Хирте


Куçпа виçейми,

Вĕçне çитейми,

Хĕрри-йĕррисĕр

Ыраш хумханать.

Аслă тинĕс пек,

Канлĕх пĕлмест пек,

Ылтăн хумĕпе

Хумне хăвалать.

 

Лăпкăн вылятса,

Савса, юратса,

Тулли пучаха

Аш çил чуптăвать.

Çӳлтен, пĕлĕтрен,

Çутă хĕвелтен

Ылтăн тинĕсе

Хĕлхем тăкăнать.

 

Ана пуçĕнче,

Тымар ăшĕнче,

Вăрттăн путене

Парать сассине.

Ăна сăнаса,

Çӳлте ярăнса,

Çӳрет хурчăка,

Пăхать çĕр çине.

 

Асту, сăрт çинче,

Аслă çул çинче,

Тусан хускатса

Килет çавра çил.

Ана курнипе,

Хăйĕн уттине

Тăса пуçласа,

Васкать çуран çын.

 

Вăл çтан васкаса

Килне таврăнать?

Мĕнпе савăнса

Турра тав тăвать?

Мĕншĕн, мĕн пирки

Тути кулкалать?

Мĕншĕн ун чĕри

Сиксе вылянать?

 

Мĕншĕн çулпала

Çăмăл уткалать?

Мĕншĕн пулмалла

Пĕччен калаçать?

Мĕншĕн шăрăх та

Ăна сисĕнмест?

Тарĕ юхсан та

Ăна перĕнмест?

 

Мĕншĕн? Мĕн пирки?

Тен, эрех черкки

Ăна хумхатать?

Чунне тапратать?

Тен, ырă тăван

Йӳç сăрапалан

Хуйхăллă пуçа

Сыватса янă?

 

Тен, улпут-хуçа,

Паллă кăларса,

Мĕншĕн те пулин

Ăна мухтанă?

Тен, савнă хĕрпе

Ăшшăн тĕл пулса,

Савса, юратса,

Ăна чуптунă?

 

Хăйĕн ĕмĕтне,

Тен, ĕçе кĕртсе,

Ĕçе юратса

Савнăçлă пулнă?

Тĕрмерен тухса,

Çут тĕнче курса,

Тен, вăл савăнать,

Хăвăрттăн утать.

 

Çук, тĕрмерен мар

Килне вăл килет,

Эрехпе те мар

Чунĕ киленет.

Никам пĕр сăмах

Ăна каламан,

Улпут-хуçа та

Ăна мухтаман.

 

Хире вăл тухнă,

Хиртен таврăнать.

Тыррине курса

Чунĕ савăнать.

Тырри вăрман пек

Кайнă хунаса,

Ылтăн тинĕс пек

Ларать хумханса.

 

Унăн çавăнпа

Чунĕ савăнать,

Ăшă кăмăлпа

Тырра тав тăвать,

Пăртан хăтарма

Турра кĕлтăвать,

Пуйса ыр курма

Чунтан тархаслать.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: