Çывăх тусăм


Пирĕн атте çамрăк чухне пулă тытнă çĕрте ĕçленĕ. Тинĕсре дельфинсене нумай курнă, ӳкерттерсе илнĕ сăн ӳкерчĕксем те пур. Вĕсем çинчен каласа пама ыйтсан савăнса кайсах каласа парать.

Виçĕ çул каялла аннепе пĕр тăван аппапа хĕрĕ Евпатори хулине Хура тинĕс хĕррине канма кайрĕç. Тинĕс шывĕ, хулари дельфинарире пулса курни çинчен каласа пĕтереймеççĕ. Пире валли сувенирсем те илсе килнĕ. Çакăн хыççăн вара эпĕ канăçа çухатрăм. Манăн, тинĕс, дельфинсене курманскерĕн, унта çитсе курас килчĕ, çак асамлă чĕр чунсене тытса ачашлас, туслашас килчĕ. Интересленсе кайсах çак темăпа кĕнекесем вула пуçларăм, материалсем пухма тытăнтăм. Наукăпа фантастика стилĕпе çырнă ĕçсен конкурсне йĕркеленине пĕлсен хамăн вăя ытти ачасемпе пĕрлех тĕрĕслесе пăхма шут тытрăм.

 

Çуллахи каникул çитессе ман пекех чăтăмсăррăн кĕтекен халиччен çĕр çинче никам та пулман та тăр. Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче çемйипех Евпатори хулине кукаçипе пĕр тăван Митюк тетесем патне вунă кунлăха хăнана кайса килме планланă эпир.

Вăхăчĕ тимĕр шапа пек шурĕ пулин те инçе çула пуçтарăнса тухмалли кун çитрĕ çитрех. Канаш хулинче пуйăс çине лартăмăр та çĕнĕ çĕре, халиччен эпĕ кайса курман çĕре васкарăмăр. Телейе пирĕнпе пĕрле пĕр купере пĕр ватă чăваш ларса пычĕ, çамрăк чух моряк пулнă иккен çак çын. Эпĕ дельфинсен пурнăçĕпе интересленнине пĕлсен вăл тинĕсре ирĕкре чухне вĕсем мĕнле савăнни, хăвăрт ишни, 32 тĕрлĕ шăхăрма пĕлни, хăйсен территорийĕнче чухне караппа юнашар шыва чăма-чăма ишсе пыни çинчен, çак ӳкерчĕк питĕ-питĕ хитре пулни çинчен куçпа курмасăр ĕненмелле каласа пама çукки çинчен пĕлтерчĕ. Унранах эпĕ кунне ирĕкри дельфин 150 км таран ишме пултарни, вĕсем пурăнакан вырăн 85 кв. км таран пулни, пĕр кунта 20-30 кг пулă çини, 3километртине те туйма, 200-300м таран тарăнăшне чăмма, 10-15 мин. таран шыв айĕнче тăма пултарни çинчен пĕлтĕм. Вĕсем пĕр-пĕринпе тĕрлĕрен çыхăну тытаççĕ иккен — тĕрлĕрен хусканусем, сикни, тĕрлĕрен ишни, пуçпа, хӳрепе тĕрлĕрен паллăсем пани.

Петĕр пичче дельфинсен пурнăçĕ çинчен нумай пĕлнинчен эпĕ тĕлĕннине пĕлсен мана çапла каларĕ: «Ман çула çитнĕ çĕре, ачам, эсĕ тата нумайрах пĕлĕн. Дельфинсем — ирĕкре пурăнмалли чĕрĕ чунсем. Дельфинарисем валли тытса вара вĕсене вилĕм приговорĕ çырнăпа пĕрех».

1984 çултан пуçласа 1994 çулччен тĕнчипе 2700 дельфина тинĕсре тытса тĕрлĕ дельфинарисене вырнаçтарнă. Ун хыççăн тата мĕн чухлĕ-ши?.. Тытнă чухне миçĕшне амантмаççĕ-ши тата. Халăха кăтартма çамрăк, хитре, суранланса пĕтмен дельфинсем кирлĕ. Çемйинчен уйăрса хăйсене тыткăна илнине вара нумайăшĕ хăнăхаймаççĕ, аквариум, бассейн хĕррисене çапăна-çапăна вилекенсем те тупăнаççĕ, пĕчченлĕхе чылайăшĕ чăтаймаççĕ…

Калаçса пырса инçе çул та кĕскелчĕ, вăхăта мĕнле ирттермелле пулать-ши тесе шутлакан аттепе анне те час çитнинчен тĕлĕнчĕç. Тăвансем патне эпир çĕрле çитрĕмĕр. Çитсенех дельфинарие çул тытăпăр тесе аптратса пыраканскер эпĕ, çул çинче ĕшеннипе пулас, хам та сисмен çывăрса кайнă.

Тепĕр кунне ир-ирех атте дельфинарие кайса курма билет туянма кайрĕ. Пирĕн пек курас текенсем вара кунта кашни кунах нумайăн иккен. Билетне атте 4-мĕш сеанс валли çеç туянайнă. Апат çинĕ хыççăн кăшт вăхăт иртсен тинĕс хĕррине утрăмăр.

— Эпĕ Хура тинĕс ытамĕнче киленсе шыва кĕретĕп. Шăп, пĕр çил татки те çук, тинĕс те хумханмасть, хĕвелĕ те, тахçанах пире çеç кĕтнĕ тейĕн, юратса, ачашласа пăхать, çурăмран асанне ачашланă пек çупăрлать. Мĕн тĕрлĕ ракушка çук тата кунта?! Пĕчĕкки, пысăкки, тĕрлĕ тĕслисем… Туссене парнелемелли, вĕсен умĕнче мухтанса хам мĕн курни çинчен каласа памалли манăн нумай пулать ĕнтĕ. Хăлха çумне хуратăн та тинĕс сасси кăларать. Тинĕс шывĕ тата шывĕ мĕне тăрать — ăшă, витĕр курăнать, йĕри-тавра хăйăр. Хĕвелпе те хĕртĕнме пĕлмелле иккен, чылайрах выртсан пиçсе кайма пултаран, çавăнпа та эпир ирхи кӳлĕм тата каç енне кайсан килеттĕмĕр. Эпир тăвансен ачипе тинĕс хĕрринчен кайма та пĕлместĕмĕр тесен те тĕрĕсрех пуль. Çыран хĕрринче шыва кĕрекенсем патне пĕр çамрăк дельфин ишсе пыратчĕ. Никамран та ютшăнмастчĕ вăл, ытларах ача-пăчана юрататчĕ. Пурте апат ывăтса паратчĕç.

Евпаторинчи дельфинарие çитсе килни маншăн ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Кунта виçĕ дельфин пурăнать иккен. Ячĕсем те пур — Яна, Яша, Ксюша. 4-мĕш сеанс тĕлне ывăнса та çитеççĕ тет вĕсем, анчах та эпир нимех те сиссе юлаймарăмăр. Вутлă ункă урлă та сикеççĕ, юрлаççĕ те, шăхăраççĕ те, мĕн тĕрлĕ ишсе кăтартмарĕç, мĕн çӳллĕшне сикеççĕ тата. Кашни трюкшăн пĕрер пулă ывăтса параççĕ. Программа вĕçленнĕ хыççăн çынсемпе пĕрлех эпир те сăн ӳкерчĕксем те ӳкрĕмĕр, тĕрлĕ сувенирсем те туянтăмăр…Паллах пурте укçалла. Курнинчен тĕлĕннине пытармасăр тăвансем патне çитичченех калаçса пытăмăр.

Ача-пăча никамран та вăтанмасть, хăрамасть тени те тĕрĕсех пуль, кӳршĕри Валери тете тахçан дельфинаринче ĕçленине пĕлсен унпа паллашма шут тытрăм. Ырă кăмăллă арçын пулчĕ вăл, пахчинче тăрмашнине курсанах унпа патне васкаттăм. Сад пахчи питĕ вăйлăччĕ унăн. Дельфинсем çинчен каласа панă чух куçĕ çуталса, чунĕ хавхаланса каятчĕ. Дельфинсене алла хăнăхтарса, вĕсене тĕрлĕ трюксене вĕрентсе вăл 15 çул тăрăшнă. Малтанласа кăсăклансах ĕçленĕ. Кашни дельфин хăйне евĕрлĕ интереслĕ пулнă. Унăн психологине ăнланса илсе майĕпен тĕрлĕ трюксем тума хăнăхтарнă. Вĕсем хăйсен ячĕсене хăнăхаççĕ, çур çулта дрессировщик вĕрентнине хăнăхса çитеççĕ. Халăх умне тухиччен вĕсене тăраниччен çитермеççĕ тет иккен, кашни трюкшăн пулă парасса вара вĕсем пĕлеççĕ, çавăнпа та мĕн хушнине тăвасах килмест пулсан та пурнăçлаççĕ, çиес килни пуринчен те вăйлăрах.

Бассейнсенчи шыва таса тытас тесе хлорлаççĕ, куçа çунтарнипе дельфинсем куçĕсене хупса ярăнаççĕ. Тинĕсрен тытса килекен çамрăк дельфинсенчен нумайăшĕ ют вырăна хăнăхаймасть, çемйинчен уйăрнине тӳсеймесĕр хуйхăпа вилет. Каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ тет вĕсем, тен, çĕрле ирĕке тухăпăр теççĕ пуль. Тинĕсрен килекен сасăсене илтсен ниçта кайса кĕреймеççĕ. Тыткăнра пурăнакан чĕр чунсен пурнăçĕ те чылай кĕске. Чирленĕ е аманнă дельфина сыватасси çĕнĕрен тытса килнĕскере алла хăнăхтарнинчен те кăткăсрах тет, çавăнпа та чылай чухне ун пеккисем çине куç хупаççĕ. Дельфинсен савăнăçпа çиçсе тăракан куçĕсене курсан хăйсене вĕсем телейлĕ тытнă пек туйăнать, çук иккен, кунта хурлăх, ирĕке каяс килни, çемйипе пĕрле пулас килни пытанать. 15 çул каялла Валери тетесен ĕçри ушкăнĕ тинĕсе черетлĕ ишеве тухнă. Чирленĕ дельфин вырăнне çĕнĕ çамрăк дельфин тытса килме шутланă. Вăхăта вĕсем сая яман, часах çак чĕр чунсен ушкăнне курнă. Тытмалли хатĕре 2 дельфин çакланнă, пĕри пысăк та аслăрах пулнă, халăх куçĕ умне кăлармалли чĕр чунах мар, ирĕке янă, теприне вара «тыткăна» илнĕ. Ирĕке янă дельфинăн ачийĕ пулнă пулмалла, çынсем çине вăл йăлăнакан, тилмĕрекен куçсемпе пăхса тем йăлăннă, карапран пĕр шит те уйрăлман. Анчах та укçа чирне путнă çынсене çак дельфинăн хуйхи ниçтан та чышман, хумхантарман. Кӳршĕ ирĕке те ярасшăн пулнă, анчах та ăна хар! çеç кăшкăрса пăрахнă. Çавăнтан вара вăл текех унта ĕçлеме пултарайман. Çынсене ирĕкри чĕр чуна ирĕкре лайăх пулнине ĕнентерет. Эпĕ те ку таранччен кун çинчен нихăçан та шутламан, тĕрĕсрех каласан пĕлсе те пĕтереймен.

Канакансемпе вылякан çамрăк дельфинпа эпĕ туслашмаллипех туслашрăм. Мана курсанах пĕчĕк ача пекех савăнатчĕ, ярăнтарса та çӳретчĕ, хам та хăналаттăм, тĕлĕкре те унпа аташса выртатăп тет иккен эпĕ. Çамрăк тусăн чĕлхине те часах хăнăхса çитрĕм, пӳскепе выляма юрататчĕ, хăйне ачашланине те килĕштеретчĕ. Мана курсан таçтанах ята кăшкăратчĕ, питĕ ăслă дельфин пулчĕ, çын чĕлхине ним те мар хăнăхрĕ. Çурăмĕ çине лартса Хура тинĕс пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çитерсе ярăнтарса килетчĕ, тинĕс пурнăçĕ çинчен чарăнмасăр каласа паратчĕ. Тинĕс тĕпĕнчи пурнăçа та кăтартрĕ. 300 метр тарăнăшĕнчи тинĕс тĕнчи хăйне евĕрлĕ интереслĕ те пуян. Хăйĕн çемйипе паллаштарчĕ, йăмăкĕ хăйĕн пекех хитре, анчах ютшăнарах парать. Ялтан çурт пăрахса канма каяканшăн 10 кун нумай та мар, сахал та мар. Часах иртсе кайрĕ, уйрăлмалли вăхăт çитрĕ, куççӳлĕм шăпăртатать, манăн тусăм та куçне шывлантарчĕ. Тепĕр çул тата та килессине пĕлсен манпа килĕшсе пуçне сулчĕ. Хăйне упрама хушса хăвартăм.

Киле таврăнтăмăр, тинĕсрен аякра пурăннишĕн эпĕ пĕрремĕш хут ӳкĕнтĕм. Ман çумран юлташсем пĕр утăм та пăрăнмаççĕ, ыйту çине ыйту параççĕ. Каçхине вара эпĕ тĕлĕк курнă — юлташăм тыткăна лекнĕ пек, манран пулăшу ыйтать… Вырăн çинчен тăтăм та Валери тете патне шăнкăравласа ятăм. Тĕлĕкĕм тĕрĕсе килменнипе савăнса хаш! сывласа ятăм. Тусăм ирĕкрех пурăнать, маншăн тунсăхлать иккен, мана салам калать, карас телефонĕпе калаçса та илтĕмĕр. Мĕнле лайăх çĕр çинче çывăх тус пулсан!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-26 21:38:00):

лайăх, анчах фантастика тенине виç сăмаха чикме пултарни тĕлĕнтерет. малтан пуçласа вĕçне çитиех пулнă пулсан...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Admin (2008-11-26 21:38:19):

Хайлавĕ илемлĕ. Дельфинсен пурнăçĕпе, вĕсен хуйхисене лайăх уçса панă.

Анчах фантастикăпа çыхăнни курăнмасть. Юлашкиччен иккĕмĕш абзацра тĕлĕк курни пур — анчах та ку вăл çителĕксĕр. Шел, питĕ шел. Чаплă çыравçă ӳсет, анчах та ку ĕçе пĕрремĕш вырăнсенчен пĕрине те параймастăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2008-11-30 10:33:34):

Калава лайăх çырнă.Авторăн çырас ăсталăхĕ те пур.Пултарулăхне татах та аталантарса пырсан чаплă хайлавсемех кĕтме пулать.Темшĕн-çке Мария фантастикана та, пурнăçа та питех те çывăххăн курать.Ку хайлава чи ăнăçлисен шутне кĕртес килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: