Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тавӑшкасси

`Тавӑшкасси (выр. Таушкасы) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи ял. Шемшер ял тӑрӑхӗ шутне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче, Йӑршшу шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, Шемшер ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Район центрне, Кӳкеҫ поселокӗ, таран — 21 км яхӑн, республикӑн тӗп хулине Шупашкар таран — 33 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ таран — 32 км.

Историйӗ

Ял 1858 ҫултанпа паллӑ. Историри ячӗсем: Ямпулат, Тавӑшкасси Шемшер. 1897 ҫулхи «Хусан кӗпӗрнинчи ялсен списокӗнче» Тауш-касы тесе асӑннӑ. Ят, пулас, Тавӑш авалхи чӑваш ятран пулса кайнӑ.

Яла XIX ӗмӗрте Ямпулат ялӗнчен (халӗ Шемшер ялӗ шутне кӗрет) куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ. Ҫыннисем — чӑвашсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Ытларах ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, килти промыслапа, кулетка тӗртсе сутассипе, пулӑ тытассипе пурӑннӑ.

Ял ҫывӑхӗпе XVI ӗмӗртенпе Шупашкарпа Хусана ҫыхӑнтаракан Хусан тракчӗ иртнӗ. Йӑршшу шывӗн ҫыранӗнче почта станцийӗ пулнӑ, унран «Почтовая» урам ячӗ юлнӑ.

1910 ҫулта икӗ класлӑ шкул уҫӑлнӑ. 1931 ҫулта «Первое мая» колхоз йӗркеленнӗ. 1951 ҫулта ял Шемшерти «Серп и молот» колхоза кӗнӗ, 1959 ҫулта — «Искра» колхозпа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн йӗркеленнӗ Свердлов ячӗллӗ колхоза кӗнӗ.

Административлӑ енчен ял Шупашкар уесӗн Шемшер вулӑсӗ (XIX ӗмӗр — 1927) шутне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнченпе — Шупашкар районӗнче. Шемшер ял канашӗ 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ, Шемшер ял администрацийӗ — 1991 ҫулхи раштавран 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 109 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 86 ҫын (чӑвашсем — 99%). Кайранхи даннӑйсем тӑрӑх, халӑх йышӗ 710 ҫын яхӑн.

Ҫулсен тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1858 (Ердово ялӗпе пӗрле) — 240 арҫын, 261 хӗрарӑм;
  • 1897 — 147 арҫын, 140 хӗрарӑм;
  • 1926 — 64 кил, 150 арҫын, 165 хӗрарӑм;
  • 1939 — 135 арҫын, 196 хӗрарӑм;
  • 1979 — 54 арҫын, 86 хӗрарӑм;
  • 1989 — 42 арҫын, 51 хӗрарӑм;
  • 2002 — 45 арҫын, 41 хӗрарӑм;
  • 2010 — 52 арҫын, 57 хӗрарӑм.

Паллӑ ҫынсем

Инфраструктура

2005 ҫул тӗлне ялта сӗт-товар фермипе ял хуҫалӑх продукцийӗн цехӗ пулнӑ.

Экономика

Экономикӑн тӗп никӗсӗ — ял хуҫалӑхӗ. Коллективизаци вӑхӑтӗнче «Первое мая» колхоз ӗҫленӗ, 2010 ҫулта — Свердлов ячӗллӗ колхоз. Ҫынсем харпӑр хушма хуҫалӑх тытаҫҫӗ.


 
Категорисем: Тавӑшкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-08 15:25:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем