Захаров Михаил Иванович 1924 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тутар Республикин Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, йывăр аманнă, сĕм суккăр пулса юлнă. Киле таврăнсан, малтан та сăвăсем çырнăскер çак ĕçе малалла тăснă. 1971 çулта унăн Чăваш кĕнеке издательствинче «Юрла, чĕрем» кĕнеки тухнă. Вăл çырнисем Шупашкар, Хусан, Чĕмпĕр хаçачĕсемпе журналĕсенче тăтăшах пичетленнĕ. Композиторсем ун сăввисемпе юрăсем кĕвĕленĕ. Г.Хирбю кĕвве хывнă «Куккук каллех авăтма пуçларĕ» юрă чăвашсем хушшинче уйрăмах анлă сарăлнă.
Сăвăç хăй купăс каласа, хăй юрласа Нурлат районĕнчи ялсем тăрăх концертсем лартса тăтăшах çӳренĕ. М.Захаров 1982 çулта вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...