Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шупашкар районӗ

Шупашкар районӗ, — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ район. Район пуҫлӑхӗ — Князев Анатолий Пантелеймонович.

1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5 туса хунӑ. Ҫурҫӗр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Хӗвелтухӑҫ енче Сӗнтӗрвӑрри районӗ, кӑнтӑрта Ҫӗрпӳпе Красноармейски районӗсем, хӗвеланӑҫ енче Муркаш районӗ юнашар вырнаҫнӑ. Район лаптӑкӗ 1331,7 км2 танлашать. Ку вӑл республикӑн пӗтӗм лаптӑкӗн 7% ытла. Район администрациӗ Шупашкартан 14 ҫухрӑмра ларакан Кӳкеҫ хула тӗслӗ посёлокӗнче вырнаҫнӑ. Атӑл района икӗ пая пайлать: ҫурҫӗр енчине тата кӑнтӑр енчине.

Ҫутҫанталӑк

Шупашкар районӗ Чӑваш плато ҫинче выртать. Районта сӑвек сӑртсем нумай тӗл пулаҫҫӗ, ҫӗр питне чылай ҫӗртре ҫырмасем ҫурса пӗтернӗ. Ҫырмасен тарӑнӑшӗ 20 метр таран ҫитет. Ҫӗр айӑнчи пурлӑхсем шутне торф (районта ӑна 20 ытла вырӑнта кӑлараҫҫӗ), керамзитпа кирпӗч тума юрӑхлӑ тӑм (Чантӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паспак тата ытти вырӑнсем), штукатурка, пӳрт хӑпартма, силикатлӑ кирпӗч тума юрӑхлӑ хӑйӑр кӗреҫҫӗ.

Шупашкар районӗн климачӗ вӑтам континентлӑ. Хӗлӗсем сивӗ те вӑрӑм, ҫӑвӗсем ӑшӑ, хӑш чух шӑрӑх та пулаҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам температура -13°С танлашать, — утӑ уйӑхӗнчи — 19°С. Районта юр-ҫумӑр ҫителӗклӗ ҫӑвать. Ҫулталӑк хушшинче пурӗ 500 мм ытла юр-ҫумӑр ҫавать (ытларах енӗпе утӑ уйӑхӗнче).

Районти чи пысӑк юханшыв — Атӑл. Ҫавӑн пекех районта Ункӑ, Йӗршу, Кӗнер юханшывӗсем юхаҫҫӗ. Район тӑприсене пахса тухас пулсан вӗсем ытларах кӗлленчӗклӗ, Атӑл леш енче вара — ытларах енӗпе хӑйӑрлӑ, хӑйӑр йышши тата шурлахлӑ тӑпрасем.

Атӑлӑн леш енчи пайӗнче вӑрмансем 67% лаптӑка йышӑнаҫҫӗ, сылтӑм енче вара — 30%. Атӑлӑн леш енчи вӑрмансенче ытларах хырсем ӳсеҫҫӗ. Аталӑн сылтӑм енче вара юман, вӗрене, ҫӑка, ӑвӑс йывӑҫҫисем ытларах тӗл пулаҫҫӗ.

Сӑнсем

Попой вӑрманӗ
Кӗнер шывӗн ҫырми
Ҫырмапуҫ пӗви
Попой вӑрманӗ
Кӗнер шывӗн ҫырми
Ҫырмапуҫ пӗви

Истори

  • 1927 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ӗҫтӑвкомӗ республикӑра 17 район, ҫав шутра Шупашкар районӗ, туса хума йышӑннӑ. Малтанхи ҫулсенче район тӗпӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ, района пирвай 3 вулӑс кӑна кӗнӗ.
  • 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче район Канашӗн 1-мӗш съезчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл ӗҫтӑвком председателӗ пулма И.Н. Яштайкина суйланӑ. Унта 136 делегат хутшӑннӑ, съезд Чӑваш академи драма театрӗнче иртнӗ, 5 кун ӗҫленӗ.
  • 1935 ҫулта республикӑра ҫӗнӗ 7 район, ҫав шутра Ишлей районне те, йӗркеленӗ. Ӑна маларах Шупашкар тата Элӗк районӗсене кӗнӗ ялсене панӑ.
  • 1935 ҫулта: Шупашкар районне 30 ял совечӗ кӗнӗ, пурӗ 122 ял пулнӑ. Районта лаша — 5754, ӗне — 5998, сурӑх-качака — 28686, сысна 13293 пуҫ шутланнӑ. 58 ферма пулнӑ. Кашни лаша пуҫне сухалакан 7,2 га ҫӗр тивнӗ.
  • 1936 ҫулта районта 5449 лаша, 6073 ӗне, 27482 сурӑх, 12104 пуҫ сысна ӗрчетнӗ. Кашни лаша пуҫне сухалакан 6,86 га ҫӗр тивнӗ. 118 колхоз пулнӑ. Хресченсем 7630 уйрӑм хуҫалӑх тытнӑ.
  • 1939 ҫулта районта кашни гектартан тӗш тырӑ 9,4 центнер ҫеҫ пухса кӗртнӗ. 25 шыв арманӗ, 55 ҫил арманӗ, ҫӑм тапттармалли машина – 10, тимӗрҫӗ лаҫҫи – 46, электростанци – 2, кирпӗч савӑчӗ – 2, ҫӑкӑр савӑчӗ – 4, ытти вак предприятисем ӗҫленӗ.
  • Шупашкара газ пӑрӑхӗ илсе пыма район территорийӗнче ӗҫсем 1957 ҫулта пуҫланнӑ.
  • 1959 ҫулта Ишлей районне пӗтернӗ, ӑна Шупашкар районӗпе пӗрлештернӗ, унӑн ертсе пыракан влаҫ органӗсене йӗркеленӗ.
  • 1961 ҫулта Ишлейре «Надомница», 1959 ҫулта кирпӗч завочӗ, 1975 ҫулта газ компрессорӗн станцийӗ, 1960 ҫулта Алькешре «Паха тӗрӗ» пуҫланса кайнӑ.
  • 1962 ҫулта Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн йышӑнӑвӗпе республикӑра 9 ял районӗ, ҫав шутра Шупашкар районӗ, туса хунӑ. Шупашкар районне Сӗнтӗрвӑрри районӗн ҫуррине, Элӗк районӗн 3 ял Советне тата Красноармейски районӗн пӗр ял Советне кӗртнӗ.
  • 1965 ҫулта ял тата промышленность районӗсене пӗтерсе 18 район, ҫав шутра Шупашкар районӗ, туса хунӑ. Унтанпа вӑл пысӑк администраци-территори улшӑнӑвӗ тӳссе ирттермен.

Материала хатӗрленӗ чухне «Тӑван Ен» хаҫат материалӗсене усӑ курнӑ

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗ валли районта Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара шута илмесен 59, 3 пин ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 92% — чӑвашсем. Вӑтамран халӑх ҫӑралӑхӗпе 1 км2 ҫине 43 ҫын килет. Районта 5 хула йышши пурӑнмалли вырӑн ларать: 2 хула (Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар), 3 хула йышши поселок (Шупашкар хулине кӗрекен Сосновкӑпа Ҫӗнӗ Лапсар тата Кӳкеҫ).

Ял ҫыннисем 171 ялта пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенче вӑтамран 278 ҫын пурӑнать.

Паллӑ ҫыннисем

Йышпа туллин кунта паллашма пулать.

Мухтавлӑ ҫынсем пирки ҫырнисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Шупашкар районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-04 11:50:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 53513 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем