Султтанпике


Султтанпике — пĕтĕм чăваш халăхĕ юратакан хĕр-юрăçă. Вăл Сарăту кĕпернине кĕрекен Эçеркке ялĕнче çуралса ӳснĕ. Халĕ ку тавралăх Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă (Неверкке) районне кĕрет. Эçеркке ялĕ халĕ те пур, анчах халĕ унти халăх хăйне тутар тет. Эçерккесен ХIХ ĕмĕр пуçламăшĕнче пĕр пайĕ, вăйпа тĕне кĕртнине хирĕçлесе, Турцие куçса кайнă, тепĕр пайĕ, ислам тĕнне йышăнса, тутарланнă.

Султтанпике çамрăклах, качча каичченех, Илем ятлă юханшывра путса вилнĕ.


Хайлавĕсем