Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ӳстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ӳсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан —
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сӳнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
«Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ӳк те çурăл, хып та çун —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан;
Хăйшĕн хăй — парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Лăпкă чух та, вăрçăра та —
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Анатолий (2018-12-20 23:02:03):
Чăвашсен чи хăватлă сăвви. Мĕн калăн - Хусанкай!!!
влад маскай (2019-02-05 02:27:48):
Мĕнех вара, чанах! Хирĕç нимĕн те "шарласа" пулмасть. Пĕр хут кăна вуланипе çырлахтармасть. Тыткăнра тытать. Хăшпĕр тĕлте вăтантарать те.
Çавăнпах ĕнтĕ автор - Пётр Петрович Хусанкай! Михаил Çеçпĕлĕрĕмĕрĕн ĕмĕтне тултарчех Вăл! Чăваш чĕлхи Пётр Петрович калаçнă вăхăтра Аслати пек кĕрлесе тăрать, çиçĕмĕпе те çиçет, хĕçĕпе те касать. Питĕрех те вара çак сăвăра. Пур чăваш та вуласан урăхлатĕччĕ вăл пире чылай енчен.