Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Вӗри ҫӗлен (Н. Шупуҫҫынни)

1. Пилеш хуппи

Тӑр ҫуллахи каҫхине
Вӗри сывлӑш уҫӑлчӗ,
Кунӗпеле ӗҫлекен
Тӗнче шӑпах лӑпланчӗ.

Сайраран ҫеҫ катаран
Карӑш сасси илтӗнет,
Вал та пӑртак картлатсан,
Чарӑнать те тӗлӗнет.

Пӗлӗт ҫинчен ҫӑлтӑрсем
Ҫынсем ҫине пӑхаҫҫӗ,
Хутран-ситрен вӗттисем
Пытанмалла выляҫҫӗ.

Кӑвак пӗлӗт чатӑр пек
Ҫӑлтӑрсенчен ҫултерех.
Авӑс ҫулҫи майӗпе
Чӗтренкелет тӳлекре.
* * *
Ҫурҫӗр енчен, инҫетрен
Пӗлӗте ҫурса вутпуҫҫи
Вӗҫсе килет ҫиҫтерсе,
Лапсар ятлӑ ял сине.

Вутпуҫҫи мар, вут ҫӗлен,
Аскӑнмашкӑн тухнӑскер,
Таса ҫутӑ тӗнчерен
Ылхан анчах илнӗскер.

Хаштик-хаштик хашлатса
Акӑ ӗнтӗ вӑл вӗҫет,
Пӗлӗт тӑрӑх ярӑнса
Хӗрлӗ хӗлхем ӳкерет.

Лапсар тӗлне ҫитсессӗн
Пӑччу! анса ҫухалать,
Каҫхи таса сывлӑшра
Сӗрӗм анчах хӑварать.
* * *
Ҫав вӑхӑтра пӳртӗнчен
Тухать тӑрать тухатмӑш,
Икҫӗр ҫулхи асамӑҫ,
Лапсар ҫынни Ӑраман.

Ял хыҫӗнчи анкартне
Ҫынсем курман ҫӗрсемпе
Чупать ав вӑл васкаса,
Урисене ҫавӑрса.

Анкартине ҫитет те,
Йӗтем ҫине тӑрать те,
Катӑк ҫӗҫӗ кӑларать,
Пилеш хулла хупӑллать.

Унӑн ури умӗнче
Пӑчӑраллӑ вут тумтир
Иӑлтӑр-ялтӑр курӑнса
Выртать сӗрӗм кӑларса.

Старик утма тытӑнать,
Тумтир тавра ҫаврӑнать;
Хӑй тутипе мӗрлетет,
Тимлес ӗҫе тирпейлет.

-«Пилеш, пилле ман ӗҫӗ,
Хуппи, хулла ҫӗлене,
Карта, картла ун ҫулне», -
Тет Ӑраман чӗлхипе.-

«Атӑл шывӗ типсессӗн,
Пилеш хуппи тин типтӗр;
Тамӑк ҫтани ӳксессӗн,
Ҫак карта тин ҫухалтӑр», -

Тет вӑл татах малалла.
Унтан пилеш хуппипе
Вут тумтире тавраран
Карта туса ҫавӑрчӗ.
* * *
Лапсар вӑрӑм урампе
Тул ҫутӑлас патнелле
Тухать сарӑ яш ача,
Утать йӗтем еннелле.

Йӗтем ҫине ҫитет те
Курах каять старике;
Ӑна хыттӑн пахать те
Кӗрет йӗтем варрине.

Старик вӑйлӑ сӑмахпа
Тата пилеш хуппипе
Кӑварлӑ тумтир патне
Хай пыракан ачана
Картапа ҫул картланӑ.

Ҫӳрет ача, кускалать.
Ҫав карта йӗри-тавра;
Авӑнать те, кукӑрлать.
Вуник хуҫӑк хуҫӑлать.

Пахать: пӑхма инҫе мар
Вутлӑ тумтир йӑлкӑшать,
Илес: илме хӑват ҫук -
Пилеш хуппи шалт хуплать.

«Ха-ха, лах, лах! лекрӗн-и?
Мӗскер шӑршлан, ҫӗр ҫӑтман?» -

Терӗ тӑракан старик
Пӗтӗм вартан ахӑрса.

Ача ҫаврӑнса пӑхрӗ,
Куҫпа ҫиҫӗм ҫиҫтерчӗ,
Каллех утма тытӑнчӗ,
Кускалама тапратрӗ.

Ҫавӑрӑнать, кускалать,
Ӑсран каять, аптӑрать,
Сӑмсипе нӑш-нӑш тӑвать,
Аллисене тӑскалать.

Кускаласан, пӑтрансан
Старик патне пычӗ те
Хуллентерех сасӑпа
Йӑлӑннӑ пек каларӗ:

-«Ярсам ӗнтӗ, уҫ ӗнтӗ,
Тумтир патне ҫул парсам.
Мӑшкӑллама ҫитӗ-ҫке,
Картланине сӳт ӗнтӗ.

Кун пек мӑшкӑл намӑса
Мӗнпур вӑрӑм пурнӑҫра
Курасса мар, илтме те
Нихӑҫан та илтменччӗ», —
Тесе ача пӗтерчӗ.

-«Апла эппин, эпе те
Икӗ ҫер ҫул хушшинче
Сан пек кайӑк тытманччӗ»,-
Терӗ старик ахӑрса. -

«Ахаль мар ҫав вунӑ ҫул
Сывлӑш чӗлхи вӗрентӗм,
Ҫитмӗл ҫичӗ сын патне
Эп вӗренме ҫӳрерӗм.
Анчах пӗри те пелмерӗ.

Лӑпӑр карчӑк тӗлӗкре
Курса вара вӗрентрӗ.
Чи ҫивӗчӗ кайӑка
Ҫав чӗлхепе тин тытрӑм.

Ярассине ярӑп та,
Эсӗ унччен йӗркипе
Ху мӗскертен пулнине,
Мӗскер туса пурӑннине
Йӑлт каласа кӑтарт-ха», -

Старик ҫапла каласан,
Ача сине тинкерсе
Пӑхрӗ чалӑш куҫӗпе.
Ачи чӗнмесӗр пӑртак
Усса тӑчӗ сар пуҫне,

Унтан каллех ҫӗклерӗ,
Куҫ харшисӗр ҫамкине
Тухатмӑша кӑтартрӗ,
Хӑйӗн вутлӑ ҫӑварпе
Сӑмахлама пуҫларӗ:

«Мӗншӗн капла ман пурнӑҫ
Сана пит кирлӗ пулчӗ?
Пӗлессӳ килет пулсан,
Хамӑн тута-ҫӑвара
Пит хӗрхенсе тӑмастӑп.

Эпир ҫиччӗн пӗр тӑван,
Ҫичсӗмӗр те вӗри ҫӗлен
Хурлӑх, асап кӑтартма
Эпир ӗлӗкренпелех
Каҫ пулсассӑн тухатпӑр,

Хитре таса хӗрсене
Вӑрӑм сарӑ яш пулса
Курӑнатпӑр тӗлӗкре,
Унтан вара пӑртакран
Куҫ кӗретех курнатпӑр.

Пӗр-ик виҫ ҫул иртсессӗн,.
Вӗсем йывӑр асаппа
Хӗн-хур курса вилеҫҫӗ,
Вӗсем асап, хӗн курни
Пирӗн ӑша кантарать.

Хамӑр вӑя систерсе
Тепӗр ҫылӑх тутарать.
Эпир ӗлӗк сан пекех
Ҫак ҫӗр ҫинчи этемччӗ;

Усалпа ултав хушшинче
Тӗрӗс ҫула шыраса
Ҫич йӗкӗреш пурӑнтӑмӑр,
Ҫирӗм ҫула ҫитиччен.

Анчах ҫынсем хушшинче
Усал ӗҫӗн вӗҫӗ ҫук.
Тӳре ӗҫӗн шӑрши ҫук,
Ултав, суя пурӑнать,

Пурте ӑна пуҫ ҫапать,
Пурте ӑна хисеплет.
Этем сана чӗлхине
Йӳҫӗтнӗ пыл хыптарать,

Хӑйӗм вӑйсӑр аллипе
Чул муклашки тыттарать.
Элеклени ҫӗр ҫинче
Кӗрекене кӗрттерет.

Пӗрне-пӗри хурласа
Сӑмах туса ваклани -
Сирӗн халӑх хушшинче
Ӑслӑ сӑмах калаҫни.

Пирӗн ҫичӗ тӑванӑн
Пурччӗ пулӑ тытасси:
Хамӑр ӗҫпе нихӑҫан
Чӑрмантарман никама.

Анчах ҫынсен элекпе
Сын усалне тухрӑмӑр,
Мӗскен ҫынсен шухӑшпе
Ялӑн кулли пултӑмӑр.

Ҫавӑнпа ҫичсӗмӗр те
Ял мӑшкӑлӗ пуличчен,
Сын ылханӗ пулас та
Тӗнче тӑрӑх сарӑлса,

Ҫӗрле вӗҫсе ҫӳресе,
Кулакана тавӑрас,
Тесе шухӑш тытрӑмӑр.
Кӗркуннехи каҫпала

Хыр икелне хыпрӑмӑр,
Пыр шӑтӑкне ларнине
Сывлаймасӑр вилтӗмӗр,
Акӑ хале сан умра.

Яш ача пек тӑратӑп,
Анчах тумтир тӑхӑнсан,
Мен пуласса пулатӑп...
Кама тӗнче ӗмӗртен

Ылханӗпе ӑсатать?
Кама курсан инҫетрен
Хӗрес хурса сӑхсӑхать?
Кама сиссен шикленсе,

Хӳтӗ ҫӗре пытанать?
Кама хӑйӗн айӗнче
Пӗтермешкӗн май шырать?
Пирӗн ҫичӗ тӑванӑн

Пуҫ пӗтессе вӑл кӗтет.
Пире, вӗри ҫелене,
Юратмасть те хисеплет.
Ҫичӗ сӑмах каласан,

Ҫитмӗл тӗслӗ пулатпӑр,
Ҫурҫӗр енче курӑнсан
Кӑнтӑр енне ӳкетпӗр.
Пирёншӗн хӳме, стена ҫук,

Пирӗншӗн инҫе, ҫывӑх ҫук:
Пӗрре тӗнче хӗрринче,
Тепре тӗнче варринче
Вӗҫсе кайса пулатпӑр.

Пӗлтӗн ӗнтӗ, ҫӗр ҫынни,
Пирӗн вӑйлӑ пурнӑҫа?

Хамӑн вутлӑ тумтире
Вӑхӑт ҫитет тӑхӑнма», —

Терӗ ача пӗтерсе.
-«Ха-ха, лах-лах, апла-а!
Тумтирӗве пулӗ-ха,
Манӑн ырӑ хӗрӗмӗн

Юнне калла тавӑр-ха,
Вара вӗҫӗн ҫулупа», —
Терӗ хиреҫ тухатмӑш,
-«Эх, мӗскен, вӑйсӑр этем!
Виҫӗ пурнӑҫ курасси
Килет пулсан, - кӑтартӑп:
Хӑвна ҫамрӑк хӗр тӑвӑп!» -

Терӗ ача ҫиленсе.
Унтан йӗтем сасартӑк
Хыттӑн чӗтресе кайрӗ,
Пӗлӗт ҫинче вӗри ҫӗлен
Ялкӑшнийӗ курӑнчӗ.

Тухатмӑшӑн умӗнче
Тӗпсӗр шӑтӑк курӑнать,
Тухатмӑшӗ хӑраса
Хытса кайнӑ та тӑрать.

Тӗттӗм ҫуллахи ҫӗрте
Вӗри ҫӗлен чашкӑрать,
Хӑйне куракан ҫынна
Турра аса илтерет.

2. Тухатмӑш

Лапсар ялӗ пысӑк ял,
Пысӑк ял та аслӑ ял,
Сакӑр ялӑн хушшинче
Ялтӑртатать тупере.

Пурӑнӑҫ тытма пӗлсе
Ырӑ курать халӑхӗ,
Ҫӑвӗпе ҫӳрет вӑрманта
Унӑн выльӑх-чӗрлӗхӗ.

Хӗлле пулсан, йӑлӑмра
Халӑх пӳртлӗх кӑларать,
Мӗншӗн ӗнтӗ ҫав ялта
Хухӗм пӳртсем пулас мар?

Ҫавӑнпа та пӳрчӗсем
Килкартине йӗри-таврах,
Ҫавӑнпа та хапхисем
Йӑлтах яка хӑмаран.

Урам енчи стенасем
Виҫ-тӑватӑ чӳрече,
Ик еннелли хупписем
Ула-чӑла: шурӑ, кӑвак.

Ҫулла пулсан ҫав ҫуртсем
Йӑвӑҫ ӑшне путаҫҫӗ,
Иртсе сӳрен ҫынсене
Вӑрманта пек курнаҫҫӗ.

Анчах ялӑн тул енче
Ял илемне пӑсмашкӑн
Юри ларать пӗр-пӗччен
Чӑлӑш-чалӑш хура пӳрт.

Виҫӗ енчен виҫ чарак
Лартнӑ пӳрчӗ ӳкесрен,
Пӗр пуҫӗнчен хыр каска
Пӳртне пусса кӗмешкӗн.

Катаранах пӳртӗнчен
Ҫурать шӑршӑ сӑмсана,
Илемсӗр пӳрт кӗлеткинчен
Пӑрӑнтарать сан пуҫа.

Пӳрчӗ пуле ҫер ҫулта,
Хуҫи, пӗлеп, икҫӗрте:
Хайхи-майхи Ӑраман,
Ялти усал тухатмӑш.

Ӗлӗкренпе авалтан
Ҫавӑ пӳрте юсаман.
Йӗри-тавра килкарти
Ӳкнӗ, ҫӗрнӗ шӑм-шакки.

«Пӗр ҫич-сакӑр ҫул иртсен
Хура пӳрт те ишӗлӗ,
Унӑн ирсӗр вырӑнне
Вӗлтӗрен пусса илӗ», -

Тесе Лапсар ҫыннисем
Хӑйсем тӗллӗн пуплеҫҫӗ,
Мӗнле пулӗ малалла
Ӑна-кӑна пӗлме ҫук.

Анчах хальхи вӑхӑтра
Икҫӗр ҫулхи Ӑраман
Чалӑш пӳртне юсама
Шухӑш пуҫне те тытман.
* * *
Тухатмӑша пӗлетпӗр:
Пурӑнасшӑн тӑрӑшмасть;
Хӑйӗн пурри ыран сук,
Пурлӑ ҫынсен пур пултӑр;

Пӗтӗм таврари яла
Унӑн чапӗ сарӑлтӑр;
Вара хайхи пурӑнать.
Пурнӑҫ чулне сӗтӗрет.

Вӑхӑчӗпе ҫынсене
Тухатмӑш та кирлӗ-ске.
Ҫитмӗл ҫухрӑм таранран
Ӑраман патне пыраҫҫӗ,

Унӑн ҫичӗ сӑмахшӗн
Аркипе мул параҫҫё.
Тухатмӑша ҫав анчах
Кирлӗ кунне иртерме,

Унтан вара ҫӳлелле
Пӑхса ларать маччана.
Мачча хӑми хушшипе
Курать тӗнче ҫутине.
(Урӑх пӳрге ҫутӑ кӗме
Вӑл тӗпӗ те кастарман.)
* * *
Каҫпа пулнӑ ӗҫ ҫинчен
Хай тухатмӑш шухӑшлать,
Ҫӗр алла ҫулхи ӗҫсене
Паянхи кун асӑнать.

«Ӑҫтан майне тупрӗ-ши,
Ҫӗр ҫӑтманна, вӗри ҫӗлен?
Мӗншӗн алран ятӑм-ши
Пӗрре лекнӗ тӑшмана?» -

Тесе ларать халӗ вал.
«Ҫӗр аллӑ ҫул пурӑнни
Ахалех ман пӗтӗ-ши?
Хӗрӗм вилсен пурӑнни

Ҫӳп шӑтӑкнех кайӗ-ши?
Тӑлӑх юлтӑм, тӑлӑхран
Эп хӑраса тӑмарӑм;
Хама ҫапла тӑвакана

Пӗтерме май шырарӑм:
Ҫитмӗл тӗслӗ чӗлхе пур,
Пурне те эп вӗрентӗм;
Анчах вутлӑ тӑшмана

Кӑвар чӗлхи пӗлсе те
Кӳртеймерӗм алӑма.
Унтан вара тӗлӗкре
Ирсӗр вупӑр карчӑкран

Сывлӑш чӗлхи вӗрентӗм,
Хай тӑшмана тин тытрӑм.
Тытрӑм, тытрӑм! Ӑҫта вал?
Тытрӑм - пушӑ параппан.

Чӗлхен кӑпӑк сӑмаххи!
Ӑҫта кайнӑ халӗ вӑл?
Ӑраман, чаплӑ тухатмӑш,
Ӑҫта пулчӗ сан чӗлху.

Тӑшман умра тӑнӑ чух,
Ухмах, пилешӗн хуппи,
Пилеш хӗрес сан алра
Пурччӗ мар-и, ун чухне?

Мӗншӗн ӗнтӗ пурӑнас?
Мӗскер ӗнтӗ хатӗрлес?
Тепре алла кӗрес ҫук,
Тӑшман манӑн пулас ҫук».-

Ҫапла улать Ӑраман;
Ҫӳҫне-пуҫне аллипе
Пай-пайӗпе кӑларать,
Хӑйӗн анлӑ кӑкӑрне
Чул чышкипе ҫӗмӗрет.
* * *
Ҫапла пирӗн тӗнчере:
Тӑвас тени пулмасан,
Пуҫ ыратать сӗрӗмре,
Чӗре ҫунать, ӑш вӗркет,

Туса пӗтерес умӗн
Ванать каять япала,
Ӗмӗр авалхи тӑшман
Пӑтрантарать шухӑша.

Ӑраманӑн вырӑнче
Кам каҫхишӗн хуйхӑрмӗ?
Ҫав-тӗр вӑйлӑ тӑшмана
Вӗҫертнӗшӗн кам йӗмӗ?

Ҫапла пулать тӗнчере:
Суя ҫулпа каякан
Ӗмӗр кайран кулянать,
Чӗри хытса кайнӑран.

Ӳкӗнмест те, хурланать.
Ухмах пулнӑ Ӑраман;
Хӗрне ҫӗлен вӗлерсен,
(Турӑран та хӑраман)

Чӗлхеҫленме тытӑннӑ.
Вӗри селенпе вӑрҫма
Ҫитмӗл чӗлхе вереннӗ,
Ӑна вӗреннӗ чухне

Темиҫе чун пӗтернӗ.
Анчах ӗмӗр пулман ӗҫ
Малалла та пулас ҫук:
Усал ӗҫе усалпа
Нихӑсан та пӗтерес ҫук.

3. Пике

Аслӑ яла Лапсара
Тӑр ҫуллахи кунсенче
Ҫынсем шӑрӑх вӑхӑтра
Ӑҫтан кирлӗ килеҫҫӗ.

Килеҫҫӗ те каяҫҫӗ
Каллех хӑйсен ҫулӗпе.
- «Кӑлӑхах мӗн ҫӳрени
Пулчӗ», - теҫҫӗ хуйхипе.

- «Пӗтнӗ чаплӑ Ӑраман,
Икҫӗр ҫулхи тухатмӑш,
Калле киле Лансартан
Нимӗнсӗрех каймалла

Пулчӗ», - теҫҫӗ чӑвашсем.
- «Пӗчӗк лутра пӳртӗнче
Ларать хитре хухӗм хер,
Хале унӑн вырӑнче
Пике ятлӑ хӳхӗм хӗр.

Мӗне кирлӗ ун хитри?
Пире пултӑрччӗ чӗлхи
Виттӗр касса татакан,
Шывран вут-хӗм кӑларакан.

Ӑраман хӗрӗ пулсан та -
Ҫук, ку хуман Ӑрамана!
Ашшӗн пекех вӑй-хӑват

Ӑҫта кунӑн сӑмахра?
Чӗлхепе мул пуҫтарма
Ӑҫтан ку хӗр пултарас?
Ҫук, кунӑн сӑн-пуҫӗ ҫеҫ

Ӑс вырӑнне ҫутӑлать!
Ку Ӑраман тавраш мар,
Ку темӗнле йӑваш хер», -
Тесе халап ваклаҫҫӗ.
* * *
Чӑнах, ялӑн херринче
Теттӗм пӳртре хӗр ларать,
Хӗр ларать те ӗҫ тӑвать,
Пурҫӑнпала тер тӗрлст.

Тӗтӗм шӑрши пӳртӗнче
Ӗлекхи пекех тапать,
Ӗлӗкхи пекех ҫутӑ
Маччаран анчах анать.

Пуҫӗ татах хӑй ӗҫлет:
Кунӗпеле шухӑшлать.
Ҫынсем ун патне килсе
Чӑрмантарса каяҫҫӗ,
Ӑраман ҫинчен ыйтса
Тем шухӑша яраҫҫӗ.

- «Ӑраман хӗрӗ эпӗ хам,
Нумай пулмасть вилчӗ вӑл,
Мӗншӗн сире кирлӗ вӑл?»
Тӗт сарӑ хер пурне те.-
Тухатмӑш патне ырӑ сын
Ҫурес ҫук ҫав ӗҫӗпе.
Унӑн патне усал сын
Ҫӳрет хаяр ҫиллипе.

Хӑй кӳрӗшне пӗтерме
Май шыракан ҫӳрет ҫав,
Усал сывлӑш ертнипе
Улталанса ҫӳрет шав.

Анчах халӗ Лапсарта
Тухатмӑша тупас ҫук.
Унӑн шӑршлӑ пӳртӗнчӗ
Вайлӑ чӗлхе янрас ҫук.

Хутран-ситрен юрласа
Унта Пике ӗҫ тӑвать:
Чӗлхеҫ пӑхӑр укҫипе
Илнӗ ҫиппе тер тӑвать.

Ҫутӑ самки айӗнче
Пӗрмай шухӑш пӑтранать,
Унӑн ҫамрӑк черинче
Вӗри юнӗ хускалать.

«Мӗншӗн ара аннене
Астумастӑп нимӗн те?
Мӗншӗн эпӗ аттерен
Ыйтса юлман ун ҫинчен?

Атте мӗнле вилӗмпе
Вилнине те эпӗ халь
Астумастӑп лайӑххӑн:
Ӑҫта-ши ӑс ман пуҫӑн?
Пытарма кайнӑ ҫертен
Таврӑннине астӑвап,
Урӑх манӑн пуҫӑмра
Юлайман ҫав нимӗн те.

Атте сухаллине те
Тӗлӗкри пек анчах ҫав
Ас тӑватӑп эпӗ халь», -
Тесе сар хӗр шухӑшлать.

Ҫутӑ хурҫӑ йӗппипӗ
Вӑш чикет те, вӑш туртать:
Шур пир ҫине тӗр тӑвать,
Ӑраман кам пулнине

Вӑл катари ҫынсенчен
Илтнипе анчах пӗлет.
Тага пӳртӗнчен сисет.
- «Пер ҫӗр аллӑ ҫул ӗлӗк

Ӑраманӑн хӗр вилнӗ,
Унтан кайран арӑмран
Урӑх хӗр ун ҫуралман:
Ӑҫтан пулас ку хӗрӗн

Шуйттан туса памасан?» -
Тесе ялта пуплени
Хитре хӗре ирӗксӗр
Ярать тарӑн шухӑша.

«Атте, вӑйлӑ пулнӑскер,
Хӑй вилнипеле мана
Пурӑнмашкӑн чӗртмен-ши?» -
Тесе ларать сарӑ хӗр. -

«Пытарасса пытарчӗҫ,
Ӑна шӑтӑках чикрӗҫ, -
Анчах ӑҫта вырӑнӗ?
Хӑй телте ун шӑтӑкӗ?» -
Иккёленет вал каллех.

Темле чипер пулсан та,
Ҫынсем ӑна тиркеҫҫӗ,
Ӑна каҫпа выляма
Пӗртте хӗрсем чӗнмеҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та сарӑ хӗр
Хӗрсемпеле хутшӑнмасть,
Ҫавӑнпа та пурнӑҫра

Нумайӑшне ӑнланмасть,
Ҫавӑнпа та шухӑшпа
Анчах кунне ирттерет.

Ашшӗ ҫинчен анчах мар
Вӑл кунепе шухӑшлать;
Ашшӗнчен те ытларах
Пӗр ачана асӑнать:

«Мӗншӗн-ши вӑл кӑнтӑрла
Килсе пӑхмасть пӗрре те?
Инҫех мар-ҫке пурӑнать
Юнашарти пускилте.

Пӳрт пит начар, ҫавӑнпа
Вал ун сӑнне курас мар
Тесе килмест кӑнтӑрла.
«Илеп, илеп», - теет те, -
Илмесен мӗн тӑвас пур

Ман тӑлӑхӑн унпала?» -
Тесе пирӗн хухӗм хӗр
Шухӑшласа шуралать. -
«Илессине илӗ те,

Тимкка сӑмах тытӗ-ха;
Ӑҫтан тупас парнелӗх
Вӗсен ӑрӑвӗ валли?»
-Тет хер хӑйӗн ӑшӗнче.

Тимкка лайӑх, маттурскер,
Пуян ҫыннӑн ывӑлӗ,
Анчах вӑл Пике ҫинчен
Тӗлӗкре те тӗлленмест

Вӗри ҫӗлен каҫсерен
Вӗҫсе килет хӗр патне,
Тимкка тӗслӗ тумланса.
* * *

4. Тимкка мӗлки

Ылттӑн хӗвел туперен
Сӑрт хыҫне анса ларсан,
Тӗнче хӑйне кичемрен
Тӗтрине карса ярсан,

Сывлӑш, ҫынсем майӗпе,
Тӳлекленсе лӑплансан,
Вӑрман ҫемҫе ҫулҫипе
Шавламашкӑн чарӑнсан,

Ырлӑх ҫинчен юрлакан
Кайӑк йӑвине кӗрсен,
Хӗвел хыҫҫӑн кусакан
Уйӑх самай ҫӗкленсен,

Тухать вӗҫме вери ҫӗлен -
Этем йӑхӗн тӑшманӗ,
Авалтанпа ӗмӗртен
Ҫутӑ тӗнчен ылханӗ,

Этем ӗмӗтне татса
Куҫҫулӗпе йӗр Текен,
Типшӗмлетсе шуратса
Чӗре ҫуне ӗмекен.

Пӗрре тытнӑ ҫулӗнчен
Акӑш-макӑш пӑрмасӑр,
Тӗнче тӑрах вӗри ҫӗлен
Вӗҫет, юхать ҫунатсӑр,

Хӑй ҫыпӑҫнӑ ҫимӗҫӗн
Чунӗ ҫинчен шухӑшлать;
Хӑйӗн чарусӑр ҫилли
Сӑнӗ ҫинче палӑрать:

Ҫӑварӗпе хӗм такать,
Куҫӗпе ҫиҫӗм ҫиҫтерет,
Картлӑн-картлӑн карӑнать,
Ҫунатсӑрах вӗҫтерет.

Пӗрре тытна шухӑшне
Пӗрмай пуҫӗнче усрать;
Хайне мӑшкӑл тунине
Тамӑк хуранне сунать.

Лакӑр-лакӑр патранса
Вӗрет тамӑк хуранӗ;
Хӑй вайӗпе мухтанса
Веҫет тамӑк таванӗ.

Пӗр ҫуреме тытӑннӑ
Ҫимӗҫ патне вӗстерет.
Катаранах хавшаннӑ
Ҫимӗҫӗшӗн хӗпӗртет.

Вӗҫет, каҫать шыв урлӑ
Хӗрлӗ хӗмне ӳкерсе -
Шыв пин те пӗр ункӑллӑ
Пулать, каять вӗресе.

Варман сийӗн вӗстерет
Сӑварӗпе хӗм тӑкса —
Симӗс вӑрман типшӗрет
Унан хӗмӗпе хӑрса.

Вӗҫсе иртет сӑрт ҫийӗн
Вутӑн-хӗмӗн явӑнса -
Ванать, шӑнать чул тӑпри
Шӑрт та шӑртах ҫурӑлса.

Улӑх тӑрӑх чашкӑрать
Кӑварла ҫил каларса -
Ешӗл курӑк кукӑрлать
Вӑл хӑртнипе хуралса.

Ялсем ҫинчен ярӑнать
Усал тӗлӗк тӗлленсе —
Сасартӑк ҫын вӑранать
Хӑй ыйхинче шикленсе.
* * *
Ҫав вӑхӑтра Лапсарта
Ларать Пике пуртӗнче,
Кӗтет ялти Тимккана
Чи ҫурҫӗрӗн тӗлӗнче.

Сарӑ вӑрӑм ҫивӗтне
Ик еннелле салатнӑ,
Ҫӳҫӗн кӑтра хӗррине
Хӑлха ҫийӗн устарнӑ.

Мачча ҫурӑкӗ тӗлне
Тӳшек ҫине хӑй лартнӑ,
Пӗчӗк ҫинҫе урине
Минтер ҫине пустарнӑ.

Уйах ҫутти хушӑкран
Алли ҫийӗнче вылять;
Тутлӑ сехет ҫывӑхран
Хайӗн тутийӗ кулать.
Тӗнче ҫинчен пӗлмесӗр
Пӗр шухӑшпа пурӑнать;
Кун ырлӑхне сисмесӗр
Каҫа ытларах савать.

Тӗлӗкпеле пурнӑҫа
Уйӑрма пӗлмен пирки,
Сур ӗмӗрне уйласа
Ирттересшӗн ун чӗри.

Тимккана качча кайсан,
Епле пурӑнассине
Пӗтӗм чӗререн-вартан
Шухӑшлать вӑл каҫхине.
* * *
Систермесӗр ак Тимкка
Кӗчӗ-тӑчё ун умне,
Тартрӗ инҫе, аякка
Малаллахи кунсене:

Пӗрре куҫӗнчен пӑхса
Ӑна мухтаса илчӗ,
Унтан аллинчен тытса
Пӗрле сак ҫине ларчӗ.

Ӑша, пӑчӑх тӗттӗмре
Ялтӑртатать ун куҫӗ;
Ун ҫумӗнчи вӗрире
Ҫунать Пикен сӑн-пуҫӗ.

Пӗрле пулсан пурӑнмалли,
Ашше-амӑш ҫинче мар,
Тӑранмашкӑн тумалли
Йывар еҫ ҫинчен те мар, -

Пӗрне-пӗри юратнӑ
Ырӑлӑхлӑ каҫ ҫинчен
Вӗсем халап шӑратнӑ
Ҫапла пӗрле каҫсерен.

Кӗҫӗр Тимкка Пикене
Ӑша кӗмеллех пӑхать,
Унӑн ҫемҫе аллине
Ӑсран ярсах чӑмӑртать.

Йӑваш чунне тивретсе
Вӑл Пикепе каласать,
Акӑ ҫак сӑмахсене
Ҫӑварӗнчен кӑларать:

- «Савни, итле савнине!
Эсе мана ман пекех
Хӑвӑн ҫамрӑк чӗрӳпе
Юрататӑн-и, Пике?»

Пике:
- Тимкка, эсӗ ухмах-тӑр:
Кӗҫӗр капла сӑмахлан.
Манӑн пуҫӑм ҫухалтӑр
Эпе сана .суйсассӑн.

Кунӗпеле сан ҫинчен
Шухӑш каймасть пуҫӑмра,
Ӗнер чуптуни ҫинчен
Астумастӑн-им эсӗ вара?

Тимкка:
- Эх, Пике, чуптуни вӑл
Мӗне питех пӗлтерет?
Манан вӗҫӗмсӗр кӑмӑл
Ӑҫтан унпах ҫемҫелет?

Мана чӑн чунтан-вартан
Эсӗ юратан пулсан,
Хӑвӑн иртнӗ кунсемпе,
Тӗттӗм ҫӗрӗн ырлӑхпе,

Пуринчен те ытларах
Тӳшек таса ҫиттипе
Тупа ту-ха ман умра
Ҫемҫе чӗлхӳ вӗҫӗпе.
Пике (тупа тусан):
- Турӑм. Мӗншӗн-ха капла?

Тимкка:
- Хӑвӑн ӗмӗрӳшӗн ҫапла!
Турӑн: ҫитет ман чуна,
Кӗҫӗр эпир санпала
Епле иккӗн ларатпӑр,

Ӗмӗр ҫапла пурӑнмалла
Сӑмах татса хуртапӑр. -
Тимкка ҫапла каласан,
Хӑйӗн вӗри тутипе

Ҫӳхе хӗрлӗ тутаран
Чуптурӗ-илчӗ Пикене,
Пике ӑшӗ вӗркесе
Юнӗ вӗрет чӗринче,

Юратнине итлесе
Тӑнӗ ҫӗтет пуҫӗнче...
* * *
Ир пулать те каҫ пулать,
Кунсем ҫаплах иртеҫҫӗ.
Вуник уйӑх ҫул тӑвать:
Аликӗ эрне иртет.

Иртрӗҫ хӗлпе ҫуркунне,
Килчӗ каллех ӑшӑ ҫу;
Каллех сӑртсен питӗнче
Пиҫет ҫырла: пыл та ҫу.

Анчах Лапсар ялӗнче
Сӑнран ӳкет Пике хӗр,
Хура тӗтӗм ӑшӗнче
Тӗксӗмленет чипер хӗр.

Пике шухӑш хӑртнине,
Юнлӑ куҫҫуль тутлӑхне
Пӗр ҫулталӑк хушшинче
Пӗлсе ҫитрӗ ӑшӗнче.

Анчах Тимкка мӗлкине
Халь те пулин пӗлеймен.
Ак кӗҫӗр те ун патне
Вӗҫсе килчӗ вӑл ҫелен.

Пике суя Тимккаран
Пӗлесшӗн туй вӑхӑтне,
Ҫавӑнпала пӑртакран
Калать хайӗн шухӑшне.

Пике:
- Тимкка, Тимкка, итле-ха:
Хӑҫан пулать пирӗн туй?
Пӗлтӗрхи пекех акӑ
Иртсе кайӗ пирӗн ҫу,

Хӑҫан эпир иксӗмӗр
Пурӑнӑпӑр пӗр пӳртре?
Хӑҫанччен ку яш ӗмӗр
Тӑсӑлӗ-ши венчетсӗр?

Тимкка:
- Итле эппин: кӗҫӗрччен!
Кӗҫӗр пирен туй пулать.
Кӗҫӗр сана вӗри ҫӗлен
Чӑнне уҫма шухӑшлать.

Итле, итле, Пикеҫӗм,
Ӑнсӑр пулса ан хӑрат.
Пӑх, тухатмӑш, чӗлхеҫӗм,
Анчах хама ан тухат! -

Тимкка ҫапла каласан,
Тӑсрӗ кӑларчӗ чӗлхине.
Ҫавна курсан, хӑраса
Пике ӳкрӗ урайне.

- Тӑр, тӑр, Пике! Тӑр, Пике!
Тепӗр тӗслӗ - Ӑраман!
Эпӗ ҫын мар, эп мӗлке,
Кӗҫӗр ҫавна пӗл, ӑнлан!

Пике тӑрать, пӑхкалать,
Пуҫне тытса макӑрать,
-Хах, хах, хах, хех, хех, хах, хах!
Мӗнле пуҫне ывӑтать,

Пулас арӑм аташать.
Йӗтем ҫинче пулнӑ ӗҫ
Кӗҫӗр асна калчи-мӗн?
Иртнӗ кунсем чӗрӗлмӗҫ,

Вӗҫӗ ҫитет ӗмӗрун!
Хӗрлӗ ҫыран хӗрринче
Мӗнле пулчӗ асамат;
Таса хирӗн варринче

Мӗнле шӑршлӑ хӑямат;
Хӗрарӑмсем хушшинче
Мӗнле сӑмах ҫунатлӑ;
Ҫылӑх тӑвас тӗлшӗнче

Епле укҫа хӑватлӑ -
Манӑн вӑй та ҫавсем пек
Ӗмӗр вӑйлӑ ирӗклӗ,
Эпӗ хамӑн ӳтӗмре
Тамӑк вучӗ евӗрлӗ! -

Ҫапла Тимкканӑн мелки
Сӑмахсене каласан,
Тамӑкри пек ахӑрни
Кайрӗ ҫӗрле янратса.

Пӗтӗм Лапсарти ҫынсем
Ыйхисенчен вӑранчӗҫ,
«Ку мӗн сасси-ши?» - тесе
Вырӑнсем ҫинчен тӑчӗҫ.

Анчах Пике хӑрамасть,
Кӗлт те пулин тапранмасть.
Ун ҫилӗллӗ чӗринче
Вӗрет, сикет чӗрӗ юн.

- «Эпӗ ӗлӗк вӑйлӑччӗ,
Анчах пӗтрӗ манӑн кун
Асаматӑн кӗперринчен
Хӗрлӗ ҫыран хӗрринче», -
Тесе тӑрать халӗ вал.

- «Юлашки хут тутупа
Калаҫатӑн манпала,
Юлашки хут тӑнупа
Кӗҫӗрхи каҫ шухӑшлӑ!
Асамат мар - усал вӑй,
Аскӑн ӗҫсен амӑшӗ,

Йывӑр ҫылӑх пуҫӗ хӑй,
Тамӑксенӗн таврашӗ,
Кунӗн-ҫӗрӗн ҫынсене
Хирӗҫтерсе тӑракан,

Вӗсен ӑнсӑр пуҫсене
Выҫӑ куҫлӑ тӑвакан,
Санпа халӗ пуплекен
Сана вӑйсӑр хӗр турӗ.

Сана ҫакӑ тӗнчене
Ыра тума ҫуратнӑ,
Анчах мана тӗттӗме
Мӗншӗн тата тунӑ тен?

Кӗтлӗх тӑна кӗр каллех!»
Мӑшкӑл туса йӗлпӗрме
Вӗри ҫӗлен вӑйӗпе
Юри пирӗн Пикене

Хӑйӗн телейсӗр кунне
Кӗҫӗр асне килтерчӗ,
Хӑйпе хирӗҫ тавлашма
Ӗлӗкхи пек тӑн пачӗ.

Анчах Пике тавлашмасть,
Ҫапла сӑмахсем калать;
- «Ман пуҫӑма хуплакан,
Мӗн тӑвас тен, ту часрах,

Ӗмӗтӗме татакан,
Ҫухал куҫран хӑвӑртрах!»

Тимкка:
- Эпир ҫынсем ыйтнипе
Ҫухалмашкӑн ҫуралман,
Кама йывӑр, ҫавсемпе
Пӗрлешмешкӗн пӗлместӗп.

Ҫьшсен вилӗмӗ пекки
Саншӑн ытла сахал вӑл,
Эсӗ епле пӗтесси
Ман ирӗкрен килет халь.

Сик те ташла ман умра!
Юрла, ҫухӑр сассупа!
Унтан вара аташса
Кайса тирӗн ҫырмана! —

Пике хӑй те сисмесӗр
Ташламашкӑн тапратать,
Ниҫта кайма пӗлмесӗр
Стена сине улӑхать.

Пурҫӑн ҫуҫне салатса,
Тытӑнчӑксӑр пӗлӗт пек,
Вӗҫтерет вӑл ташласа
Ӑҫта кирлӗ унталла.

Качака пек макӑрса
Сер варӗнче ҫухӑрать:
«Пӗтеп, пӗтеп пуҫӑмпа», -
Тесе пӗрмай кӑшкӑрать.

- «Ха-ха-ха та ха-ха-ха,
Епле ташлать, пӑхӑр-ха!» -
Тесе шуйттан ахӑрать.
Ҫав вӑхӑтра сарӑ хӗр
Тухрӗ шурӗ пӳртӗнчен,
Тӗттӗм пирки сисмесӗр,
Укрӗ ҫыра сӑрт ҫинчен.
* * *
Халӗ ӗнтӗ Лапсарта
Ӑрамана манаҫҫӗ.
Анчах пӳрчӗ патӗнчен
Иртсе кайма хӑраҫҫӗ.

Пурчӗ аннӑ ишӗлсе;
Пуҫӗсене ҫӗклесе,
Тараса пек ҫакӑнса,
Перенесем тӑраҫҫӗ.

Унӑн ҫийӗ айӗнче
Тӑманасем пурнаҫҫӗ,
Кӗркуннехи ҫӗрсенче
Пит тискеррен улаҫҫӗ.

Хӗрлӗ ҫырта хӗлле те
Пӗр лакӑмра шыв тӑрать.
Тухатмӑшӑн куҫҫульне
Ҫынна аса килтерет.

«Ҫулталӑкра пӗрер хут
Пӗр хитре хӗр ҫав шывра
Шыва кӗрет каҫпала», -
Тесе ҫурет пӗр халап.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-13 17:01:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4109 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org