Юманпике


Çеçенхир варринче пулнă йывăç хула. Хула йĕри-тавра çӳллĕ хӳме тытса çавăрнă. Хулан пĕр енĕпе пысăках мар çырма юхса выртнă, тепĕр енĕпе çӳллĕ те чăнкă çыранлă шыв сарлакан чӳхенсе тăнă. Ку хулара паллă ăстаçăсем, маттур çар çыннисем, хăюллă яшсем йышлă пулнă. Хула халăхĕ анлă шыв тăрăх анаталла та тăвалла тĕрлĕ ĕçпе çӳреме юратнă. Хулана таврăннă чухне чăнкă çырана тăватă уран упаленсе хăпарасси те вĕсене пĕрре те хăратман.

Çак хулара çамрăк арăм пурăннă. Вăл алă ĕçĕпе паллă пулнă. Çар ялавĕсем тĕрленĕ. Тĕррисем пĕринчен тепри çав тери илемлĕ пулнă. Çар çыннисене çапăçура хавхалантарнă. Унăн тĕррисем çĕнтерме пулăшнă, телей кӳнĕ. Уншăн ăна телейлĕ Юманпике тесе чĕннĕ.

Пĕр çурхи кун çамрăк арăм шурă пир тĕртме ларнă. Шурă пиртен ачисене кĕпе, çар çынни мăшăрне — çирĕп кĕпе, хăй валли пысăк тутăр, уявсенче хул пуççи çине çакса çӳреме тĕртсе хатĕрленĕ. Тутăрне пурçăн çипсемпе, тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ. Алла çемçе, куçа илĕртӳллĕ пулнă çав тутăр. Пăхсан чун çамрăкланса кайнă.

Çак япаласемшĕн Юманпике савăнса та ĕлкĕреймен, кӳршĕ хуларан усал хыпр вĕçтерсе çитнĕ. Хула çине усал тăшман тапăнса килнине пĕлтернĕ. Çар çыннисем пурте тăшманпа çапăçма кайма хатĕр пулнă.

Юманпике мăшăрне вăрçа ăсатма хатĕрленĕ. Стена çинчен хĕçне илсе панă, хупланмаллине сулахай енне тыттарнă. Тĕк тăман лашине йĕнĕрлеме пулăшнă. Хул пуççи çине хăйĕн илемлĕ шаль тутăрне çакса лашапа юнашар мăшăрне вăрçа ăсатма утнă.

Хуларан тухсан инçех те мар сывпуллашу вырăнĕ пулнă. Унта пысăках мар чул выртнă. Çав чул патĕнче сывпуллашнă вĕсем. Вăхăт нумаях та иртмен сывпуллашса, лаша малти урипе кукалесе тарăн шăтăк чавма та ĕлкĕрнĕ.

Лаша вырăнтан сиккипе тапса сикнĕ. Хăюллă паттăра вăрçă хирнелле илсе кайнă. Мăшăрне вăрçа ăсатсан Юманпике ачисенчен вăрттăн макăрнă. Никам та ан систĕр тесе куççульне вăл илемлĕ шаль тутрипе шăлса типĕтнĕ. Тăварлă куççуль лекнипе илемлĕ тутăр кунран кун йывăрланса пынă. Сехетсерен вăрçăран кĕтнĕ мăшăрне Юманпике. Пĕчĕк чĕпписене ура çине тăратасшăн ырми-канми вăй хунă. Усал чĕлхесем кӳрентернине шăлне çыртса тӳснĕ.

Хура çăхан маар хăйĕн çуначĕ çинче илсе килнĕ хура хыпара. Аякри вăрçăран паттăрсем киле таврăннă. Мăшăрсене, йăмăк-аппăшĕсене, савнийĕсене ют çĕр-шывран хаклă парнесем илсе килсе парнеленĕ. Юманпикене вĕрене йывăçне илсе килсе панă. Мăшăрĕн сăннин аври пулнă ку йывăç. Тăшмансен хĕçĕпе кассăлса пĕтнĕскер, Юманпикене мăшăрне аса илсе пăхса тăма. Уртса янă хăйĕн хулпуççийĕ çине илемлĕ шаль тутăрне Юманпике. Ачисенчен вăрттăн йĕнĕ хурланса, илемлĕ тутăрĕпе куççульне типĕтнĕ вăл шăлса.

Ун хыççăн сăнăн вĕренерен тунă авăрне малти хисеплĕ кĕтесе тăратса хунă. Унпа пĕрлех хăйĕн илемлĕ шаль тутăрне те, хурлăх куççӳлĕпе йĕпеннĕскере, çак сăмахсене каласа унтах çакса хунă:

 

Сăнă çулçă çур

Вĕрене çулçи.

Чечеклен чечен

Хитре тутăрăм.

Манăн хуйхăма

Эс часрах пусар.

Манăн хуйхăма,

Чун ыратăне.

 

Сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул иртнĕ. Юманпикен ачисем те ӳссе çитĕннĕ. Мăнуксем çуралнă. Малти хисеплĕ кĕтесри сăнăн вĕрене аври çаплах çулçă çурайман. Мăнукĕсене Юманпике юмахсем каласа паман. Хисеплĕ кĕтесрен сăнă аврине илсе, тăшман хĕçĕпе кассăлса пĕтнĕскере кăтартса, аслашшĕн паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Мăнукĕсем хăйне тимлĕн итленине кура, ватă çыннăн чунĕ савăннă.

Сывпулашу вырăнне манса кайман вăл. Унта ывăнмасăр кунсерен çӳренĕ, хăйĕн шаль тутрине хул пуççийĕ çине уртса ярса. Аллинче ал туйи вырăнне сăнă авăрĕ пулнă унăн.

Лаша урипе чавнă шăтăк хĕрринче, чул çумĕнче ларнă Юманпике, ватă ăмăрткайăк евĕр. «Тата нумай куççуль юхтарса аса илетĕн-и, манса кайма вăхăт маар-и çук мăшăрна, ватă тухатмăш?»-кулнă ăссăр çынсем. «Хăçан та хăçан çак сăнă аври çулçă кăларса ешерет, маннăн кивĕ тутăрăм чĕрĕ евĕр, çеçке çурса чечекленет», — тавăрнă Юманпике.

Çапла мĕн ватăличченех пурăннă Юманпике. Çурăмĕ курпунланнă, урисем итлеми пулнă. Сăнă авăрĕ ун кулленхи юлташĕ пулнă. Кун сиктермесĕр çӳренĕ вăл мăшăрне вăрçа ăсатнă чухне лаша урипе чавса шăтăк тума ĕлкĕрнĕ сывпулашу чулĕ патне. Нумайччен ларнă вăл унта. Ватăлса кукăрăлса пĕтнĕ аллинче унăн мăшăрĕн вăрçă хатĕрĕ, вĕрене йывăççинчен тунă сăнă авăрĕ пулнă. Хул пуççийĕ çинче — хĕвелпе те хурлăх куççулĕпе тĕсрен кайнă шаль тутăрĕ. Тутăрĕ тĕсрен кайнă пулсан та ун çинчи чечексем чĕрĕ пекех илемлĕн ялкăшнă.

Пĕр кĕрхи каç килĕнчен тухса кайнă та Юманпике, таврăнман. Нумайччен шыранă ăна. Ăсату чулĕ патĕнчи шăтăкра сăнă авăрĕ тăрăнса тăнă. Ун çинче шаль (çӳçеллĕ) тутăрĕ вĕçкеленĕ.

Вăл каç вăйлă çил тухса кайнă, сивĕтнĕ. Ир енне юр çуса тултарнă. Çуркунне çынсем сывпуллашу чулĕ патĕнче ямра палламан йывăç хунавне курнă. Йывăçăн çулçисем вĕрене çулçисем евĕр пулнă. Çулла йывăç шап-шурă çеçке çурнă. Кĕр енне хĕп-хĕрлĕ çырласем куçа савăнтарнă. Ку йывăç вăрене пулманнине ăнланса илнĕ çынсем. Çакăн пек пулса кайнă çĕр çинче палан йывăçĕ. Ахальтен мар çак йывăçра хĕрарăмăн виçĕ хуйхи-йӳççи пуçтарăннă теççĕ халăхра: уйрăлу, çухату, кӳренӳ йӳççи.

Палан турачĕ паянхи кунчченех сăнă авăрĕ евĕр пиçĕ те çирĕп.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 20:12:20):

Жения ытла та хурлануллă хайлав çырнă. Ăста çыравçă çуралать пек туйăнать. Хальлĕхе вырăн лекмесен каярах лекетех пулĕ тесе шутлатăп. Ăсталăхĕ палăрать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: