Интаплата
Пĕррехинче япăх вĕренекен Коля урока вăтăр минут кая юлса килчĕ. Класс руководителĕ ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ:
— Ăçта пулнă-ха эсĕ? Каллех çывăрса юлтăн-и?
Айăпа кĕнĕ Коля:
— Çу-у-у-к! — тет сăмаха юриех тăсса.
— Мĕн пулнă санпа? — татах тĕпчет учитель.
— Пĕлетĕр-и, эпĕ шкула килнĕ чух аслати авăтма, çиçĕм çиçме пуçларĕ. Эпĕ çул айккинчи йăмра айне тăтăм. Манран инçех те мар темскер йăлтăртатса илчĕ. Хăранипе куçа хупрăм. Çапла тăрса мĕн чухлĕ вăхăт иртсе кайнине астумастăп. Куçа уçрăм та — эпĕ халиччен курман этем евĕрлĕ чĕр чун тăра парать ман умра. Хам куçа хам ĕненместĕп. Тĕлĕк куратăп-и эпĕ? Е чăн-и ку?
— Кайса курас килет-и пирĕн тĕнчене? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ вăл манран. Эп хăранипе сисмесĕрех юрать тесе каласа ятăм.
Вара ют планетăри чĕр чун мана хăйĕн турилкке евĕрлĕ карапне кĕртсе лартрĕ те, эпир вĕçсе кайрăмăр.
Пиллĕк таран та шутласа ĕлкĕреймерĕм — вĕсен планети çине анса та лартăмăр. «Ку мана вĕлерме илсе килчĕ-ши? — çиçсе илчĕ пуçра шухăш.
— Эй! Мĕн пулать те, мĕн килет. Курса юлам-ха пĕрех хут вĕсем мĕнле пурăннине».
Инопланетянин мана чи малтан хăйĕн çемйипе паллаштарас терĕ. Унăн арăмĕпе ачи пур. Ачи, ашшĕ темскер каланă хыççăн, ман пата пычĕ те пуçне пĕкрĕ. (Эпĕ каярах çакна пĕлтĕм: вĕсен йăлипе ку — санпа паллашас килет тенине пĕлтерет.) Эпĕ ăна ал патăм. Вăл Интаплата ятлă. Çак ят пирĕн чĕлхепе интереслĕ, талантлă, пултаруллă, лайăх, аван ача тенине пĕлтерет иккен. Ачи çӳллĕскер, манран икĕ хут пысăк. Виçĕ пӳрнеллĕ алли вăрăм, чĕр куççирен те иртет. Кавăн пек çаврака пуçĕ вăрăм та çинçе мăйне мĕнле авса лартмасть-ши. Ӳчĕ сип-симĕс. Куçĕ хуп-хура. Сăмси пирĕн сыснанни пек. Хăлхи вырăнĕнче 10 пус пысăкăш кăн-кăвак пăнчă. Хăй çутă кĕмĕл тĕслĕ комбинезон тăхăннă. Вăл Таланта планета çинче чи ăслă ача.
Сасартăк Интаплата мана хăйĕн виçĕ пӳрнеллĕ аллине пачĕ те, эпĕ ăна çавăтрăм. Хам чĕтресе пыратăп.
Акă вăл хăйĕн тĕнчипе паллаштарма пуçларĕ. Мĕнле интереслĕ вĕсен тĕнчи! Тӳпе — симĕс тĕслĕ, шыв — хĕрлĕ, çĕр — сарă, сывлăшĕ — çĕр çинчи тĕтре пек. Тепĕр тĕлĕнтермĕш япала куртăм эпĕ вĕсен тĕнчинче. Урокра итлеменнисене, вĕренӳре юлса пыраканнисене, йĕркене пăсаканнисене пĕр пӳлĕме «вĕрентме» илсе каяççĕ. Мана та унта илсе кайрĕç. Цилиндр евĕрлĕ пӳлĕме илсе кĕрсен хăраса ӳкрĕм. «Сыв пул, Çĕр çинчи çут тĕнче, тăван атте-анне,» — хăраса пăшăлтатрăм эпĕ. Чи варринче шурă-шурă çавра кабина ларать. Унтан инçех мар йĕпкĕн хура комбинезон тăхăннă робот ларать. Айăпа кĕнĕ ачана çав кабинăна вырнаçтараççĕ, робот хăйĕн ĕçне пуçăнать: вĕренекен пĕлĕвне тĕрĕслемелли ыйтусем парать. Пĕлӳ кирлĕ шайра пулмасан робот ăна 1-мĕш хутĕнче асăрхаттарса çеç хăварать, ачана тӳрленме шанăç парать. Кунта тепĕр хут лексен вара — каçару пулмасть. Ашшĕ-амăшĕнчен ĕмĕрлĕхе уйрăлма тивет. Ачана вĕренме урăх çĕре илсе каяççĕ, вара унта вĕсене роботсем вĕрентеççĕ. Манăн хăранипе çӳç-пуç вирелле тăчĕ. «Хама çуратса ӳстернĕ атте-аннерен пахи никам та çук. Вăсем манăн пурнăçăмри чи çывăх çыннăмсем. Епле пурăнăп-ха ĕмĕр вĕсемсĕр. Çук. Эпĕ атте-анне ăшшисĕр пурăнаймастăп. Вĕсем килте мар чух манăн сывлăш та тухмасть, куç та курмасть, апат та анмасть, — шухăшласа илтĕм эпĕ. — Манăн ку кабинăна лекес марччĕ. Эх, Çĕр çине каялла лекес пулсан, тăрăшса вĕренĕттĕмччĕ, урока кая юлмăттăмччĕ, атте-аннене тата ытларах хисеплĕттĕмччĕ.»
Эпĕ çапла шухăшпа айкашнă вăхăтра Интаплата сăмах хушрĕ:
— Халĕ сана хамăн компьютера кăтартатăп.
Интаплата мана хăйĕн пӳлĕмне илсе кайрĕ. Вăл компьютер умне ларчĕ те хамăр пĕлĕве тест йĕркипе тĕрĕслеме сĕнчĕ. Маншăн чи йывăр ыйтусем, уншăн чи çăмăллисем пулчĕç. Мана, эпĕ япăх вĕренекен ача пулнăшăн, çав тери намăс пулчĕ. Интаплата мана каялла Çĕр çине кайса ямасть ĕнтĕ тесе пăшăрхантăм.
— Шкулта тăрăшса вĕренĕн-и, урока кая юлса çӳремĕн-и? — çирĕппĕн ыйтрĕ вăл.
Эпĕ, намăс курнăскер, паллах, тарăшуллă пулма сăмах патăм. Вăл вара мана Çĕр çине çитерме килĕшрĕ.
Çула тухиччен Интаплата мана ыр сунса парне пачĕ. Çутă шар евĕрлĕ япалана малтан алла илме те хăраса тăтăм. Интаплата мана парнине алранах тыттарчĕ. Эпĕ шала пăхрăм та — унта будильник. «Тавтапуç,» — терĕм шăппăн.
Пĕрре куç хупса илнĕ çĕре Çĕр çинче, шкул умĕнче пулса тăтăм. Хăвăртрах класа чупса кĕтĕм. Акă халь сирĕн умăрта тăратăп.
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Ĕненместер-и? — портфельне ухтарчĕ Коля. — Акă будильник!
Ача аллинчи сехет йăлтăртатса çеç тăрать, тĕлĕнмелле хитре. Ун пекки тĕнчере урăх çук та пуль. Ачасем çăварĕсене карса пăрахрĕç.
— Лидия Николаевна, тархасшăн, каçарăр мана. Эпĕ тек пĕр урока та кая юлмăп. Япăх вĕренсе класа каялла туртмăп, класс чысне ямăп!
Шăнкăр-р-р-р! — янăраса кайрĕ шăнкăрав.
Admin (2008-11-23 15:12:47):
Мана килĕшрĕ. Шухăшне те лайăх уçса панă.
mixailovna (2008-11-27 15:29:30):
Япăх теместĕп, анчах хăшпĕр калавсене вуласан содержанийĕпе е кино курнă, е ӳкерчĕк тăрăх сочинени çырни аса килет. Каçарăр, хаклавне параймастăп.