Çырла татма кайсан


Пуш уйăхĕн варринче пĕр карчăкпа старикĕн хĕр çуралнă тет. Ăна Урине ят хунă. Кăтрарах хура çӳçлĕ те хăмăр куçлă хĕр ача яланах йăл кулса çӳренĕ.

Пĕррехинче вăл вăрмана кайсан хăйĕн пуракне миçе çырла кĕнине шутласа пĕлес тенĕ.

— Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Çырла шучĕ пинрен те иртрĕ — пуракĕ вара çаплах та тулмасть. Çырлисем ăçта кайса çухалаççĕ-ши? — тĕлĕннĕ Урине. Вăл тепĕр икĕ утăм тунă та çырла тĕнчине лекнĕ. Мĕн тĕрлĕ çырла çук-ши кунта?! Хĕрли, кĕренни, кăвакки, симĕсси, çавраки, чăмăркки, тăсăкли... Çи те çи. Хĕр ача кашнинех тутанса пăхнă, пĕри тепринчен тутлăрах, илемлĕрех...

Урине хăй те сисмен — çул çухатнă. Унталла та кунталла та чупкаланă вăл — çул çине тухайман. Кĕçех умра çырла керменĕ курăнса кайнă. Илемлĕ çурт умĕнче шур сухаллă пĕчĕк старик ларнă.

— Кам эсĕ? Мĕн туса çӳретĕн? — тĕпченĕ çавскер.

— Çултан çĕтсе кайрăм. Киле мĕнле таврăнмалла-ши? — пулăшу ыйтнă Урине.

— Сана, хĕрĕм, çырла патши çеç пулăшма пултарать, вăл çак керменте ларать. Манăн ыйтусене тĕрĕс хуравласан çеç эсĕ ун патне кĕме пултаратăн.

— Мĕнех, тăрăшса пăхăп, — килĕшнĕ хĕр ача.

— Çĕре 25 çине пайласан миçе пулать?

— Тăваттă.

— Ку çăмăл ыйту пулчĕ-тăр. Йывăртараххине парам-ха. Çирĕм пиллĕке вун пĕр çине хутласан миçе пулать?

— 275.

— Ку та çăмăл пулчĕ. Хурсем вĕçнĕ. Сунарçă пĕр хурне персе вĕлернĕ. Миçе хур юлнă?

— Пĕрре çеç, ыттисем вĕçсе тарнă, — каллех тĕрĕс хуравланă Урине.

Старик ăна патша керменне кĕме ирĕк панă. Анчах хĕр ача алăка уçайман.

— Хе-хе-хе! — кулнă «шур сухал». — Алăк айне тепĕр задача пытаннă. Санăн ăна та шутлама тивет.

— Пифагор теоремине тĕрĕс каласассăн эпĕ сана кĕртетĕп, — чĕриклетнĕ алăк.

Шкулта лайăх вĕреннĕ Урине теоремăна пĕр такăнмасăр каласа панă — алăк яриех уçăлнă. Кермене кĕрсенех хĕрача умне виçĕ енĕ те пĕр тан виç кĕтеслĕх тухса тăнă.

— Манăн пĕр кĕтесĕнче 60 градус пулсан тепринче миçе-ши?

— Паллах, утмăл!

Тавçăруллă хĕр ачана патша мухтанă, пытарнă мĕн пур çырлана тавăрса панă.

— Акă сана çырласем. 100 çырлине шутласа айккине хумалла, 101-мĕшĕ сана киле илсе çитерĕ, — тенĕ вăл.

Урине 101- мĕш çырлана айккине илсе хурсан вăл хăех куçма пуçланă. Хĕр ача çырларан юлман. Кĕçех вĕсем киле çитнĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: