Çимĕк
Çитĕ çимĕк çуталса:
Çĕнĕ милĕкпе çапса,
Сиплĕ курăкпа çуса.
Тасатсассăн ӳт-пĕвне,
Çĕклесессĕн кăмăлне
Тухĕ мунчаран чăваш,
Тăхăнĕ çĕн кĕпине,
Ĕçĕ çимĕк сăрине!
Шăпчăк юрă шăратса,
Ырă пурăнăç сунса
Чĕнĕ тимлĕн тăнлама!
Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕксем
Çепĕç юрă юрлама,
Чăнлăха чăн хак пама
Пуçлĕç савăк çимĕкчен!
Йывăç-курăк çеçкисем
Тутлă шăршă кăларса
Сывлăша уçăлтарсан,
Уй-вăрман капăрлансан,
Çут çанталăк хыпăнса
Сарă çимĕк çеçкипе
Ĕшнене ылтăнласан,
Вĕршĕнсем çăвар карса
Вирхĕнсен чăрăлтатса,
Каç пулттипе тăранса
Шăпăрт пĕр кана пулсан,
Çамрăк ачасем шыва
Çимĕкчен çич хут чăмсан
Тивĕçĕ тин çех тава
Кĕтнĕ çимĕк, тупата!
Шухăшсем
Вĕçлемĕш ик йĕрки асăма килсех тăратччĕ ...
Вячеслав! "Шурё юрлё" (Белым снегом) юрр...
Тавах паттёр Борлена мухтанёшён...
Паян поэтăн çуралнă кунне паллă тумалли ...
Юмăçсем хăшпĕр чухне тĕрĕссинех палăртаç...
Bermarkle тата AlexMaster тем каласшăн ...
Bermarkle тата AlexMaster тем каласшăн ...
Тĕрĕс палăртать поэт: пурнан пурнăçра ăш...
Юлашки йĕркине улăштармалла, Тав тăватпă...
Питĕ килĕшрĕ Шемекеев Витали сăвви !