмăç карчăкки Ивана. Хресчен ывăлĕ ăна тав тăвать, супăньпе ал шăлли парнелет. Юмăç вара Ивана пĕчĕк кайăк парать, «Вăл сана çул тупма пулăшĕ»,– тет. Çапла вара Иван пĕчĕк кайăк хыççăн утать. Нумай утать-и, сахал-и, кĕçех пысăк шăтăк патне пырса тухать. Шăтăкĕ питĕ тарăн пулнă, унăн вĕçĕ те курăнман. Иван çухалса каймасть. Кутамккинчен вĕрен кăларать те пĕр вĕçне йывăçран çыхса хурать, тепĕр вĕçне шăтăка пăрахать. Çапла вара вăл шăтăка анать. Кунта йĕп чиксен те куç курмасть. Аякра çеç пĕр çутă курăнать. Унталла утать те Иван. Кĕçех пӳрт патне çитет. Пӳрчĕ йĕри-тавра кăвайтсем çунаççĕ, унта та кунта çын шăммисем йăванса выртаççĕ. Мĕн пулать те мĕн килет тесе Иван пӳрте кĕрет. Пӳртре Сарпипе шуйттан арăмне асăрхать, хăй мĕншĕн килнине калать. Шуйттан арăмĕ калать, «Эпĕ сана пулăшăп. Шăпах халĕ шуйттан килте çук. Анчах та эсĕ мана уншăн эпĕ мĕн çинчен шутлатăп, çавна парнеле». Иван ăна çĕрĕ парнелет. Шуйттан арăмĕ савăнсах каять, Иванпа Сарпие киле çитме вĕçекен урхамах парать. Çапла майпа Иванпа Сарпи çут тĕнчене тухаççĕ, хăйсен çĕр-шывне çитеççĕ. Пĕтĕм халăх, чĕр чунсем те вĕсене савăнăçлăн кĕтсе илеççĕ. Патша та хăйĕн сăмахне тытать. Вăл Ивана çур патшалăхне тата Сарпие качча парать. Халĕ ĕнтĕ Иванпа Сарпи питĕ телейлĕ. Вĕсен телейне урăх никам та татмĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2016-02-24 21:17:15):

Телей çĕршывĕнчи пек инкексем ниçта та ан пулччăр, инкек тавраш пулсан Иван паттăрсем яланах тупăнччăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: