Ăслă ача


Микулай питĕ хуйхăллă. Мĕншĕн тесен ăна чăваш чĕлхипе грамматика правили вĕренме парса янă. Вăл çĕр каçипе вĕренсе ларчĕ те пуçĕнче нимĕн те çук. Каллех хуйхăланчĕ Микулай. Шкула çитрĕ те пĕрремĕш урок чăваш чĕлхи. Список тăрăх вăл — пĕрремĕш. Акă ăна учитель чĕнчĕ:

”Арсютов Николай доска умне тух-ха”.

Микулай тухиччен кĕнеке çине пăхса илме ыйтрĕ. “Юрать,” — терĕ учитель. Микулай пăхрĕ те шăкăр-шăкăр пĕр йăнăшсăр каласа пачĕ. Хысалти парта хушшинче ларакан Ваçук тĕлĕнсе кайнипе çăварне карчĕ те нимĕнле те хупма пĕлмаç. Вара ун патне кӳршĕ парта хушшинче ларакан Настя пырса хупса ячĕ. Тĕлĕнтермĕшсем çакăнпах пĕрмерĕç-ха.

Уроксем пĕтрĕç. Ваçук шкул умĕнче Микулая кĕтсе тăчĕ, унăн та юлташĕ пек лайăх вĕренес килсе кайрĕ, çавăнпа Микулай вăрттăнлăхĕсене пĕлес терĕ.

Микулай нумай кĕттермерĕ, часах тухрĕ.

— Санпа калаçмалли пур, тăхта-ха, — пуçларĕ Ваçук сăмахне.

— Сана итлетĕп, — самантрах килĕшрĕ хăйне кĕтсе тăракан ачапа.

— Эсĕ паян пĕрремĕш урокра питĕ вăйлă каласа патăн. Мана та вĕрент-ха çавăн пек пулма.

— Нумай тăрăшас пулать. Тата кĕнекепе туслă пулмалла. Эпĕ ĕнер каç мĕн çӳрçĕрччен вĕрентĕм, кайран манса кайрăм. Анчах аса илме пĕр япала пулăшрĕ.

— Мĕнле япала, — пĕлесшĕн çунчĕ Ваçук.

— Ак, ман сулахай хăлхара мĕн куратăн?

— Пĕр сарă пăнчă ларать.

— Шăп çав асамлă япала мана доска умне тухиччен йăлт аса илме пулăшрĕ. Эпĕ ăна хам шутласа кăлартăм: саспа вулатăп – вăл çырать; текст çине пăхатăп – ӳкерсе илет тата диктофон та пулать. Ытти çынсем ăна сисмеççĕ те.

— Эпĕ санпа ялан туслă пулатăп, — ӳкĕнĕçлĕн калаçрĕ Васук. — Юрать-и?

— Пурнăç кăтартса парать, япалани те ят парăпăр, — терĕ те Микулай хăйĕн килĕ еннелле уттарчĕ.

Ваçук шкул умĕнче тĕлĕннипе çăварне карнипех тăрса юлчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 19:52:16):

Кĕскерех хайлавĕ. Тăрашнăшăн маттур, анчах вырăн йышăнмаллăх хайласа çитереймен — вăтам ĕç кăна.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: