Саня аппа
Ирхине кăна çанталăк аван пекчĕ. Хĕвелĕ тухмарĕ-ха вăл. Тӳпери катрам-катрам пĕлĕтсем кун пăсăласса аса илтерчĕç. Кĕтӳ хăваланă хыççăн таçтан çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ. Пĕрĕхни кăна юрĕччĕ-ха, вăхăт-вăхăт аванах хăйĕн сассине хăпартать тата. Чӳрече кантăкĕ çумне лекекен çумăр тумламĕсем йĕр-йĕр шуса анса чӳрече ани çумне пуçтарăнаççĕ, унтан пĕчĕк кӳлленчĕк пулса аялалла, çĕр çинелле юхса анаççĕ. Шуса аннă тумламсем чӳрече кантăкне тап-таса туса пыраççĕ.
Чӳрече кантăкĕ тăрăх юхакан тумламсем Саня аппана çакă çын куççульне аса илтерчĕ. Çапла мар-и-ха, çын та, чӳрече çинчи тумламсем пекех, тулса çитнĕ пăсăк кăмăла куççульпе çуса тасатать.
Ытла та кичем кĕрхи кун. Ахаль чухне урам тăрăх е ачи-пăчи, е ял халăхĕ таçталла кумать. Паян вара никамах та урам тăрăх иртни курăнмасть.
Паян иртенпех чӳрече умĕнчен кайма пĕлмест Саня аппа. Тулти кичем çанталăк унăн чĕрине витĕм кӳчĕ-ши е урăххи… Ара, унăн пуçĕнчи шухăшсем тахçантанпа çапла пăтрашăнаççĕ мар-и?
— Мĕн тумалла? Мĕн тумалла-ши?..
…Паянхи ирхи кун пекчĕ унăн кун-çул пуçламăшĕ. Ачалăхне те, çамрăклăхне те телейлĕ тееймĕ-ха вăл. Çапах та ун чухне вăй-хал пулнă.
Пĕчĕккĕллех амăшсăр тăрса юлчĕ вăл. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах амăшĕн. Пĕчĕк шăллĕне кун кăтартса хăй ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ӳсерехпе питĕ лайăх ăнланчĕ ашшĕне Саня. Амăшĕ вилнĕ хыççăнах çĕнĕ амăш илсе килсен кураймастчĕ ăна вăл. Питех те йывăр пулнă ĕнтĕ арçын пуçпа икĕ пĕчĕк ачана пăхма. Çитменнине, кĕçĕнни темиçе кунра çеç. Ĕне, качака таврашĕ çукчĕ вĕсен. Те тытма майĕ пулман вара. Ялан çын патне сĕт ыйтма кайма именнĕ-ши? Сурăххи пăрланăччĕ, пӳтеккисем пӳртреччĕ. Çавсене ĕмĕртме сурăха пӳрте илсе кĕретчĕç. Ашшĕ сурăхăн пĕр çиллине пӳтеккисене ĕмĕртетчĕ, теприне суса илсе ывăлне ĕçтеретчĕ. Халь шутлать те Саня, тĕлĕнет. Мĕнле çапла тума ăс çитернĕ ашшĕ? Е кам та пулин вĕрентнĕ-ши? Ун çинчен ашшĕ пурăннă чухне ыйтма та пĕлмен.
Амаçури амăшĕ, хăй ачапа килнĕскер, упăшкин ачисене хăйĕнни пекех пăхмарĕ. Çапах та пач пăхман тесен те çылăх пулĕ. Ашшĕ умĕнче питĕ лайăхчĕ, вăл çук чухне пĕр апачĕ те мăкăртатмасăр çийĕнместчĕ.
Çапах та вĕсене асра тытса пурăнман Саня. Ĕçе те мĕн пĕчĕкрен хăнăхнăран, нихçан та ӳркенсе тăман. Çавăншăнах амаçури амăшĕ ăна мухтакалатчĕ.
— Саня алли пур енчен те пултарать. Хуть мĕнле ĕçе те вĕренме тăрăшать. Эсир мĕншĕн çапла мар-ши?- тетчĕ Саня шăллĕпе ывăлне.
Хĕр шутне кĕрсен хăйсен кас каччине килĕштерчĕ Саня. Çамрăкăн шухăшĕ те Саняпа пĕр пулчĕ. Маларах юлташсем çеçчĕ вĕсем, каярах чăн-чăн юрату хуçаланчĕ иккĕшĕн хушшинче. Çамрăк пулин те çемье чăмăртама шутларĕç çамрăксем. Аслисем хирĕç пулнине темшĕн астумасть Саня.
Уйрăлса тухма тиврĕ вĕсене. Упăшкин çемйи пысăк. Ывăлĕсем авланнисем те пур. Çурт-йĕр çавăрса уйăрса кăларма аслисене те пулăшайман-ха. Темиçе çемьене тăрантса пурăнма йывăр терĕç пуль хуняшшĕпе хунямăшĕ.
Пĕррехинче çамрăксем ĕçрен таврăнатчĕç. Упăшкисен умĕнче ритван (лаша урапи) ларать. Ун çине Лисукăн пур-çук япалисене тиесе хунă. Малтан нимĕн те ăнланмарĕ çамрăк хĕрарăм. Вĕсене хирĕç хуняшшĕ тухрĕ.
— Акă сирĕн пĕтĕм япалăр. Уйăрса кăларас терĕмĕр сире. Халĕ хăвăр йăва çавăрăр. Ритвана кайран килсе пама ан манăр, — терĕ те хапхаран кĕрсе кайса алăксене сăлăп хучĕ.
Хуть кăшкăрса макăрса яр. Нимĕн те тăваймарĕç çамрăксем. Юрать-ха çулла, çанталăкĕ ăшă. Ял вĕçĕнче пурăнакан Матĕрне аппăшăсен умĕнче ритван çинчех пĕр çĕр каçрĕç çамрăксем. Тепĕр кунне Матĕрне аппăшĕ мунчинче çĕр каçма ирĕк пачĕ.
Чăнах та, ăçта та пулсан пурăнмалла вĕт. Ялан çулла мар, хĕлле те çитĕ.
Кăнтăрла ĕçре çамрăксем, каçпа килеççĕ те выльх пăхне улăмпа, тăмпа хутăштарса кирпĕч çапаççĕ, хĕвел çинче хĕртеççĕ. Çапла пĕр уйăх нушаланчĕç Саняпа упăшки. Кайран çав кирпĕчрен вите купаларĕç. Тăррине вĕрлĕксем пăрахса улăм витрĕç. Çавăнта пурăнма куçрĕç вара. Уншăн мĕнлерех савăнман-ши? Ара, хăйсен вĕт-ха вăл, хăйсен.
Апат-çимĕç пĕçерме амаçури амăшĕ пĕр кивĕ чукун панăччĕ. Килте унпа выльăх-чĕрлĕх валли кăмакара çĕрулми пĕçеретчĕç. Çавă чи малтанхи савăт-сапи пулнăччĕ. Икĕ кашăкпа чашăкне упăшки йывăçран каскаласа тунăччĕ.
Хĕле кĕрсен пăх витре сивĕччĕ. Йĕри-тавра юрапа лайăх купаларĕç те çапла хĕл каçрĕç. Тепĕр çулхине укçа пуçтаркаласа вăрман енчи ялтан кивĕ кĕлет туянчĕç. Унран майлаштаркаласа çурт турĕç.
Унтанпа та икĕ çурт туцма тиврĕ Саняпа мăшăрне. Хăйсен ялĕнче пурăнакан пĕр çемье çĕнĕ çурт лартрĕ те кивĕ йывăç пӳртне сутрĕ. Ăна куçарса килсе лартрĕç Санясем. Хăйсеннинчен каллех кĕлет турĕç. Ĕçлекен çын выçă та вилмест, çĕтĕк те çӳремест. Нимле ĕçрен те ӳркенсе тăманскерсем, ал-ура çавăрсан хăйсем пилĕк стеналлă çĕнĕ çурт лартрĕç. Ара, ачисем те çине-çинех çуралчĕç те пӳрт пĕчĕккĕ пек туйăнчĕ. Сухăр юхтарман пĕренесене вăрмана кайсах кăларса килчĕç упăшкисем. Тăванĕсем, ял халăхĕ пулăшнипе, тавах вĕсене, çĕнĕ çурта 3-4 уйăх хушшинче хăпартса та лартрĕç.
Упăшки ĕçкеленĕ хушăра кӳлешетчĕ.
— Мана аттепе анне пĕр кашăк та парса уйăрса кăларман, — тетчĕ.
Санян кăмăлĕ юлнăччĕ пулсан та куçран ӳпкелешсе каласа курман.
— Кăлăхах ӳпкелешетĕн, пуçра сывлăх пулсан, Турри пулăшсан — пурте пулать, — тесе лăплантаратчĕ мăшăрне.
Колхозĕ те ураланчĕ çав вăхăта. Ĕçлекенсене те кӳрентерместчĕ. Пахчаçимĕç бригадинче вăй хуратчĕç мăшăрĕпе. Упăшки пахчаçимĕçсене шыв саптаратчĕ, каçхине хуралтаччĕ. Те çавăн чухне шăнса пăсăлчĕ вара вăл. Сиссе те ĕлкĕреймерĕ Саня. Ӳсĕркелеме яланах ӳсĕретчĕ-ха. Тапак туртнипе пуль тесе шутланă ун чухне. Туртма пăрахма мĕн чухлĕ сĕнмен-ши? Итлемерĕ вĕт. Кайран кая юлнă терĕç. Ӳпке ракĕпе ир çĕре кĕчĕ.
Пилĕк ачапа тăрса юлчĕ Саня. Ачисем аталаннăччĕ-ха вĕсем. Тульккăш пĕр япала çеç канăçсăрлантаратчĕ ăна. Пĕр хĕр те çуратса ӳстереймерĕç вĕсем. Пиллĕкĕшĕ те ывăл пулчĕç. Çук, ывăлĕсем япăх тесшĕн мар-ха Саня аппа. Çын çинче вĕсем çинчен усал калаçнине халиччен илтмен. Тульккăш пĕри те яла юласшăн пулмарĕç. Халь пĕчченех кил-çурт хураллать. Малтанлăха ачисем тухса кайсассăнах выльăх-чĕрлĕхпе йăпанатчĕ. Иртнĕ хĕлле çапла выльăх шăварма шыв чылаях йăтмалла пулчĕ. Пусă умĕнче ури шуса кайса пуçĕпе пусă хăлăпне вăйлăн çаптарчĕ, ури хирĕнчĕкле пулса хуçăлчĕ. Юрать пусси урамра, иртен-çӳренсем курнă та — пульницăна ăсатнă, унта ывăлĕсене пĕлтернĕ. Ывăлĕсем çав хушăра килсе выльăх-чĕрлĕхне хăшне пусса какай тунă, хăшне сутнă - пĕтернĕ вара выльăхсене. Çапах та уншăн кулянмасть вăл. Пурте юрăхлă, вырăнлă пулнă, какайĕ те, укçи те. Мĕн кирлĕ ăна? Кашни уйăхра пенси укçи параççĕ. Ăна та пĕтерсе пыраймасть вăл.
Кӳршĕ хĕрĕ Алина пулăшма каçкалать Саня аппăшне. Аманнăранпа питех çӳресе каяймасть вăл. Хĕр пĕрчи шыв ăсса кĕрсе парть, урай çукалать. Хĕллехи кун вутă йăтса кĕрсе хурать. Вăт çавăн кăмăлне тултарма укçине хĕре кăштах паркалать. Пурпĕрех çитет, юлать те Саня аппаран. Тульккăш пĕр шухăш кăна канăç памасть Саня аппана.
— Мĕн тумалла-ши? Мĕн тумалла?
Иртнĕ эрнере аслă ывăлĕ килсе кайрĕ. Çав канăçсăр шухăшсене хускатса хăварчĕ.
— Анне, капла пĕччен пурăнма йывăр сана. Эпир шăллăмсемпе ларса шухăшларăмăр та çапла тумалла мар-ши терĕмĕр. Эпир пурте хулара пурăнатпăр. Эсĕ унта халиччен пурăнса курман, сывлăшĕ те йывăртарах унта. Çитменнине, пирĕн пурин те хамăрăн çемье, ачасем те çитĕнсе пыраççĕ. Хваттерсем те тăвăртарах пирĕн пурин те. Çавăнпа пĕччен кун кунличчен ваттисен çуртне каймалла мар-ши санăн терĕмĕр. Унта апатне çитереççĕ, мунча хутса кĕртеççĕ, кĕпе-йĕмне çуса параççĕ. Тата хăвăн пек ват çынсемпе хутшăнса калаçма та авантарах пулĕ. Эпир сана васкатмастпăр-ха. Тепĕр икĕ эрнерен кĕçĕн шăллăм килет. Ун чухне хуравне парăн, — тесе хăварчĕ тухса кайнă чух.
Малтан пуçа та пырса çитеймерĕç-ха Саня аппана ывăлĕн сăмахĕсем. Каярахпа çуртри кашни япалине аллипе сĕртĕнсе ачашларĕ. Ара, мăшăрĕпе пуçтарман-и-ха вĕсем кашни япалине? Халĕ çаксене чĕрĕ пуççăн пăрахса хăварма тивет-ши?
Çакăн пек пĕччен юласса шанса ӳстерменччĕ те вĕт ачисене? Çук, ывăлĕсене хурламсть вăл. Çын çинче усал ят яман вĕсем. Анчах… Тен, ывăлĕсем тĕрĕс шухăш тытнă? Никампа та канашлама хăяймасть хĕрарăм. Пурте тĕрĕс мар ăнланассăн туйăнать ăна. Çанталăкĕ те Саня аппан шухăшĕсемпе пĕр. Ытла та лăпкă мар. Паян аслă ывăлĕ кайни шăп икĕ эрне. Çавăнпа та чӳрече умĕнчен хăпма пĕлмест Саня аппа.
— Мĕн тумалла-ши? Мĕн тумалла?...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...