Шухăшăма
Эх, шухăшăм, шухăшăм,
Мĕншĕн пуçа çавăран?
Мĕншĕн иртнĕ кунсене
Асăнтарса тĕп тăван?
Ах, шухăшăм, шухăшăм,
Авал йĕни çитмер-ши?
Хальхи çĕнĕ кунсенче
Татах йĕртес килет-ши?
Мĕншĕн санăн хут çине
Тухса ӳкес килет-ши,
Лăпкă чунлă çынсене
Макăрттарас килет-ши?
Кай-ха, шухăшăм, манран
Эп çуралнă çĕршыва.
Унта пурччĕ, шухăшăм,
Пит авалхи пĕр çăва.
Çав çăвара ĕмĕртен
Асаттесем выртаççĕ,
Пурăнăçĕн нушинчен
Хускалмасăр канаççĕ.
Мĕн курман-ши ватăсем
Вăрăм ĕмĕр иртиччен?
Мĕн чăтман-ши мĕскĕнсем
Çăва çине кĕриччен?
Мĕнле йывăр ĕçпеле
Асапланса вилнĕ-ши?
Мĕнле халăх мăшкăлне
Чăтса курса пынă-ши?
Шухăшсем
Hej! Če rad/a odkrivaš skrite nasvete,...
Bună ziua! Dacă ești curios din fire, ...
Bok! Ako voliš otkrivati nove stvari, ...
Bok! Ostavljam ti ovu novu preporuku: ...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Salut! Un pont ascuns: https://www...
Хей! Специален трик за днес — този htt...
Günaydın! Günün tüyosu burada...
Γεια! Έχεις ακούσει ποτέ για αυτή τη h...
Bună! Sfat rapid: probabil nu ai auzit...