Хресчен, вăран ыйхăран...


Хресчен, вăран ыйхăран,

Санăн мĕншĕн тертленес?

Харам пыртан ан хăра,

Пĕрле пулса пĕтерес.

 

Чулçă-и эс е хресчен —

Телейӳшĕн çĕклен эс.

Пĕрле пулса пур ĕçчен

Кĕрешĕве çĕкленес.

 

Килĕр, пĕрле пухăнса, —

Сире чĕнет çĕнĕ вăй.

Алă парăр савăнса,

Пĕрлешнĕ вăй — çĕнĕ вăл.

 

Хресчен, саншăн çул уçă —

Çитĕ сана тертленме!

Ĕçлекен сан çул пуçĕ —

Тимĕр сăнчăр татăлĕ!

 

Хресчен, вăран ыйхăран,

Санăн камшăн тертленес?

Харам пыртан ан хăра,

Пĕрле пулса пĕтерес.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Андрей (2008-11-23 14:15:54):

Варанна куранать. Перле пуласси, пусмара петересси - шап та лап сава кирле пулна.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: