Венера çинче пулни


Пĕррехинче юлташăмпа иксĕмĕр пирĕн патра лараттăмăрччĕ. Тунсăх пуснипе штаба каяр терĕмĕр. Хамăр урамри арçын ачасемпе çырма хĕрринче пуçтарăнса лармалли вырăна çапла калатпăр эпир.

Кунта пирĕн «Венера-2» ракета пур. Эпир унта кĕрсе лартăмăр та тӳмесем çине пусрăмăр. Нихçан та тапранман ракета пире пĕр самантрах Венера планета çине илсе çитерчĕ. Пире кунта пурăнакансем кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пирĕнтен ытлашшиех уйрăлса тăмаççĕ иккен Венера çыннисем — сăнĕпе пирĕн пекех, анчах та пирĕнтен ик хут вăрăмрах. Хăйсен карапĕсене, пӳрчĕсене, лавккисене кăтартса çӳрерĕç пире.

Венера çинче уйрăмах тĕлĕнтерекенни вара çакă пулчĕ: пирĕн Çĕр çинче мĕнле машина пур — кунта пĕтĕмпех пур. Уйрăмах çĕнĕ вырăссемпе çĕнĕ чăвашсем хăвăртлăхне чакармасăр вĕçтерсе çӳрекен маркăллисем чылай.

— Ăçтан кунта пирĕн машинăсем? — ыйтмасăр чăтаймарăмăр юлташăмпа иксĕмĕр.

— Вĕсем хăйсемех вĕçсе килеççĕ сирĕн патран. Кунта пирĕн питĕ хитре, ăшă — канма килеççĕ, — ăнлантарчĕ пĕр венерианин.

Ресторан умне çитсе чарăнтăмăр. Хырăм хыр тăррине хăпарса кайнипе унта кĕме хирĕç пулмарăмăр. Шалта та пире тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Апатланакансем пурте пирĕнпе пĕр планета çинче пурăнакансем иккен. Темшĕн вĕсем пирĕн еннелле çаврăнса та пăхмарĕç. Эпир юлташăмпа иксĕмĕр пĕр пушă сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Пире меню пачĕç. Чутах чĕре сиксе тухатчĕ: тилĕ пуçĕ, тилĕ куçĕ, йытă хӳри тата тем те пĕр çитереççĕ кунта. Ĕçмеллисенчен кофе анчах пирĕн кăмăла каяканни пулчĕ.

Ресторантан кăмăлсăр тухнă хыççăн Венера çыннисем пирĕн кăмăла çĕклес тесе темле илемлĕ вырăна та илсе çитерчĕç. Чăнах та, çăтмахри пекех кунти тавралăх. Пирĕн вара киле таврăнас килчĕ. Ытлашши тархаслаттармарĕç ют планета çинче пурăнакансем. Кăмăллăн ăсатса ячĕç пире Çĕр çине.

Кайран тин ăнлантăмăр эпир: ресторанти çынсем — Çĕр çинче вилнĕскерсем. Вĕсем хăйсене инкеке лектернĕ машинисемпе пĕрлех Венера çине вĕçсе килеççĕ иккен. Пирĕн ракета та çырма хĕрринчен çӳлелле çĕкленеймен, тарăн шăтăкалла чăмнă пулнă. Реанимацире пирĕн пурнăçшăн çине тăрса кĕрешнипе анчах эпир темиçе талăкран тăна кĕнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ эпир ют планета çине ĕмĕрлĕхех юлман, каялла тăван Çĕр çинех таврăннă.

Венера çинче тем пек лайăх пулсан та пирĕн унта тек лекес килмест!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 18:20:12):

Ку хайлава çырма тăрăшнă пулĕ — уншăн мухтамалла. Çапах та вырăн йышăнма вăйне сахалтарах хунă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: