Шыва путнă хĕр


— Катя, — чĕнет амăшĕ хĕрне, — ытла та шăрăх пулса кайрĕ, Пилешкасси енчен пĕлĕтсем те килнĕ пек туйăнать, каç енне çумăр та çăвĕ, утта тухса пуçтарар пулĕ, аçуна кĕтер мар.

Иккĕшĕ пахчана тухрĕç, яланхи пекех шăкăл-шăкăл ĕçлерĕç, утта хăвăртах пуçтарса пĕтерчĕç. Кӳршĕре пурăнакан Полинăсем те утă пуçтараççĕ иккен. Полина асламăшĕпе çеç ĕçленине курсан Катя вĕсене кайса пулăшма шухăшларĕ, Полинăпа иккĕшĕ юлташсем вĕт. Катьăн амăшĕ те пĕрле пычĕ. Йышпа ĕç часах пĕтрĕ. Ĕçлесе ывăннă тата тарланă хĕрсем йывăç айне пырса ларчĕç.

— Эсĕ ма, Кĕтерук, хăвăн тутăрна мăйăнтан салтмастăн, шăрăх вĕт, — терĕ те кӳршĕ хĕрĕ тутăрне туртса илесшĕн пулчĕ. Катя Поля тутăра салтса илесрен хăраса ялтах сиксе тăчĕ. Чăнах та, Катя юлашки икĕ уйăх хушшинче тутăрне пĕрре те салтмарĕ, темле шăрăх пулсан та. Мăй çине икĕ енчен те темле хĕрлĕ мăкăльсем тухса ларчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пысăкланнă пек туйăнчĕç ăна, анчах ыратнине сисмерĕ. Амăшне калама та тăхтарĕ Катя, ыратмасть пулсан иртсе кайĕ-ха тесе шутларĕ.

Кӳршĕ хĕрĕ ним пулман пек малалла чĕвĕлтетрĕ:

— Айтăр шыва кайса кĕрер, — терĕ вăл Катьăна, — кӳршĕри хĕрсене чĕнетпĕр те.

Пĕр урамра пурăнакансем пурте килĕшрĕç Çавал хĕрне кайма, ара, камăн çак шăрăхра шыва кĕрсе уçăлас килмĕ. Пĕр Катя кăна турткаланчĕ, шыва кĕнĕ чухне тутăра салтмалла пулать вĕт, вара пурте кураççĕ. Кĕтерукăн юлташĕсем ушкăнпах утрĕç Çавал хĕрне. Катя вĕсем хыççăн ăмсанса пăхса юлчĕ, унăн та питĕ çăвăнса уçăлас, çăвăнса тасалас килетчĕ. Кăшт ларнă хыççăн мĕн шухăшларĕ-ши вăл, алшăлли илчĕ те çыран хĕрне утрĕ. Ыттисем кĕнĕ çĕре каймарĕ вăл, хăва леш енчи вырăна суйласа илчĕ. Ку вырăнĕ лайăх вырăнах мар ĕнтĕ, кунта виçĕ çул хушшинче икĕ ача путса вилнĕ, пурпĕрех шикленсе тăмарĕ вăл. Хăйĕнпе кун пек инкек пулма пултараймасть тесе шутларĕ. Майĕпен хывăнчĕ, мăйри тутăрне те салтрĕ, вара таса та уçă шыва пилĕк таран кĕрсе тăчĕ. Ырă та иккен шăрăх çанталăкра шыва кĕме! Хĕр ишсе киленме шутларĕ. Авăр çаврăнакан вырăна пырас мар-ха тесе шутларĕ вăл, çавăнпа та тăвалла ишсе хăпарчĕ. Чипер ишнĕ çĕртех тем пулчĕ-çке, тăруках урана шăнăр туртса лартрĕ, Катя урине вылятас тесе тăрмашрĕ, çав вăхăтра вăл вăйлă шыв юххине лекрĕ. Ку ахаль шыв юххи пулмарĕ иккен — Катя авăра лекрĕ, карусель çинче çаврăннă чухнехи пек çавăрттарчĕ ăна авăр, çавăрттарчĕ те майĕпен аялалла туртса анса кайрĕ. Катя пуçĕнче çиçĕм пек хăвăртлăхпа шухăш вĕçсе илчĕ: «Мĕн туса хутăм эпĕ, пĕтрĕм вĕт!?» Аялалла анса пынăçемĕн кăкăр шăммине те, пуçа та шыв хĕссе хучĕ. Çав вăхăтра Катя тарăннăн сывласа ячĕ… «Мĕнле-ха, эпĕ чиперех сывлатăп, шывпа чыхăнса та каймарăм», — асапланса шухăшларĕ Катя. «Ку манăн мăй çинчи мăкăльсемпе çыхăнман пулĕ те?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ вăл. Унтан хăйĕн çемçе аллисемпе мăйне тытса пăхрĕ. Унăн шухăшĕсем тĕрĕсех пулчĕç: халĕ унта мăкăльсем мар, сухасем ӳссе тухнă. Катя ирĕклĕнех шыв айĕнче ишсе çӳрерĕ, кăштахран çыран хĕррине тухса ларчĕ. Унта никам та çуккине курсан кăштах ларма шутларĕ, анчах та нумай лараймарĕ, сывлăш çитменнипе антăхма пуçларĕ. Йăпăр-япăр çыран хĕрринче выртакан япалисене пуçтарчĕ те шыва чăмрĕ — яланлăхах.

Ялта каçхи шăплăх хуçаланать. Катьăн амăшĕ паçăрах канăçне çухатнă. Полина патне виçĕ хут та çитсе килчĕ, кӳршĕри ытти ачасенчен те пуринчен те ыйтса тухрĕ, пурин те пĕр хурав пулчĕ: «Курман, Катя пирĕнпе пĕрле шыва кĕме пыман». Тепĕр кунне водолазсене чĕнсе илчĕç, анчах вĕсем те нимĕн те тупаймарĕç. Мĕнле-ха капла, япалисем те пулин пулмаллах-çке?

Ял çыннисемшĕн ку питĕ йывăр хыпар пулчĕ. Чăнах та, таса мар вырăнах ĕнтĕ çавăнта, пачăшкă илсе килсе тасаттармаллах текен шухăш тепре вăй илсе çирĕпленчĕ. Ял çыннисемшĕн хыпарĕ питĕ йывăр пулчĕ те, анчах амăшĕ чухлĕ никам та хыпса çунмарĕ пуль çав. Вăл кашни кунах çыран хĕрне анать, пĕртен-пĕр юратнă хĕрне çапла тăруккăн çухатнине ĕненмесĕр, ăна шыраса тупас шанчăкпа пурăнать. Пĕр каçхине вăл çапла çыран хĕрне анчĕ, лăпкă хумсемпе йăлăнса калаçрĕ, хăйне пулăшма ыйтрĕ. Çук, чĕнмеççĕ, хумсем, вĕсем яланхи пекех шăпăлтатса ирте-ирте каяççĕ, алă çеç сулса хăвараççĕ. Куççулĕпе чылайччен çăвăнчĕ амăшĕ, унтан кăтăш пулчĕ. Хăйĕнпе юнашар хĕрĕ пырса ларнине те сисмерĕ вăл, Катя хăйне ыталаса илсен çеç вăранса кайрĕ. Малтан ку пĕтĕмпех тĕлĕк тесе шухăшларĕ. Хăйĕнпе юнашар ларакан хĕрĕ калаçма тытăнсан çеç ку тĕлĕк маррине ăнланса илчĕ. Катя ăна мĕн пулса иртнине каласа пачĕ, анчах вăл нумай лараймарĕ, сывлайми пулса пычĕ, хăйĕн çак самантрах каялла таврăнмаллине каларĕ. Амăшĕ ăна ярасшăн пулмарĕ, тытса чарма тăрăшрĕ, анчах та хĕрĕ сывлăшсăр антăхнине курсан ăнланчĕ: Катьăн каймаллах. Амăшĕ хĕрĕ каялла таврăнасса çĕрĕпех кĕтсе ларчĕ, анчах Катя каялла килмерĕ. Ирхине амăшĕ яла таврăнчĕ. Хăй мĕн курнине никама та каламарĕ, кам ĕнентĕр-ха ăна?

Çакăн пек виçĕ çул иртрĕ. Ялтан пĕр ушкăн ача Çавал хĕрне шыва кĕме анчĕ. Часах вĕсен шавĕ шыв шампăлтатнипе хутшăнса кайрĕ. Петĕр пиччесен кĕçĕн ывăлĕ Ваççа юханшыв варрине ишсе çитнĕччĕ, тăрук вăл а-а-а! тесе çухăрса ячĕ. «Пулăшăр! Пулăшăр!» тенĕ сасăпа пĕрле Ваççа шыв айне анса кайрĕ. Ачасем хăранипе шари! те шари! çухăраççĕ. Пĕри те тепри: «Путрĕ!.. Анса кайрĕ!.. Ваççа-а-а!» — тесе кăшкăраççĕ. Çав вăхăтра тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ. Ваççашăн хăранă ачасем юхан шыв варринелле пăхса шавланă вăхăтра çыран хĕррине Ваççана çĕкленĕ Катя тухрĕ. Тахăшĕ пĕри çакна асăрхарĕ, «Пăхăр-ха, пăхăр» — тесе кăшкăрса ячĕ. Катя Ваççана хăйăр çине хучĕ те хăвăрттăн шыва кĕрсе çухалчĕ. Ачасем пурте Ваççа патне чупрĕç. «Кам? Мĕн?» — тесе ыйтаççĕ вĕсем унран. Ваççа нимĕн те калама пултараймарĕ.

Ялта çак ĕç çинчен нумай калаçрĕç, çапах та тупсăмне тупаймарĕç. Катьăн амăшĕ çеç çак вăрттăнлăха пĕлсе пурăнчĕ.

Пурнăç малаллах шăвать. Çулсеренех Катя шыва кĕме килекен ачасене пулăшса пурăнать. Унтанпа çак вырăнта урăх шыва путакан пулмарĕ. Хĕрĕ çынсене пулăшса, ырă туса пурăнать текен шухăш Катьăн амăшне хăйĕн пысăк çухатăвне тӳссе пурăнма вăй парса тăрать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-23 19:57:26):

Мана килĕшрĕ. Шел, кая юлса çитрĕ — конкурса хутшăнмасть.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: