Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мария Ухсай

Мария Ухсай (Мария Дмитриевна Ухсай) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1908 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.

Литературӑра ҫитӗнӳсем тунӑшӗн ӑна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (1960) чысланӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968) ятне панӑ.

Кун-ҫулӗ

Ялти хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Шупашкарти педагогика техникумӗнче тата педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Канашри тата Чӗмпӗр педагогика техникумсенче ӗҫленӗ. 1940 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Чӑвашобллитра, Главреперткомра вӑй хунӑ.

Пултарулӑхӗ

Ҫыравҫӑн малтанхи калавӗсем: «Хӑйӑ ҫути» (1947), «Типӗ ҫыран хӗрринче» (1948). Паллӑрах кӗнекисем: «Калавсем» (1948), «Кӑра ҫилсем» (3 кӗнекеллӗ роман, 1956, 1957, 1962), «Драмӑсем» (1961), «Комедисем» (1965). Унӑн хайлавӗсем вырӑсла та тухнӑ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Мария Ухсай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2017-09-25 13:02:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9550 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем