Василий Васькин (Василий Никитич Никитин) 1917 çупхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Шывпуçĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1931 çулта Канаш районĕнчи Энтриялĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1931-1935 çулсенче Улатăрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1935-1939 çулсенче Шывпуçĕнчи тупли мар вăтам шкулта, 1939-1941 çулсенче Канаш районĕнчи Чарпуçĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1939-1940 çулсенче Чăвашсен педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче вĕреннĕ.
1941 çулта, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан, поэт фронта тухса кайнă. 1942 çулхи кĕркунне Конотоп хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенчен пĕринче В.Васькин паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
1936-1940 çулсенче çамрăк поэтăн сăввисем «Пионер сасси» тата «Çамрăк большевик» хаçатсенче пичетленсе пынă. 1934-1940 çулсенче В.Васькин граждан вăрçи паттăрĕсем çинчен «Сергей Лазо» поэма çырнă.
1961 çулта Чăваш АССР кĕнеке издательстви, поэтăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене суйласа илсе, «Сăвăсем» кĕнеке кăларнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...