Тĕлĕнтермĕш пулăм


Ирхине Женя шăллăмпа иксĕмĕр шкула кайма пуçтарăнатпăр.

— Наташа, Наташа, куртăн-и телевизорпа мĕн кăтартнине? — васкаса чупса килчĕ ман патăма Женя.

— Çук,мĕн куртăн вара?

— Халь кăна каларĕç, юмах тĕнчинчен темĕнле майпа чăн пурнăçа Хаяр карчăк çитнĕ, пурне те сиенлĕ ĕçсем тума хушать, çынсене пĕр-пĕринпе вăрçтарать тет. Вăл кашни çын патнех çитме пултарать капла. Вара мĕн пулĕ-ши?

— Пирĕн мĕн те пулин тумаллах, кайтăр вăл хăйĕн юмах тĕнчине, кунта хуçаланса ан çӳретĕр. Халĕ вара шкула каяр-ха, тен, мĕн те пулин шутласа тупăпăр.

Шкула çитсен эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе кайрăм. Манăн чи çывăх юлташăм пĕр сăмах та калаçмасть, çурăмпа кăна çаврăнса ларать, сăлтавне те ăнлантармасть. Тепĕр икĕ арçын ача çывăрас килет тесе класран тухрĕç те килĕсене уттара пачĕç.

Ку Хаяр карчăк ĕçĕ пулнине тӳрех тавçăрса илтĕм те ун çинчен класра каласа патăм. Пуçларăмăр вара ачасемпе шутлама: юмахри ку сăнара хăй тĕнчинех мĕнле ямалла.

Пирĕн класра Дима компьютерпа питĕ лайăх ăнланать. Вăл хăй тĕллĕн темĕн тĕрлĕ программа та шутласа кăларма пултарать. Дима компьютер патне хăвăрт пычĕ те пичетлеме пуçларĕ. «Ăсталăх — пĕлӳре, пĕлӳ — вĕренӳре, вĕренӳ – пурнăçра», — тесе çырчĕ, анчах киле çывăрма кайнă икĕ юлташ каялла килчĕç. «Ăслă çын çĕр çынна çăлать, ăссăрри хăйне те çăлаймасть», — терĕ те ман юлташăм ним пулман пек пирĕнпе калаçма пуçларĕ. «Тӳрĕ пурăннине нимĕн те çитмест. Пĕлмен ĕçе малтан шухăшламасăр ан ту» тесе кăна çырчĕ — темĕнле шав питĕ хытă илтĕнчĕ те çухалчĕ.

— Кайрĕ хăйĕн юмах тĕнчине. Çынсене улталасшăнччĕ Хаяр карчăк, вăрçтарасшăнччĕ.

Телее, тĕрĕслĕх яланах çиеле тухать. Пурăнтăрах хăй пурнăçĕпе. Ăна унта ырă сăнарсем хăвăртах вырăна лартаççĕ. Суяпа инçе каяймăн çав, — терĕ Дима.

Эпир пурте шалт тĕлĕнсе кайрăмăр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-26 12:56:24):

Чĕлхе илемлĕхĕ лайăх, шухăшĕпе тата содерджанийĕпе лайăхах пулса тухман çав. Малалла вĕренмелле, тен тепринче лайăх калав хайланĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: