Вутăллă пулчĕç
Ĕлĕк-авал пурăннă тет карчăкпа старик. Вĕсен виçĕ ывăл пулнă тет. Микулай чи тăнли пулнă. Сашук вăтам ăслă пулнă. Йăван вара ухмах тет. Вĕсен пĕррехинче хĕлле вутă пĕтсе ларнă тет. Вара вĕсем вутта кайма шут тытнă.
Микулай малтан кайрĕ, вутă тупаймарĕ. Кашкăра курчĕ те каялла таврăнчĕ. Мĕншĕн тесен вăл питĕ хăраса кайнă, хăранипе такăна-такăна чупать тет. Хыççăн Сашук кайрĕ — вăл та тупаймарĕ тет. Вăл упа курнă, упа ăна хăваланă. Сашук спортсменран хытă чупать тет, йывăçсем хыçне пытанать тет.
Йăван кайрĕ. Вăл та кашкăра та, упана та курчĕ тет. Пĕтĕм вăйран шăхăрса ячĕ тет, кашкăрпа упа хăраса кайрĕç. Чупса тарчĕç. Йăван пысăк купа вутă йăтса килнĕ. Пурте савăнса кайнă. Çапла вара вĕсен вутă пĕтмен.
Чиперех хĕл каçрĕç. Кĕçех çуркунне те иртсе кайрĕ. Çу çитрĕ. Вăрманта çырла пиçме пуçларĕ. Микулай, Сашук тата Йăван çырла татма çӳреççĕ.
— Ачасем, паян çырла татма ан кайăр, çумăр пулать, — тет амăшĕ. Ывăлĕсем итлемерĕç, пурак йăтса çырлана кайрĕç. Çур карçынкка татнăччĕ — çумăр тăкса ячĕ. Киле çитиччен йĕп-йĕпех пулчĕç! Амăшĕ тĕрĕсех каланă иккен!
Тепрехинче ывăлсем кăмпана кайма пуçтарăннăччĕ.
— Ачасем, паян кăмпана ан кайăр, сывлăм ӳкмен, — тет амăшĕ.
Ку хутĕнче те амăшне итлемерĕç, вăрмана кайрĕç. Таçтан кăн-кăвак пĕлĕтсем сиксе тухрĕç. Çумăр çăвасшăн. Микулайпа Сашук йывăç айне лăпчăнчĕç. Йăван пĕр çӳллĕ хыр тăррине хăпарса кайрĕ. Пĕлĕте вĕренпе çыхса лартрĕ, тарăннăн сывласа илчĕ, пĕтĕм вăйран шăхăрчĕ. Хура пĕлĕт хăраса кайрĕ, тарса çухалчĕ.
Йăван сиксе анчĕ. Пиччĕшĕсем савăнсах кайрĕç, пураксене тултарса киле таврăнчĕç!
Admin (2008-11-22 14:45:51):
Харкамăн ячĕ Йăван пулни — вырăс юмахĕсен витĕмĕ курăнать...
Чĕлхине якатсан, шухăшне тӳрлетсен (юмахра виçĕ ывăл вутта кайнине çеç хăварсан) — 5-мĕш класа çӳрекен ачашăн чаплă юмах пулĕччĕ. Содержанийĕ те питĕ типĕ. Микулай вăрмана кайса килнине сăнламашкăн автора виçĕ предложенипех çырлахнă. Хайлав ячĕ вутта кайни пирки — юмахĕнче вара виçĕ пиччĕш вутта та, çырлана та, кăмпана та çӳреççĕ.
Vyacheslavna (2008-11-29 18:18:09):
Калавçă вулакансене ачасен амăшне итлемелле тесе каласшăн пулнă, шухăшне вĕçлесе çитереймен.Юмахсенче çемьери виççĕмĕш ачи яланах маттур пулать. Кольăн та çапла.