Карчăкпа старик


Пурăннă карчăкпа старик. Вĕсен пулнă кушакпа йытă. Кушакĕ хитре, пысăк пулнă. Йытти те хитре пулнă. Карчăкпа старик ăна шурăпа хура тĕслĕ пулнăран Улашка тесе чĕннĕ. Улашка питĕ ăслă йытă пулнă, хуçисене пулăшма тăрăшнă. Кушакĕ вара выляма юратнă, аркатасшăн кăна пулнă.

Карчăкпа старик пасара кайнă чухне кушакпа йытта кил сыхлама хăвараççĕ.

— Кил-çурта лайăх сыхласан сире тутлă апат илсе килсе çитеретпĕр.

Кушака пулă, йытăна — аш илсе килсе çитерме шантараççĕ.

Йытăпа кушак савăнсах каяççĕ. Анчах та карчăкпа старик тухса кайсанах кушак пӳрте кĕрсе хăйма çисе ярать, сĕтел çинче ларакан апат-çимĕçе урайне тăкать, хăй уншăн питĕ савăнать.

Карчăкпа старик пасартан килеççĕ. Пӳрте кĕрсен карчăк кайса ӳкет. Пасара кайиччен пĕçернĕ кукăль, пĕремĕк, аш-пăш урайĕнче выртнине курсан хăрасах каять.

Кушак ăна курать, йăпăлтатса пырса çапла калать:

— Ăна Улашка турĕ, — тет.

Карчăкпа старик çилленсе каяççĕ те Улашкана килĕнчен хăваласа яраççĕ.

Кушакĕ питĕ савăнчĕ. Вăл çемçе вырăн çинче мăрлатса çывăрать, хуçисем илсе килнĕ пуллине те, ашне те пĕчченех çисе ярать.

Çапкаланса çӳрекен йытта ачасем кураççĕ.

— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн куççуль тăкатăн?

Улашка чĕнмест, чĕтресе кăна нăйкăшать.

— Кам сана кӳрентерчĕ?

Улашка вĕсене хăйĕн хуйхи пирки каласа пачĕ. Ачасем Улашкана апат çитереççĕ те ăна карчăкпа старик патне илсе каяççĕ. Йытти хуçисене тĕрĕссине каласа ăнлантарать. Карчăкпа старик кушака питĕ хытă ятлаççĕ.

Кушак хăйĕн айăпне ăнланать, каçару ыйтать.

Çавăнтанпа карчăкпа старик, Улашка тата кушак питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2008-11-26 20:09:26):

Эпĕ конкурса арçын ача хутшăннине яланах мухтатăп. Хĕрсем конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ. Арçын ачасем хутшăнасшăнах мар.Кушак хăй айăпне ăнланнă, ачасем йытăна пулăшнă.Веçех йĕркеллĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-12-03 21:02:21):

Пĕрремĕш утăм япăх мар. Иккĕмĕшне тусан, тен, вырăн та парăпăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Алена (2011-11-07 08:42:54):

эпе 9-меш класра веренеп эп веренсе тухсан шупашкара кайап

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: