Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пухтел

ПухтелТутарстанӑн Теччӗ районне кӗрекен ял.

Ялтан район центрне, Теччӗне, ҫитме 15 ҫх, Хусана — 175 ҫх, Пӑвари чукун ҫул патне — 60 ҫх. Асфальт сарнӑ ҫулпа Пролей-Каши ялне ҫитме пулать, унтан Пухтелне тата 3 километр утмалла.

Урамсен халӑхри ячӗсем: Хыҫалкас (Гагарин урамӗ), Вӑтакас (Советская), Лешкас (Ленин), Ҫӗнӗкас (Пролетарская).

Ял-йыш ҫинчен

2009 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ялта 172 хуҫалӑх шутланнӑ, 129 кил-хуҫалӑхра пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 324 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен ӗҫлеме пултаракан вӑйпитти ҫынсем — 119, пенсионерсем — 105. 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем — 53, 16 ҫула ҫитменнисем — 39, ҫичӗ ҫула ҫитменнисем — 25. 2009 ҫулта 3 ача ҫуралнӑ, 8 ҫын вилнӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен халӑх ял хуҫалӑх ӗҫӗпе пурӑнать: выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп ӗрчетет, пахча ҫимӗҫ туса илет, вӗлле тытать. Вӑтамран илсен ҫынсен пахчисем 0,25–0,5 гектар лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Колхоз саланнӑ хыҫҫӑн унӑн ҫӗрӗсене 4,5 гектаршар колхозниксене валеҫсе панӑ. Пӗтӗмӗшле илсен 218 пай (981 гектар) ҫӗр илнӗ. Ялта пурӑнакансем 64 ӗне, 300 сурӑхпа качака, 740 сысна, 3 лаша, 2500 пуҫ кайӑк-кӗшӗк тытаҫҫӗ.
Ялти вӑйпитти 32 ҫын «Тетюшское» УПХна ӗҫе вырнаҫнӑ. Пулӑ тытса тирпейленӗ ҫӗрте 2 ҫын ӗҫлет, ыттисем Мускава, Хусана, Чӗмпӗре ӗҫлеме кая-кая килеҫҫӗ.

Тавралӑх

Пухтел варрипе Кӑнна шывӗ юхса иртет. Ял хыҫӗнче Шӑрт ҫырми, Курак лупашки, Пылханни, Матӳҫ Иван лупашки, Тӑм лупашки, Чикан ҫӑл лупашки, Улма йывӑҫ лупашки, Вӑрӑм кӳл, Хулаш, Крикаҫ лупашки, Хурама лупашки, Хурумсур ай. Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче ялтан 2-3 километрта посадкӑсем ӳсеҫҫӗ. Пухтелӗнчен тухса хӗвелтухӑҫнелле 5 километр утсан Атӑл хӗрне ҫитме пулать. Кунта яш-кӗрӗм канма юратать.

Кун-ҫулӗ

2001 ҫулта Пухтел хӑйӗн 500 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ. Ял Кильна шывӗн ҫыранӗнче икӗ пысӑк тип вар хушшине кӗрсе ларнӑ. Унӑн хальхи ячӗ 1562 ҫулта, ҫак тӑрӑха 11 чӑваш ҫемйипе 1 тутар ҫемйи вырнаҫсан тухнӑ. Вӗсене ҫакӑнта Богдан ятлӑ ҫын ертсе килнӗ иккен. Каярах ял ячӗ Богдашкино тесе ҫирӗпленнӗ. Ял халӑхӗ ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, вӑл вӑхӑтра суха пуҫӗпе ҫурласӑр пуҫне ӗҫ хатӗрӗ те пулман вӗсен.
1926 ҫулта Пухтел ял Канашӗн председателӗ пулса А.Бурлаков, секретарӗ — А.Т.Кубарев ӗҫленӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ялта пурӑнакансен списокне тунӑ, «1926-мӗш ҫулхи Шӑпа списки» тесе ҫырнӑ хӑй тетрадь ҫине. Пӗтӗмпе тетрадьре 66 шӑпа (жеребьевка). Кашни шӑпара пилӗкшер кил хуҫалӑхӗ, хушамачӗсемпе пӗрле (20-шер ҫын). Ҫакӑнтан шутласан 1926 ҫулта ялта 1320 ҫын пурӑннӑ. Кашни ҫын пуҫне 1,04 теҫеттин (1 теҫеттин=1 гектар), утӑ ҫулмалли ҫӗр — 0,08 теҫеттин.
1927 ҫулта Пухтелӗнче 513 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ, ҫынсен шучӗ — 1193 ҫын. Ҫав шутран ӗҫлеме пултараканнисем — 640. Ялта 164 ӗне, 166 пуҫ лаша пулнӑ. Чухӑнсен 135 кил хуҫалӑхӗ, вӑтам пурӑнакансен 138 кил пулнӑ. 140 хуҫалӑх пачах лаша тытайман, 132-шӗ пӗрер лаша тытнӑ, 213-шӗ — икӗ лаша.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Пухтелӗнчен 250 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 136 ҫын ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ е хыпарсӑр ҫухалнӑ. 2010 ҫулта вӑрҫӑ ветеранӗсемпе танлаштарнӑ ҫынсем ялта улттӑн пулнӑ: М.Т.Анисимов (1921 ҫулта ҫуралнӑ), Н.К.Спиридонов (1924 ҫулта ҫуралнӑ), В.А.Савельева (1921 ҫҫ.), И.В.Горбунов (1927ҫҫ.), П.В.Торгашов, А.Н.Косов, 1913 ҫулта ҫуралнӑ А.П.Татаркина (салтак арӑмӗ).

Археологи палӑкӗ

Хулаш XI–XIII ӗмӗрсенче Кильнана тухакан тип варсен хушшинчи тӳремре 80 гектар лаптӑк йышӑнать. Хулашне валсемпе, канавсемпе ҫирӗплетнӗ. Тӗпчевҫӗсенчен нумайӑшӗ ӑна летопиҫре асӑннӑ Элшел (1220 ҫулта Юрий Всеволодович вырӑс кнеҫӗн дружини аркатнӑ) хулин вырӑнӗ тесе шутлать.

Интереслӗ самантсем

Евдокия Никоноровна Торгашова 102 ҫул пурӑннӑ. Граждан вӑрҫине те, Аслӑ вӑрҫа та пурӑнса ирттернӗ вӑл. Ҫемйи хӑйӗн ҫӗр пайӗ ҫинче алӑ вӗҫҫӗн ӗҫленӗ, ӗҫ хатӗрӗсем пулман. Владимир мӑшӑрӗпе 5 ача пӑхса ӳстернӗ. Евдокия Никоноровнӑн 20 мӑнук, 40 кӗҫӗн мӑнук. Е.Торгашовӑна «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ.
А.Н.Роткин 1959 ҫулта ялта пӗрремӗш ҫын кирпӗчрен ҫурт купаласа лартнӑ. Г.Т.Ячменкинпа И.И.Солдаткин пуринчен малтан телевизор туяннӑ. Пӗрремӗш мотоцикла 1951 ҫулта А.Н.Роткин туяннӑ. Аслӑ вӑрҫӑ вӗҫленсенех ялта пурӗ 3 велосипед пулнӑ – А.В.Картузовӑн, А.Н.Роткинӑн, Ф.С.Таймановӑн. Кӑмака купалакан хӗрарӑмсем те пулнӑ Пухтелӗнче, Лукерья Ивановна Каргина ӗҫне уйрӑмах мухтанӑ ҫынсем.

Учрежденисемпе предприятисем

2004 ҫулта ялта 90 вырӑнлӑх пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул уҫӑлнӑ. Паян кунта 36 ача вӗренет.
Пухтелӗнче икӗ лавкка: пӗри районти потребсоюзӑн, тепри Г.Н.Волковӑн, харпӑр усламҫӑн.
Ҫавӑн пекех ял клубӗ, вулавӑш, 120 пуҫ сӑвакан ӗне тытакан ферма, ФАП, 14 ача ҫӳрекен «Улыбка» (Кулӑ) ача сачӗ, механика мастерскойӗ пур.
1990–1992 ҫулсенче яла шыв пӑрӑхӗсене вырнаҫтарнӑ, халӗ вӗсен тӑршшӗ 4 километра ҫитнӗ, ял-йышӑн 90 проценчӗ килӗсене шыв кӗртнӗ. Урамсенче 5 пусӑ, шыв колонкисем ҫукпа пӗрех. 1995 ҫулта яла газ кӗртме пуҫланӑ, унччен (1963 ҫултанпа) баллонсене тултарнӑ газпа усӑ курнӑ. 54 киле телефон кӗртнӗ, ҫавӑн пекех карас телефонсемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
1930 ҫулччен Пухтелӗнче 2 ҫил арманӗ, тимӗрҫ лаҫҫи, механика вӑйӗпе ӗҫлекен арман пулнӑ. Халь ялта 21 трактор, 8 тиев турттаракан машина, 30 ҫӑмӑл машина, 10 мотоцикл.
С.Исаев усламҫӑ йывӑҫ тирпейлекен цех уҫнӑ. «Самозанятость–2009» программӑпа 6 ҫын ӗҫлет. Пулӑ тытса тирпейлессипе Г.А.Волков усламҫӑ ӗҫлет. 27 ҫын харпӑр хуҫалӑхне аталантарасси ҫине вӑй хӑй хураҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫемьесен программипе Пухтелӗнче 5 ҫурт туса лартнӑ.

Культура, ӗҫ-хӗл

Пухтелӗн чиркӳ уявӗ раштавӑн 19-мӗшӗнче — Хӗллехи Микула. Ҫак кун халӑх кӳршӗ ялсенчен лашасем кӳлсе Пухтелне пуҫтарӑннӑ. Виҫӗ куна пынӑ уяв. Совет самани вӑхӑтӗнчи праҫниксем те хаваслӑ иртнӗ. Вырӑнти Советсене, СССР Верховнӑй Советне депутатсем суйланӑ чух та пысӑк уяв пек савӑнӑҫлӑн, купӑс каласа ирттернӗ. Халь ял-йыш Мӑнкунпа Троицӑна уйрӑмах тӑрӑшса ирттерет. Ҫимӗке тӗнчипе саланса пӗтнӗ пухтелсем ҫуралса ӳснӗ ҫӗре килме тӑрӑшаҫҫӗ, ялтан кӑшт ҫурҫӗререх ларакан масар ҫине пырса тӑванӗсен вил тӑприйӗсене пуҫ таяҫҫӗ.
Йывӑҫран тунӑ святой Николай чиркӗвӗ 1899 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта чӑвашсем кӑна ҫӳреҫҫӗ. Чиркӳ прихутне Юккел ялӗ те кӗнӗ. 1879 ҫулта Гурий святителӗн Тӑванлӑх шкулӗ уҫӑлнӑ, 1886 ҫулччен унта Яков Иванович Евреев вӗрентнӗ.
1967 ҫулта 8 ҫул вӗренмелли вӑтам шкул уҫӑлнӑ. Ӑна уҫассишӗн Урюм ял Совечӗн председателӗ Н.К.Татаркин питӗ тӑрӑшнӑ. Шкулӑн пӗрремӗш директорӗ В.Г.Вериялов пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра шкулта 300 ача вӗреннӗ.
Массӑллӑ уявсем халь кивӗ шкул территорийӗнче, клубра иртеҫҫӗ. Клуба 1963 ҫулта кирпӗчрен купаласа лартнӑ. Халӗ унта ача-пӑчапа аслисен «Илем» ушкӑнӗ (Г.Н.Долгов ертӳҫи) ӗҫлет. Ансамбль район конкурсӗсенче те, «Чӑваш шӑпчӑкне» те хутшӑнать.

Ҫыхӑну

Ҫыхӑну уйрӑмӗн адресӗ: 422389, Тутарстан Республики, Теччӗ районӗ, Пухтел ял тӑрӑхӗ, Пухтел ялӗ.


 
Категорисем: Пухтел
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-08-08 21:35:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6647 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем