Хĕвеле пулăшни


Пĕчĕк чухне эпĕ космос мĕн иккенне те пĕлмен. Ϋссе пынă май ăнкара пуçларăм: мĕн вăл Çĕр, Хĕвел, космос…

Пĕтĕмпех ăнланакан пулсан Хĕвел патне хăнана кайса курас терĕм. Юлашки вăхăтра хăйĕн çутипе ăшшине шелле пуçларĕ-ха вăл… Çине тăрсах вĕçекен турилкке ăсталама пуçларăм. Хам шутлатăп: Хĕвел патнех çитес тесен çунтармалли шĕвек нумай илме тивет. Веçех хатĕрлесе çитерсен мотора тапратрăм. Ăшăнса тăтăр-ха терĕм те пӳрте апат çиме кĕтĕм. Çав вăхăтра тулта темĕскер çутатса ячĕ. Хăвăртрах сиксе тухрăм та турилккене кĕрсе лартăм. Самантрах тӳпенелле хăпарса кайрăм. Часах тĕнче уçлăхне çитрĕм. Ах, хитре-çке космосра! Хĕвел патне вĕçсе çитсен турилккерен тухрăм. Карапăм тавралла вĕçсе çӳретĕп. Хĕвел тусăмран ыйтрăм:

— Мĕнле пурăнатăн, Хĕвелĕм?

— Кичем мана пĕччен, — хуравларĕ Хĕвел.

— Сана юрăсем кирлĕ мар-и? Вĕсемпе питĕ хаваслă, — терĕм те Çĕр çине каялла вĕçсе килтĕм. Карапăм çине пĕр пысăк магнитофон тиерĕм, пĕр прицеп диск илтĕм – вĕçтертĕм каллех Хĕвел патне.

Ун патне çитсенех юрă ярса патăм. Хĕвел йăл кулма пуçларĕ. Уйрăмах чăвашла юрăсене килĕштерчĕ вăл. Хĕвеле магнитофонпа ĕçлеме вĕрентрĕм. Ăна ятарлă батарейкăсем те кирлĕ мар вĕт — хăйĕн вăйĕпех пултарать техникăна ĕçлеттерме.

Çавăнтанпа вара кашни талăкрах каç пулмасть. Хĕвел юрă итлесе ташша ярать те анса лармалли çинчен мансах каять. Хам та савăнатăп çутă кунсем вăрăма тăсăлнишĕн. Хĕвелпе калаçса татăлнă-ха эпĕ: тепĕр çул каллех ун патне каятăп. Çĕнĕ юрăсемпе паллаштарма. Савăнтăр вăл, пире те савăнтартăр. Çĕр çинче Хĕвел яланах пултăр!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-04 20:27:37):

9-мĕш класа çӳрекен ачашăн япăхрах. Ытларах тăрăшмалла пулнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: