Уйăхпа Хĕвел
Йăл-йăл кулса, савăнса
Тухрĕ Хĕвел ирхине.
Пăхрĕ савса тĕнчене
Çӳлелле шав хăпарса.
Каçхине Хĕвел анмарĕ
Мĕн пулчĕ-ши унпала.
Акă уйăх çитсе тухрĕ
Тĕлĕнс(е) кайрĕ, мĕн пулнă.
Ыйтрĕ Уйăх Хĕвелтен:
— Ма каймарăн эс киле.
Хĕвел куççуль юхтарса:
— Çакланс(а) лартăм-çке, ара.
Хĕвел ыйтрĕ Уйăхран:
— Мĕн тăвас-ши ман апла.
— Хĕртсе яр мĕн пур вăйран,
Татса ярăн кантрана.
Пĕтĕм вăйне пуçтарса
Ячĕ Хĕвел çунтарса.
Татса ячĕ кантрана,
Анса кайрĕ килелле.
Энтри (2008-11-22 22:22:55):
Юмах, лайăх юмах. Мана килĕшрĕ, анчах фантастика текенни çук, шел пулин те.
Admin (2008-11-22 22:34:09):
Эээ... пирĕн фантастика кана мар-çке. Фэнтези те пур...
«Тĕлĕнс(е) кайрĕ, мĕн пулнă.» — чăваш чĕлхи, паллах, ыйту паллисĕр те пурăнма пултарать (ыйтуллă предложенире ыйту сăмахĕсем е татăкĕсем пур), çапах та ыйту паллисене лартмаллах пулĕ :)