Вăрманти тĕлпулу


Хĕвел пайăркисем чӳречерен кĕнипе паян эпĕ ирех вăрантăм. Ытти чухне çывăрас килнипе вырăн çинчен тăраймасăр выртаттăмччĕ, паян вара ялтах сиксе тăрса лартăм. Хĕвелĕ тата! Хĕвелĕ те манпа вылянăнах туйăнчĕ, урамалла чĕнчĕ. Чăтса пулмасть тесе шутласа илтĕм те хам çумра çывăрса выртакан йăмăка кăрт-карт чышса илтĕм.

— Юля, Юля тетĕп, тăр-ха, тăр. Кунĕ паян мĕнле хитре, эпир санпа тахçанах вăрмана кайма шутланăччĕ, атя, каяр! — чыша-чыша вăрататăп йăмăка. Вăл вара тăрас вырăнне тепĕр майлă çавăрăнса выртрĕ те малаллах харлаттарма пуçларĕ. Кăтартăп-ха эп ăна аппăшне мĕнле итлемеллине! Хамăн вара вăрмана каяс кăмăл ӳснĕçемĕн ӳссех пычĕ. Мĕн тăвас-ха ку йăмăка?

— Юля, тăр-ха хăвăртрах, эсĕ юратакан мультфильм пуçланчĕ телевизорпа! — суйма пăхрăм эп ним тăвайманнипе. Аранах йăшăл турĕ йăмăк. Куçне уçсан вара нимĕнле мультфильм та кирлĕ пулмарĕ.

— Мĕншĕн мана вăратмастăн? Кун пек çанталăкра кам çывăрса вырттăр? — нăйларĕ йăмăк. Эпĕ вăратнине пачах та илтмен тейĕн ăна. — Эпир санпа тахçанах вăрмана каясшăнччĕ, атя каяр.

Йăмăк хампа пĕр шухăшли мана савăнтарчĕ. Ара, атте вăрманта чылай кăмпа пурри çинчен калани те илĕртрĕ пулас. Эпир васкавлăн çырткаларăмăр, кирлĕ хатĕрсене пуçтартăмăр та вăрманалла чупрăмăр.

Вăрман пиртен чылай инçе пулин те эпир унта часах çитрĕмĕр. Тахçан салхуллă курăнакан вăрман маншăн асамлăн туйăнчĕ. Йывăçсем те пуçĕсене тайсах кĕтсе илнĕн туйăнчĕç. Сывлăшĕ тата! Сывланăçемĕн сывлас килет. Шăплăх хуçаланмасть кунта, кайăксем пĕрле пуçтарăнса концерт йĕркеленĕ тейĕн. Мĕнле аван вăрманта!

Вăрмана мĕн тĕллевпе килнине те мантăмăр эпир. Çакăн пек асамлă илемпе киленсе тăрансан тинех хамăр ура айĕнче туллиех кăмпа пуррине асăрхарăмăр. Пĕринчен тепри илемлĕрех вĕсем. Шлепкисем те тĕрлĕрен иккен. Кăмпан шлепкисем хитрине пăхмарăм эпĕ, çиме юрăхлисене анчах татрăм. Ӳсчĕрех ыттисем, çут çанталăкра мĕншĕн те пулин юрăхлă ĕнтĕ вĕсем.

Пăхатăп йăмăк карçынккине, унта тем тĕрли те пур иккен. Пуçларăмăр эпир кăмпасене суйлама. Çапла суйласа ларнă хушăра сисмен те, тăрринчен темĕнле палламалла мар япала персе анчĕ. Тинкеререх пăхрăмăр. Вĕçекен турилкке вĕт ку! Нумай илтнĕ-ха эп вĕçекен турилккесем çинчен телевизорпа та, шкулта та ачасемпе калаçкаланă. Кунта вара, куç умĕнчех. Патнерех пыма та шикленмерĕмĕр эпир. Малалла мĕн пуласса кĕтетпĕр. Пăхатпăр та, çак турилккесенчен ют планета çыннисем тухрĕç. Вĕсен хăлхисем вăрăм, тăрринче çаврака япала. Куçĕсем тем пысăкăш, хăйсем пĕчĕккĕ те симĕс тĕслĕ.

— Инке-е-к! Пирĕн çине хамăр пекех ют планетăрисемех тапăнчĕç. Пулăшăр! — йăлăнчĕ вĕсенчен пĕри. Ак тамаша! Пирĕн чĕлхепех калаçаççĕ тата хăйсем! Вăрăм хăлхаллисенченех эпир ку чăн инкек пулни çинчен пĕлтĕмĕр. Вĕçекен турилкки те юрăхсăра тухнă. Пулăшмаллах вĕсене. Пирĕн килте тем тĕрлĕ юсав инструменчĕ те пур. Атте вĕсемпе çĕмрĕк япаласене тӳрлетет. Кайса илмеллех кирлĕ хатĕрсене. Нумай шутласа тăмасăрах йăмăкпа пĕр симĕсси вĕçтерчĕç ял енне.

Нумай вăхăт та иртмерĕ, çаврăнса та çитрĕç вĕсем. Атте юсанă чухне сăнаса тăма юратаканскер чылай шутласа тăмасăрах турилкке айне кĕрсе кайрăм эп. Аванах çĕмĕрĕлнĕ.

— Мана отвертка…

— Халь хĕскĕч!

— Çыпăçтарма клей…

— Ай-яй, пӳрнене хĕстертĕм!

— Сылтăмрине хĕстер…

Янраса анчах тăчĕ вăрман уçланки. Çак хушăра эпир çывăх туслашма та ĕлкĕртĕмĕр. Вĕсем те пирĕн пекех шкула çӳреççĕ иккен. Турилккене юсаса та пĕтертĕмĕр.

— Тавах сире, туссем. Мĕнле тавăрмалла-ши пирĕн сире? — тав туса пĕтереймеççĕ пире ют планета çинчисем.

— Пирĕн халь киле каймалли анчах юлчĕ. Карçынккасене кăна йăтса çитерме йывăртарах пулĕ, — тетпĕр эпир.

— Мĕн нумай шутласа тăратăр эсир, ларăр пирĕн турилкке çине, ку транспортпа эпир ăçта кăна çитмен пуль… — сĕнчĕ пĕри.

Çакна кăна кĕтнĕ тейĕн пире, йăпăр-япăр хăпарса та лартăмăр. Мĕнле хăтлă иккен турилкке шалтан! Унта çывăрмалли те, апатланмалли те пур. Тултан пĕчĕк курăнать-çке вăл!

— Пирĕнпе пырас кăмăллă мар-и эсир? Тĕнче уçлăхне те кăтартнă пулăттăмăр эпир, — каларĕ асли.

Ыран шкула каймаллине аса илтĕм те:

— Шкула часрах кайса çĕнĕ юлташсем тупни çинчен каласа парас килет. Атте-анне те килте кĕтсе ывăнчĕ пуль.

Тĕнче уçлăхне курас кăмăл çав тери пысăк-ха ман. Çавăнпа та эпир тепĕр виçĕ кунтан тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Хамăрпа пĕрле вĕренекен юлташсене те илсе килме пултăмăр. Ют планетăран килнĕ туссем хирĕç пулмарĕç. Халĕ вара часрах киле васкамалла, атте-аннене юлташсем çинчен каласа памалла. Часрах!

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ларис (2008-11-23 17:18:07):

Аван хайлав пулса тухнă. Ачан чĕлхи те пуян, май килнĕ таран илемлĕх мелĕсемпе усă курнă. Калав ячĕпе содержанийĕ килĕшӳллĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-11-23 17:33:38):

«паян вара ялтах сиксе тăрса лартăм» — йăлтах! пулĕ? :)

«Тахçан салхуллă курăнакан вăрман маншăн асамлăн туйăнчĕ. Йывăçсем те пуçĕсене тайсах кĕтсе илнĕн туйăнчĕç.» — туйăмĕ вăйлă курăнать :)

8-мĕш абзацра ĕçхĕлсем предложенисенче темскер ытлашши мала кайса ларнăн туйăнать. Вулама кансĕрлет.

 

Шухăшĕ лайăх, содержани енчен те япăх мар. Анчах чĕлхи килешмерĕ. Кăштах якатса тухмалла пулнă. 6-меш клас ачишĕн — чаплă калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-23 19:33:15):

Пирĕн чăвашсем маттур çав, НЛО турилккине те юсаса пама пултараççĕ!!! Маттур, фантастикăран та фантастика!!! Отвёркăпа хĕскĕч кăна кирлĕ иккен.

 

Энтри (2008-11-24 00:22:14):

Admin (2008-11-23 17:33:38):

«паян вара ялтах сиксе тăрса лартăм»

ЭП ХУЛАРА СИКСЕ ТĂРСА ЛАРТĂМ!!!

 

Ларис (2008-11-24 13:31:24):

Мана ку калав килĕшрĕ. 6-мĕш класс ачин чĕлхи пуянни савăнтарать. Вулама та пĕр тикĕссĕн вуланать, ăнланмалла та. Çакăн пек пуларуллă ачасем пурри кăмăллă. Чăваш халăхĕн малашлăхĕ чăнах та пурах тесе каламалла. Пысăк хак парас килет ман ку калавшăн. Маттур, Мария! Малалла та лайăх хайлавсем çырмалла пултăр сан

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ларис (2008-11-24 13:50:42):

Admin (2008-11-23 17:33:38):

 

«паян вара ялтах сиксе тăрса лартăм» — йăлтах! пулĕ? :)

Энтри (2008-11-24 00:22:14):

 

Admin (2008-11-23 17:33:38):

 

«паян вара ялтах сиксе тăрса лартăм»

 

 

ЭП ХУЛАРА СИКСЕ ТĂРСА ЛАРТĂМ!!!

 

Чăваш чĕлхи çав ĕнтĕ вăл! Ялта та, хулара та тăратса лартать. Анчах ман кăшт кăна М.И.Скворцов редакциленĕ "Чăвашла-вырăсла словарь" кĕнекинчен «ялт» сăмахăн çак пĕлтерĕшне асăнас килет:"...2.подр.-о вздрагивании; пăшал сассипе ялтах сик вздрогнуть от выстрела

 

Admin (2008-11-26 13:08:23):

«ялт» сăмах пурри пирки иккеленместĕп. Çапах та ытларах усă куракан «йăлт» сăмаха илсен лайăхрах пулĕччĕ пулĕ. Вулакан йăнăш ăнланма пултаракан вырăн пулмĕччĕ. Ку пысăках çитменлĕх мар, калавĕ чĕлхе енчен илемлех мар. Пĕрремĕш вырăнсем виççĕ çеç (пурĕ 59 хайлав...), çавăнпа та лекеймест пулĕ — лайăхраххисем нумай.

 

Миронова (2008-11-26 15:00:52):

Чăнах та, фантастика конкурсне янă ĕçсенчен нумайăшĕ аван, пултаруллă ачасем пурри курăнать. Конкурса янă ĕçсенчен хăшне-пĕрне эпир класпа вуласа тишкертĕмĕр. Ку калава та вуласа тухрăмăр. Ачасене килĕшрĕ, хăйсен те калав çырас кăмăлĕ çуралчĕ. Инкеке лĕкнĕ çынна май килнĕ таран яланах пулăшмалла, хăвăн патна та лайăххи çаврăнса çитĕ. Туслă пулма та вĕрентет калав. Ахальтен мар чăвашсем: "Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан упрама тăрăш",- тенĕ. Класри ачасен ячĕсенчен те, хамран та ку калава лайăххисен шутне кĕртме ыйтатпăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

6 класс (2008-11-27 13:32:05):

Эпир, 6-мĕш класс ачисем, Мария ĕçне пысăкпа хакласшăн. Маша шкулта та чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри. Калавне вăл класс умĕнче вуласа пачĕ. Пире килĕшрĕ. Маша вăл хăй те пĕрле вĕренекен юлташсене яланах пулăшма тăрăшать. Урокра ăнланманнине те эпир унран ыйтатпăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-12-02 19:06:55):

Халĕ, нумай хайлавпа паллашнă хыççăн, ку хайлав аптрамасть пек туйăнать. 6-мĕш класс ачишĕн питĕ чаплă. Тата 3 вырăн тупма пулăртса, çавна май, тен, пĕри лекĕ те.

 

Андрей (2008-12-02 20:44:26):

Калава автор васкаса çырнă пек туйăнать.Çавна май тӳрех куçа пырса тăрăнакан пуплев йăнăшĕсем курăнкалаççĕ.Тĕслĕхрен, "кăмăл ӳснĕçемĕн ӳссех пычĕ","нăйларĕ" тени калавăн хакне чакарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Роза (2008-12-02 21:23:05):

Калава вуланă хыççăн хамăн та çак хĕр ача пекех хайлавсем çырас кăмăл çуралчĕ. Чĕлхи илемлĕ, калав ячĕпе содержанийĕ килĕшсе тăраççĕ. "Кăмăл ӳснĕçемĕн ӳссех пычĕ","нăйларĕ" йышши сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем калав содержанине татах та çивĕчлетеççĕ. Калавра пурте пур: вĕренӳ те, туслăх та, пĕр-пĕрне пулăшма пултарни те. Ман шутпа, ку ĕç вырăна тивĕç...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

микихвер ващщи (2010-10-21 21:51:09):

Чаплă калавсене ачасем хăйсемех çырнă тесе шутлатăр-и? Аслисем пулăшмасăр пулман вăл япала, хăй çыракансем вырăн йышăнайманнишĕн вара чун ыратать. Нумай тĕслĕхсем пĕлетĕп...

 

Аксар Чунтупай (2010-10-24 19:16:32):

Аслисем пулăшмасан вĕсене кам пулăшĕ? Паянхи ача асли кăтартмасăр ним те тумасть. Çырни паха. Кам пулăшни, пулăшманни ниме те пĕлтермест.

 

natal (2010-10-27 19:04:26):

мĕнле пултаруллă ачасем,маттурсем

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: