Ах, ку арăма-а!
Çав кун та эпĕ хама пĕчĕккисем яланхи пекех хавассăн чĕвĕлтетсе кĕтсе илеççĕ пуль тенĕччĕ. Анчах та сас-чӳ илтĕнмерĕ, хăйсем те курăнмарĕç. «Ăçта мурта ку шăпăрлансем? - ун-кун пăхкаларăм ĕçрен таврăннăскер. - Мĕншĕн, хăнăхнă йăлапа, хирĕç чупса тухмарĕç?» Çапла шутлама ĕлкĕрнĕччĕ çеç, ваннăйĕнчен пĕчĕк çăмламас йытă йăтнă арăм мăрăлтатса тухрĕ:
- Ну, Бим, чăпăл турăм. Халь ĕнтĕ каçхи апат çисе паппа тумалли кăна юлать.
- Ку мĕне пĕлтерет, Васса? - ыйтрăм хама лăпкăрах тытма тăрăшса.
- Кçени, хĕр чухнехи тус-тантăшăм, тыттарса ячĕ. Укçасăрах! Сана мĕн, килĕшмест-им?
- Ачасем ăçта? - çиллĕме пытараймарăм эпĕ.
- Яла леçрĕм, - сулхăннăн тавăрчĕ мăшăрăм.
- Ма? Вĕсем мĕн, тăлăх-турат-им? Ашшĕ-амăш çук-им?
- Ман шутпа, вĕсене унта килтинчен лайăхрах пулать, Ваççа: ирĕн-каçăн ăшă сĕт, уçă сывлăш... Пит тунсăхласа çитсен шăматпа вырсарни кунсенче кайкаласа килĕпĕр... Халь чылайăшĕ çапла тăвать.
- Çын хыççăн эсĕ те шыва сикес тетĕн-и?
- Ну, пуçларĕ ĕнтĕ чăкăлташма! - шăртне тăратрĕ Васса. - Тепĕр тесен, ача-пăчашăн кăна мар, хамăршăн та пурăнмалла. Вĕсем, ӳссе çитсен, пурпĕр пире пăхас çук.
- Ку пăхаканни пулать ĕнтĕ, - йĕплерĕм арăма çăмламас çине сиввĕн пăхса. - Хамăр ватăлса халсăрлансан гастрономсем тăрăх чупаканни, чей вĕретсе ĕçтерекенни, апат пĕçерсе çитерекенни. Çапла штоль?
- Ан курнăçлан! Хальхи вăхăтра йытăсăр çынна никам та хисеплемест.
- Чăнах-и? Пĕлменччĕ...
Çапла перкелешрĕмĕр-перкелешрĕмĕр те юлашкинчен алла султăм: хăтлантăрах хăй пĕлнĕ пек, хĕрарăмпа çыхланиччен шуйттанпа çыхлан тенĕ.
Тепрехинче мана вăл нихçанхинчен ытларах тĕлĕнтерчĕ: çуç-пуçне арçынла кастарнă, тути-çăварĕпе куçĕсене сăрласа кăвакартнă, шалпар шăлавар тăхăнса янă. Кăкăрĕ таран çĕленĕ кĕске футболки айĕнчен çап-çара кавапи курăнса тăрать.
- Турăçăм! Эсех-и ку, Васса? - тăлĕнсе пăхрăм арăм çине.
- Ма?
- Ара, сана паллама та çук.
- Мĕн, катемпи тесшĕн-им? - хускалса кайрĕ мăшăрăм. -Тепĕр арçын мухтанă пулĕччĕ, эсĕ вара... Асту, кĕтсе илĕн санран, тĕп сакай шапинчен, ăшă сăмах!..
Пуçланнă мыскара çакăнпах вĕçленмерĕ-ха. Темлерен эпĕ ĕçрен ытти чухнехинчен каярах юлса таврăнтăм. Шалу пекки илнĕччĕ те, çывăхри кафе-бара кĕрсе пĕр-икĕ курка сăра хаплаттартăм. Ун умĕн юлташсемпе пĕрле лешне, çуттине, пĕр стакан упĕнтернĕччĕ... Кăмăл уçă, юрлас килсех тăрать саççим. «Ырра мар савăнăçпă эп паян, - шутлатăп килелле утнă май. - Тем амакĕ сиксе тухман пулсан юрĕччĕ».
Çитрĕм. Пусрăм шăнкăрав тӳмине. Кĕçех çурма уçă алăкра çӳçне-пуçне пăрçа улăмĕ пек сапаласа янă ӳсĕр арăм курăнчĕ:
- Мĕн кирлĕ?
- Епле «мĕн кирлĕ»? - тетĕп тĕлĕнсе те тарăхса. - Кил кирлĕ! Пăрăн...
- Çиччас пăрăнтарап! Лайăххăн шăхăртса ярсан шивă-тва тăна кĕретĕн. Ха, кил кирлĕ ăна... Кирлĕ тĕк, кай! Кам кăкарса лартнă сана, утнă çĕртех тĕлĕрекен тăманана, ку хваттер алăкĕ умне? Кам чĕр-çилам тытса тăрать?
- Ан аташ-ха, Васса, тăна кĕр.
- Эп аташман, эсĕ ху аташса çӳретĕн, анкă-минкĕ сурăх!
- Итле-ха эс, саккуннăй упăшкуна та палламастăн штоль? Ваççа эп, Тилĕ Ваççи!
- Маншăн хăть кашкăрăн пул - пурпĕр кĕртместĕп. Танкăлтатах ăçтан килнĕ çавăнта!
- Пастай-ха, Васса, ан хуп-ха... Вунă çул пĕрле пурăнса мĕн тунă эп сана? Пӳрнепе тĕкнĕ-и, усал сăмахпа кӳрентернĕ-и?
- Авă мĕн! Çапайманшăн-кӳрентерейменшĕн кулянатăп пулать-ха эппин. Çаптарăп эп сана, сысна каçанне!
- Тăна кĕр, Васса, чипер калаç. Е... урăх арçын тупса яма ĕлкĕртĕн-и?
- Ĕлкĕртĕм! Вара мĕн? Тата хăçанччен санпа, тăн-тан путекле, тертленсе пурăнмаллачĕ ман?
- Апла иккен-ха... Анчах, хваттерпе ачасене мĕнле пайлăпăр?
- Мĕн пайламалли пур унта? Ачусем - санăн, хваттер - манăн.
- Епле санăн? Ордерне кама панине манса кайрăн-им?
- А кам чупрĕ уншăн? Хам тăрăшман пулсан паян кунчченех частнăй хваттерсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреттĕнччĕ-ха. Так штă, тасал кунтан!
- Çитет шӳтлесе, Васса. Эп мĕн, саншăн çурăк калуш-им?
- Вăт-вăт! Шутсăр лайăх каларăн, чăннипех çурăк калуш эс: леш, тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа çуп-çап ещĕкне вăркăнтармалли! - Çавăнтах шалалла кăшкăрчĕ: - Пракух! Прокопий Митрофанчă!
- Мĕн, чĕкеçĕм?
- Кил-ха кунта!
- Çиччас...
Кĕçех арăмпа юнашар юман кĕреш пек тĕреклĕ арçын пырса тăчĕ.
- Кам ку? - ыйтрĕ сӳрĕк куçĕсене ман çине тĕллесе.
- Пĕлмесп. Йăнăшпа килсе çакланнă-тăр...
- Чарăн камитленме, Васса! - ирĕксĕрех сассăма хăпартрăм эпĕ. - Эп хам хваттерех килнĕ, тăван йăвана. Ку вăт мĕнле качака таки? Ăçтан килсе çакланнă кунта?
- Манăн çĕнĕ упăшкам! - мăн кăмăллăн лаплаттарчĕ арăм тени.
- Эпĕ... эпĕ кам вара? Мана ăçта хурас тетĕн?
- Сана-и? Сана - «Утильсырьена»!
- Колун эс! - ахăлтатрĕ арăма пилĕкрен ыталанă каска. - Мăка кусар! - Çавăнтах, алăка яри уçса, мана кăкăртан çатăрласа тытрĕ. - А ну, марш кунтан! Унсăрăн çиччас пиллĕкмĕш хутран пуç хĕрлĕ чăмтарап!
Мĕн тăвас тен, çаврăнтăм та утрăм аялалла. Çӳлтен арăм лĕхлетни илтĕнчĕ:
- Ан кӳрен, Ваççа! Мода халь çакнашкал - арăмсемпе упăшкасене улăштарас йăла...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...