Килчĕ, çитрĕ кĕр кунĕ
Килчĕ, çитрĕ кĕр кунĕ:
Сулхăн, йĕпе-сапа…
Пур-шим çанталăкăн чунĕ,
Халь вăл мĕнле сăхпа?
Çулçă ӳкет, сар çулçă,
Çулçă вĕçет ĕлккен!
Темшĕн салхуллă куçăм
Кĕр кăмăлпе иккен.
Пылчăклă, çумăрлă кунăн
Пур хăй илемĕ те.
Тен, йăпану çеç тупăн
Çын юратман кĕрте.
Станьял (2022-04-08 10:02:11):
Вячеслав! "Шурё юрлё" (Белым снегом) юрра эс пит аван кусарнё. Чёвашла юрланине вырёслисенчен ытларах килештеретёп. Маттурсем!
Манра сан кёнекусем пулмарёс, сав начар. Сана университетранпах асра тытатёп. Каялла чакманшан мухтатёп.