Тĕлĕнтермĕш япала
Тĕлĕнтермĕш япала
Куртăм эпĕ каçпала —
Çурçĕр енчи кăнтăрта
Хĕвел тухать шăранса.
Хĕвел тухнă-тухманах
Уйăх тухрĕ ярăнса.
Хĕвел патне çитсенех
Кайрĕ таçта çухалса.
Çухалчĕ те таврара —
Тĕлĕнмелле япала
Тухса тăчĕ самантра
Çăлтăр ташши ман умра.
Алтăр Çăлтăр саккăрла
Тапăртатать тупата.
Çурçĕр Çăлтăрĕ вара
Тухмасть ташша ярăнса.
Пысăк Анчăкĕ пăхса
Шалтах кайнă аптраса,
Вĕрме уçнă çăварне
Хупма маннă ахăртнех.
Куçа уçса хупрăм та
Тепре пăхрăм тӳпене
Тĕлĕнмелле ĕçсене
Курнă иккен тĕлĕнсе.
Тухрăм эпĕ урама, ыйăхăмран уçăлма,
Вĕçет унта халь пакша,
Пухать мăйăр тăмана
— Хĕл çитет, — тет вăл мана.
Пăхрăм та çырманалла
Ишет унта Хураçка,
Ляв-ляв вĕрет çăрттан та —
Кĕртмест шыва хураха.
Энтри (2008-11-22 21:56:33):
Питĕ интереслĕ сăвă. Вĕçне кăна тем çăтса, пăчăртаса пĕтернĕ.
Мана питĕ килĕшрĕ.